«Ĕçе тата оборонăна хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормативĕсене пурнăçланисен ретне Елчĕкри 40-мĕш номерлĕ аптека ĕçченĕсем те тăнă.
Роза Молодова заведующи ертсе пынипе 7 çын пилĕк тест витĕр тухнă. Çапла майпа шурă халатлисем эмелпе усă курса сываласси çеç мар, спортпа туслă пулни питĕ кирлине çирĕплетнĕ.

