Юрий Плющев кинооператор тата фотохудожник çинчен Интернет уçлăхĕнчен пĕлнĕччĕ. Вăл Елчĕкре çуралнине /1953 çулта/, Шупашкарта çитĕннине, Николай Никитин чăваш çыравçин ывăлĕ пулнине пĕлме те тÿр килчĕ. Вăл питĕ ĕçлĕ çын иккенне те чухларăм – часах çыхăнма май килмерĕ. Тав Турра, «Фейсбук» урлă кăштах сăмахласа илме пултартăм.
– Кинооператор – пит сайра тĕл пулакан професси. Алла кинокамера тытас ĕмĕт епле çуралчĕ?
– Шкулта вĕреннĕ чухне эпĕ фотографи енне туртăннă. Ман «Смена-6» фотоаппарат пурччĕ, каярах «Зенит» çине куçрăм. Шупашкарти пионерсен керменĕ çумĕнчи фотокружока çÿреттĕм. Ăна Михаил Егоров ертсе пыратчĕ. Вăл çав вăхăтри паллă фотожурналистчĕ, ун сăн ÿкерчĕкĕсем хаçат-журналта тăтăшах çапăнса тухатчĕç. Паллах, вăл пире ытла нимех те вĕрентмен пек туйăнать, анчах хамăр тĕллĕн ĕçлеме чармастчĕ, çавăнпа ăна ялан ăшшăн аса илетĕп. Малтанхи сăн ÿкерчĕксене «Молодой коммунист» хаçатра пичетлерĕм, каярахпа «Комсомольская правда» тата ытти изданисемпе туслашрăм. Шкул хыççăн нумай тиражлă «Знамя труда» тата агрегат завочĕн «Рабочая жизнь» хаçатсенче ĕçлесе пăхрăм, репортажсемпе статьясем /сайра хутра сăвăсем те/ чылай пичетлесе кăлартăм. Çак хушăра Хусан университетĕнче филологи факультечĕн журналистика уйрăмĕнче куçăмсăр майпа вĕрентĕм. Мускаври кинематографи институчĕ çинчен шутлама пуçласан, иккĕмĕш курс пĕтерсен, вĕренме пăрахрăм. Мана «куçакан фотографи» илĕртме тата тĕлĕнтерме пуçларĕ.
– Тĕнчипех паллă çак институт сана хăйĕн капашсăр пысăк конкурсĕпе хăратман-и?
– Конкурс текенни чăнах та пысăкчĕ, анчах темле майпа пултаруллисене суйласа илме пĕлетчĕç. Лайăх астăватăп, ректор кабинечĕ умне вĕренме кĕрекен çамрăксем нумаййăн пуçтарăннă – иртме çук. Экзамен тытнисене пĕрерĕн-пĕрерĕн чĕнсе кĕртеççĕ. Телейлисен хушшинче Мускав абитуриенчĕсем ытларахчĕ, вĕсем паллă режиссерсемпе кинооператорсен ачисемччĕ. Сăмахран, пирĕнпе пĕрле Григорий Александров режиссерăн мăнукĕ вĕренме кĕчĕ. Малалла направленипе килнисене чĕнсе кĕрте пуçларĕç, вĕсем Фрунзе, Рига, Вильнюс, Баку хулисенчен килнисемччĕ. Ют çĕршыв çыннисем те кĕресшĕн паллă института, вĕсене те вырăн параççĕ. Черетре çирĕм тăваттăмĕш эпĕ пултăм. Ман хыççăн тепĕр çамрăка чĕнсе кĕртрĕç те секретарь коридора тухса кăçаллăха оператор факультетне вĕренме урăх илместпĕр тесе пĕлтерчĕ. Телей тени манран пăрăнса иртмерĕ, пуçтарăннисем хушшинче талантлă ачасем нумайччĕ. Вĕсен шанчăкпа çиçекен куçĕсем сÿннине курса юлни халĕ те асрах.
