Ĕмĕре телейлĕ ирттерес тесен çамрăк чухне пĕр-пĕрне килĕштерсе çемье çавăрни кăна çителĕксĕр, чун-чĕрери çепĕç туйăма çулсем иртсен те сыхласа хăварма, кил-çурт вучахне упрама пĕлни пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Тăван ялти, Аслă Таяпари шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн Мускавра радиоэлектромонтажницăна вĕренекен Светлана Рукавишникова çуллахи каникула тăван яла таврăннă. Ятуллă тумланнă, сăн-пичĕпе чипер пике урампа иртнĕ май ăна касри каччăсем тÿрех асăрханă. Вĕсем:
– Ку хĕре ялтан кăлармалла мар, епле хÿхĕм те сатур, – тени хăлхине кĕнĕрен пит-куçĕ анис панулми пек хĕрелнĕ студенткăн. Çавăнпах именчĕк хĕр хăйĕнчен аслăрах йĕкĕтсене сăмах чĕнеймесĕрех малалла утнă.
Çав каçхине хăйсенчен виçĕ çурт урлă пурăнакан Валерий Светланăна каç илемĕпе уçăлса çÿреме чĕннĕ те. Каникул вĕçленсен çамрăксем пĕр-пĕрин патне ăшă та юратуллă çырусем çырнă. Виçĕ çул туслă çÿренĕ хыççăн çемье чăмăртама вăхăт çитнине чун-чĕрепе туйсан Парк кассинчи Медведевсен килĕнче шеплĕ туй кĕрленĕ.
Юратнă çынпа ĕмĕрлĕхех пĕрле пулас тесе Светланăна Мускав хулине ялпа улăштарасси те йывăр пулман. 18 çулхи çамрăк арăм тăван ял илемĕпе киленсе пурăнма пуçланă.
Пиччĕшĕсем хыççăн Карелинче кинотехникумра вĕреннĕ пултаруллă каччă тăван ял илемне ытарайман. Салтакран таврăнсан кĕçĕнни ашшĕпе амăшĕшĕн тĕрев пулса тăнă.
Сăмах май каласан, çамрăк мăшăршăн Варсонофий Александровичпа Евгения Александровна яланах ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вĕсем 60 çул ытла пĕр-пĕрне çур сăмахранах ăнланса пурăннă. Паян вара 29 çул каялла алла-аллăн пĕр сукмакпа, пĕр тĕллевпе утма пуçланă Светланăпа Валерий ашшĕпе амăшĕн ятне çĕре ÿкермеççĕ. Вĕсем ял çинче пысăк хисепе çĕнсе илнĕ. Килĕшÿллĕ çемьере яланах татулăх хуçаланать. Сасă хăпартса калаçнине илтеймĕн кунта.
Туслă çемье икĕ çул каялла пысăк çухату тÿснĕ: Варсонофий пичче чирлесе çĕре кĕнĕ. 87 çулпа пыракан Евгень аппапа тĕл пулса калаçма тÿр килмерĕ, Лиза хĕрĕсем патне хăнана кайнăччĕ. Амăшĕн ырă сăмахĕсене ылтăнран хака хураççĕ ачисем.
Тул çутăлнă хыççăнах туслă мăшăр куллен выльăхсем патне утать. Колхоз саланса пĕтнĕ хыççăн трактор паркĕн территорийĕ юхăнса ан вырттăр тесе типтерлĕ хуçа хăй аллине илнĕ ăна. Унтан тĕрлĕ сферăра пиçĕхнĕ арçын /киномеханик, хатĕрлевçĕ, сельхозтехникăра директор ĕçĕсене те пурнăçланă тата ытти те/ хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркелеме шут тытнă. Ĕмĕтне пурнăçласа тăван тăрăхра çум курăк ашкăракан çĕрсене ĕçе кĕртнĕ. Хальхи вăхăтра В.Медведев фермер 40 гектар çинче тыр-пул, 20 гектар нумай çул ÿсекен курăксем акса ÿстерет. Вĕсене пуçтарса илме техники пур унăн.
