Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сăлтавне мар, майне шырамалла

Сăлтавне мар, майне шырамалла

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен тата учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулура эрне каялла панă хушусене епле пурнăçланинчен пуçларĕ.

Халăхра çакнашкал каларăш çỹрет: «Ĕç тунă чухне сăлтавне мар, майне шырамалла». Хăш-пĕр пуçлăхсем çитменлĕхсене пĕтерес тĕлĕшпе яваплăха туйманни Леонард Васильевича çак шухăш патне илсе пычĕ пулинех. Йывăç турачĕсене тикĕслесе касасси, хăш-пĕр лаптăксене юртан тасатасси — сăмахламалли ыйтусем те пулмалла мар пек…

Шупашкарта Чăваш Енри агропромышленность комплексĕн коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Сергей Артамонов министр ял хуçалăхĕн 2021 çулхи аталанăвĕн анлă пĕтĕмлетĕвне тунă. Отчетра Елчĕксене тыр-пул туса илессипе, çĕнĕ техника туянассипе, патшалăх пулăшăвĕпе усă курассипе, производство тупăшлăхне ỹстерессипе лайăх ĕçленине палăртнă. Çав вăхăтрах пĕр çул мар калаçтаракан ыйту — ĕç укçи пирки критикленĕ. Иртнĕ çул районти ял хуçалăх отраслĕнче ĕçлекенсен вăтам шалăвĕ 25639 тенкĕпе танлашнă. Çакă республика кăтартăвĕнчен пĕчĕкрех. Пĕрлешỹллĕ хуçалăхсене çамрăк специалистсене илĕртес, вырăнти ĕçченсене тытса тăрас тесен ĕç укçине индексацилес тĕлĕшпе шутламаллах ертỹçĕсен. «Тупăшлăх» терĕмĕр те, апла тăк мĕншĕн çавна никĕслекенсене хавхалантарас мар. Ку тĕлĕшпе те майне тупмаллах.

Выльăх-чĕрлĕх йышне ỹстересси, вăрлăха тивĕçлĕ кондицине лартасси те района каялла туртакан ыйтусен шутĕнчен тухма тивĕç. Тата: хуçалăхсенче çĕр улми лартма та манса кайрĕç-и? Республика ертỹлĕхĕ çакна «чĕрĕлĕх» çулĕ парас тĕллевлĕ.

Май уявĕсем çитесси те инçе мар. Вĕсене хатĕрленсе ирттерес тĕлĕшпе пĕрремĕш лару та иртрĕ. Ĕçĕ вара сахал мар: территорисене тирпейлесси, палăксене юсасси, шупкаланнă баннерсене улăштарасси, ветерансене чысласси… Яланхиллех район центрĕнче çамрăксен факел шествийĕ, «Вилĕмсĕр полк» акци, çамрăк армеецсен тата техника парачĕсем иртĕç, культурăпа спорт программи те пуян пулĕ. Аслă Çĕнтерĕве халалланă мероприятисем кашни ял тăрăхĕнчех иртĕç.

Канашлу ковид ыйтăвĕпе вĕçленчĕ. Ăна хускатни ахальтен мар. Çĕнĕ, 6-мĕш хум килессине пĕлтерчĕ райбольницăн тĕп тухтăрĕ Надежда Уркова. Вакцинаци тутарассине, сыхлăх мерисене пăхăнассине вара никам та пăрахăçламан-ха. Çакна шута илесчĕ.

(Хамăр корр.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code