Операторсен факультетĕнчи эп лекнĕ уйрăм ют çĕршывсенче ĕçлекен киножурналистсене хатĕрлетчĕ, вĕсене тĕрлĕ континентсенчи корпунктсем кĕтетчĕç. Студент чухне ÿкернĕ фильмсене, вĕсем хăш-пĕр енчен пулса çитмен пулин те, эпĕ яланах ăшшăн аса илетĕп. Сăмахран, «Машинист» фильма ÿкернĕ май темиçе хутчен чукун çулпа рейса кайма тиврĕ, тепловоз машинисчĕн кабининче ларса çÿресе çак йывăр та яваплă професси çыннин характерне уçса пама тăрăшрăм. «Рядом с магистралью» фильмра интернационаллă стройотрядсем Байкалпа Амур магистралĕ тунине ÿкерсе кăтартрăм. Диплом хÿтĕлеме ÿкернĕ «Пятый» фильм Сергей Бондарчук кинорежиссер хăйĕн «Степь» картинине епле ÿкерни пирки каласа парать. Çак ĕçсене ÿкернĕ чух йывăрлăхсем те пулчĕç, вĕсене çĕнтерсе пултарулăх ĕçĕн савăнăçне туйса куртăм, çакă хам çула тĕрĕс суйласа илнине тарăннăн ăнланса илме те май пачĕ.
– «Беларусьфильма» мĕнле лекрĕн; Кунта ÿкернĕ пĕрремĕш фильмна астăватăн-и?
– Ун чухнехи йĕркепе хĕрлĕ дипломпа пĕтернисене ĕç вырăнĕ суйлама ирĕк пурччĕ: Ленинградри документлă фильмсен студийĕ, Свердловскри кинохроника студийĕ. Çак алăксем саншăн яр уçă. Эпĕ темшĕн «Беларусьфильма» куç хыврăм. Мĕншĕнне ăнлантарса параймастăп. Кунта чаплă режиссерсемпе операторсем ĕçленĕ, тен, çакна шута илнĕ пуль.
«Беларусьфильмри» хамăн пĕрремĕш ĕçе эпĕ пит савăнсах аса илместĕп. Ун режиссерĕ вăйсăртарахчĕ, çавăнпа тÿрех ăнăçлă утăм тума май килмерĕ. Каярахпа Александр Карпов-кĕçĕннипе паллашрăм. Дмитрий Михелев та ун чухне чи интереслĕ режиссерсенчен пĕриччĕ. Унпала 4 фильм ÿкертĕмĕр. Алла-аллăн ĕçлесе эпĕ профессионал пулса тăтăм теме те пулать. Тĕрлĕ фестивальсене хутшăнса дипломсемпе парнесем илме тивĕç пултăмăр. «Интернат ты наш» фильмах мĕне тăрать! Ăна Радошковичи поселокĕнче ÿкертĕмĕр. Тĕрлĕ ачасен йывăр шăпине уçса панă унта. Çав интернат ачисем хăйсен тасалăхĕпе, пурнăçа юратнипе, каçарма пĕлнипе куракана тыткăнланă.
– Санăн режиссурăна куçас шухăш пулман-и?
– Лайăх режиссерпа ĕçленĕ чухне кун пек шухăш сана аптратмасть. Эп хам пултарнă таран ăна пулăшатăп, вăл сана хăш-пĕр тĕллевсене еплерех пурнăçламаллине уçса парать. Пĕрне-пĕри çур сăмахранах ăнланни документалистикăра та, илемлĕ фильм ÿкернĕ чух та питĕ пĕлтерĕшлĕ.
– Пурнăçа кĕреймен ĕмĕтсене аса илсен чуна канăçсăрлăх хупăрласа илмест-и?