Кăçал пĕрремĕш хут çулнă утта нумаях сутмарĕ типтерлĕ хуçа, хăй валли пуçтарса хучĕ. Мал ĕмĕтлĕ фермерăн малашлăх тĕллевĕ – выльăх-чĕрлĕх йышне ÿстерсси.
Выльăх-чĕрлĕх усраканăн тути çуллă тенĕрен, Медведевсем сĕт-турăхран, çу-тăпăрчăран татăлмаççĕ. Ытлашши сĕте патшалăха сутаççĕ. Кил карти те пушă мар: чăх-чĕп, сурăх йышлă усраççĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ мăшăрĕ чăн-чăн пурнăç çынни пулнине, çемьешĕн, ачисемшĕн мĕнпур чун хавалĕпе тăрăшнине, çамрăк чухнехи юрату хĕлхемĕ çулсем иртнĕçемĕн тата хĕрÿленсе пынине пытармасть. Тăватă ача амăшĕн илемлĕ куçĕсем юратуллăн çиçнинче те ĕнтĕ хĕрарăмăн телейĕ.
Аслисем, Олесьăпа Алина, аслă пĕлÿ илсе юристра, менеджер-экономистра тăрăшаççĕ. Иккĕшĕ те çемье çавăрнă. Даниил сакăр класс пĕтернĕ. Вăл ашшĕн чăн-чăн пулăшаканĕ. Çу кунĕсенче пушшех лара-тăма пĕлмест, техникăна мĕн пĕчĕкрен юратса ÿсекенскер, ашшĕ çумĕнчен каймасть. Акă, паян та ир-ирех тăрса пулла кайнă вăл. Ывăлĕ 1 килограмм ытла таякан пулă тытса килнĕрен амăшĕ унпа ирхи апат хатĕрлерĕ. Арçын ачана пулăçăн хавхаланăвĕ ашшĕнченех куçни иккĕлентермест. Валерине районти ăста сунарçă, пулăçă, вăрманçă пулнипе те лайăх пĕлеççĕ. Сывă пурнăç йĕркишĕн тăрăшакан арçын тĕрлĕрен спорт ăмăртăвĕсем йĕркелес енĕпе пуçаруллă. Сиенлĕ йăласемпе туслă мар вăл: хĕлле йĕлтĕр çине тăрать, çулла çуран чупма кăмăллать.
Çемьере чи кĕçĕнни, Кристина, тăватă класс пĕтернĕ. Вĕренÿ отличници амăшĕ çумĕнче пулса пĕчĕккĕлех ĕç çумне çыпçăнать.
Светлана 12 çул ытла Госстрахра агент пулса тăрăшать. Ял çыннипе пĕр чĕлхе тупакан харсăр хĕрарăм ăшă калаçăвĕпе пурне те тыткăнлать.
Медведевсем кÿршĕ-аршăпа килĕштерсе пурăнаççĕ. Камăн ушкăнпа тумалли ĕç тупăнать – пурте пĕрле пухăнса пурнăçласси çирĕп йăлана кĕнĕ Парк кассинче.
Çемьере, паллах, пăшăрханмалли те чылай сиксе тухать. Ытлашши ырă кăмăллă пулни, çынна хăвна шаннă пек шанни ура та хунă вĕсене. Çапах та çемье çирĕп пулсан темĕнле йывăрлăха та чăтса ирттерме пулать. Ахальтен ваттисем йывăç турачĕпе, этем çемьепе çирĕп тесе каламан пулĕ çав.
Хисеплĕ ĕçпе ял-йыш мухтавне çĕнсе илнĕ мăшăра ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама вăй-хал, ăнăçу сунас килет. «Юратушăн тата шанчăклăхшăн» медале ыт ахальтен тивĕçмеççĕ вĕсем.
В.СМИРНОВА.