– Ун пек ĕмĕтсем кашнинчех пур, пултарулăх çыннин вара темĕн чухлех. Шутласан, вĕсенчен хăшĕсем начарах та пулман иккен, çине тăмалла кăна пулнă. Анчах вăхăта каялла тавăраймăн.
– Чи малтанхи «профессине», фоторепортер ĕçне, халĕ те пăрахмастăр…
– Фотоаппарата эпĕ нихăçан та алăран яман. Хăй вăхăтĕнче кун пирки «Московский комсомолец» хаçатра «Самоигральная натура» статьяра аван каласа панăччĕ. ВГИК хыççăн та тĕрлĕ выставкăсене хутшăнаттăм. Вĕсенче çĕнсе илнĕ дипломсем ман сахал мар. 2000-2006 çулсенче кăна вăтăр ытла фотовыставка уçрăм. Вĕсенчен чылайăшне ООН, Белоруссири Америка посольстви гранчĕсемпе йĕркеленĕ. Ĕçсене Белоруссире анчах мар, Хельсинки, Рига, Брюссель, Будапешт, Лейпциг тата ытти хуласенче, Англире тата АПШра кăтартнă. Виçĕ теçетке ытла çĕршыври уйрăм çынсен коллекцийĕсенче те упранаççĕ: Японире, Англире, Голландире, Кувейтра, АПШра, Раççейре, Эстонире, Чехире…
– Юрий Николаевич, калаçу вĕçнелле Чернобыль темине хускатар-ха. Эсĕ унта пулнине те асăннăччĕ.
– О-о! Чернобыль мана питĕ пысăк витĕм кÿнĕ. Вăл – уйрăм тема. Сергей Лукьянчиков режиссерпа Украина чиккинче вырнаçнă Полесскри хупă радиаци-экологи заповедникне пуçласа кайсан вăл çапла каланăччĕ: «Лайăх тинкер, малашне кунта килес килсех тăрĕ…» Чăн та çапла пулчĕ: нумай хутчен кино ÿкерме, куравсем валли сăн ÿкерчĕксем хатĕрлеме çÿрерĕм. Чуна хĕсекен унти пек пĕчченлĕх, ютлăх туйăмĕсем ниçта та пулман манăн. Виççĕн танккатпăр: эпĕ, режиссер, çул кăтартуçă. Пĕр ял, 2-мĕш, 3-мĕш… Никам та çук…
Брагин районĕнчи Красная гора ялне кĕнĕ çĕрте «Въезд запрещен» паллă вырнаçтарнă. Ултă пенсионер пурăнать унта. Кунтисене хăй вăхăтĕнче урăх çĕре куçарнă, анчах çĕнĕ вырăна хăнăхайманнисем каялла таврăннă. Хуçалăх тытаççĕ, çĕр улми туса илеççĕ. Кĕркунне хатĕрлевçĕне панулми чылай пуçтарса параççĕ.
Краснопольск районĕ. Кунта тахçан Журавы ялĕ пулнă. Мĕншĕн тахçан-и? Ăна, «таса мар» пулнăран, çĕрпе хупланă. Чăнласах. Унта ял пулни çинчен пĕртен-пĕр кинемей пурăнакан çурт çеç аса илтерет. Ăçта вăл, радиаци? Ватă ăна илтмест, курмасть, туймасть те.
2018 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче Мускаври А.С.Пушкин ячĕллĕ библиотекăра Беларуçри ООН представительстви пулăшнипе Юрий Плющевăн «Эхо Чернобыля» ятпа черетлĕ куравĕ уçăлнă…
Юрăн амăшĕ – Галина Никифоровна Плющева – Елчĕк райĕçтăвкомĕн сывлăх сыхлавĕн пайĕн ертÿçинче, çав тапхăртах дерматовенеролог тухтăрта ĕçленĕ. 1954 çулхи çурла уйăхĕнчен пуçласа 1955 çулхи чÿк уйăхĕччен район больницин тĕп врачĕ пулнă.
Валерий АЛЕКСИН.