Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Артистсем те çынсемех!»

«Артистсем те çынсемех!»

1930-мĕш çулсенче Елчĕк МТСĕнчи трактор бригадин бригадирĕн Максим Стахеевич Стахеев трактористăн /вăл 1906 çулта çуралнă/ ĕçре палăрнă хисеплĕ ячĕ çÿллĕ шая çĕкленсе районта кăна мар, Чăваш Республикипех палăрса тăнă. Стахеевсен çемйин ят-сумне унăн йăмăкĕ – Клавдия та – çĕре ÿкермен. Вăл пиччĕшĕ пекех çĕршывра çĕнĕ пурнăç йĕркеленнĕ вăхăтра нумай вăй хунă.

Клавдия Стахееван пурнăçĕ çăмăл килмен пулсан та вăл 1937 çулта Шупашкарти Чăваш театрĕн училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шăпах училищĕн пĕрремĕш кăларăмĕн артистки пулнă вăл. Кĕçĕн Елчĕк хĕрĕ аллине документ илнĕ хыççăн профессионаллă, хăйĕн ĕçне хисеплекен тата ăна юратакан артисткăсенчен пĕри пулса тăрать. Клавдия Стахеевна Чăваш Республикин тĕрлĕ кĕтесĕнче кăна мар, унăн тулашĕнче те гастрольсемпе нумай çÿренĕ.

Çапла, 1955-мĕш çул вĕçĕнче, хĕл ларсан, вăл труппăпа пирĕн района гастрольпе килет. Артистсем спектаклĕсене лартма Елчĕк ялĕнчен тытăннă. Ун чухне чăваш артисчĕсене вăхăтлăха пурăнма ял çыннисем патне вырнаçтарнă. Клавдия Стахеевна Акчелĕнчи Федор Павлович Идутова качча пынă Наталия йăмăкĕ патне килнĕ. Идутовсем Çĕнĕ касра пире хирĕç пурăннăран мана Клавдия Стахеева артисткăпа тĕл пулса паллашма май килчĕ.

…Эпĕ, ялти пуçламăш шкулта пĕрремĕш класра вĕренекенскер, уроксем хыççăн асаннепе пÿрт умĕнчи юра тасататтăм. Ĕçленĕ хушăра асанне манăн юлташăн – Миша Идутовсен килне Шупашкартан артистка килнине пĕлтерчĕ. Унтан мана шăппăн кăна: «Авă вăл, пирĕн пекех пÿрт умĕнче юр тасатать», – тесе ун еннелле пуçне сĕлтсе кăтартрĕ. Ку хыпар мана пит тĕлĕнтерчĕ. Маншăн, ял ачишĕн, артистка питĕ ачаш çын пек туйăнатчĕ. Ку вара юра арçынран пĕрре те кая мар аяккинелле вăркăнтарать! Çавăнпах ун чухне манăн çав хĕрарăмран вăл чăннипех те артистка пулнине ыйтса пĕлес шухăш çуралчĕ.

Асанне картишне кĕрсе кайсанах эпĕ çав юр тасатакан хăна патне çул тытрăм. Ун патне çитсенех чи малтан: «Вăй патăр!» – тесе сăмах пуçартăм. Унтан хăюлăх çитерсе: «Эсир чăнах та артистка-и?» – тесе ыйтрăм. Палламан хĕрарăм ман çине малтан куç хĕррипе пăхса илчĕ, куларах кăна ăшшăн: «Тавтапуç. Сире те кунта патăр», – тесе хуравларĕ. Унтан вара ман çине тинкерсе пăхса: «Çапла, эпĕ артистка. Мана Клавдия тесе чĕнеççĕ. Эсĕ вара Клавдия аппа тесе чĕнме пултаратăн», – терĕ сăпайлăн. Ун хыççăн эпир пĕр-пĕрне тахçан пĕлекен çынсем пек калаçса кайрăмăр. Хăна эпĕ миçе çулхине, миçемĕш класра вĕреннине тата кам ачи пулнине ыйтса пĕлчĕ. Унтан пĕр шÿтлемесĕр: «Санăн чăн-чăн артистсем лартакан спектакль курас килет-и?» – терĕ. Эпĕ хăюлансах: «Курас килет!» – тесе татса хутăм.

Çакăн хыççăн Клавдия Стахеевна каçхине аннепе иксĕмĕре спектакль курма йыхравларĕ. Эпĕ савăннипе кил еннелле çил пек вĕçтертĕм. Анне шкултан таврăнсанах ăна паянхи калаçу пирки каласа патăм. Хам вара чÿрече патĕнчен каймастăп. Манăн Клавдия аппа Елчĕке хăш вăхăтра кайнине пĕлес килет. Кун каç еннелле сулăнсан артисткăпа йăмăкĕ Елчĕк еннелле утса кайни курăнса кайрĕ. Каç сĕмĕ çапма пуçласан вара пирĕн пата Натали аппан хĕрĕ Лидия Идутова каçрĕ. Вăл та пирĕнпе пĕрле спектакль курма каясси пирки пĕлтерчĕ. Çапла вара эпир виççĕн: эпĕ, анне тата Лида Елчĕке тухса утрăмăр. Клавдия Стахеевна пире клуб умĕнче кĕтсе илсе зала кĕртсе лартрĕ. Аннепе Натали аппа юнашар, эпĕ вара – Лида çумĕнче. Тÿрех мĕн курăнчĕ-ха клубра? Районти культура çуртне пĕрремĕш хут килнĕрен чи малтан халăх нумай пухăнни тĕлĕнтерчĕ. Залра пушă вырăн çукран куракансем стена хĕррипе тăрса тухнă.

Акă чаршав умне тухнă артистка спектакль пуçланасси пирки пĕлтерчĕ. Зал шăпланчĕ, çынсем сывлама та чарăнчĕç тейĕн. Сцена çинчи чаршав майĕпен уçăлса пырать. Çав вăхăтра чăвашсен авалхи тумне тăхăннă хĕрарăм сăвăласа калаçма пуçларĕ. Шел, ача-пăча пулнăран, çав спектакль ятне асра тытса юлман. Анчах та спектакль пĕтиччен хама унти пурнăçпа пурăннă пекех туйса, шухăша кайса лартăм. Питĕ тĕлĕнмелле вылярĕç артистсем. Лидăпа иксĕмĕр Клавдия аппана сцена çине тухсан палласа та илеймерĕмĕр. Урăх тумтир тăхăннăскере сассинчен çеç уйăрса илме пултартăмăр.

Çапла пурнăçăмра пĕрремĕш хут чĕрĕ артистсене куртăм. Спектакль вĕçленнине те сисмерĕмĕр. Хăнасене район ертÿçисем тав турĕç. Куракансем ура çине тăрса чылай вăхăт хушши алă çупрĕç.

Ун хыççăн сцена çине тухнă хĕрарăм малалла ташă каçĕ пуçланасси çинчен пĕлтерчĕ. Анчах та пирĕн ушкăн унта юлас темерĕ. Эпир килелле утрăмăр. Урасем айĕнчи юр, манăн тĕпне хунă çăматă айĕнче те, çатăртатса кăна пырать. Аслисем утнă май спектакль пирки калаçса, ăна сÿтсе явса пыраççĕ. Эпир, хыççăн утакансем, вĕсен калаçăвне итлесе кăна пытăмăр.

Нумай çул иртсен, Клавдия Стахеевна тивĕçлĕ канăва тухсан, вăл пирĕн яла тăванĕсем патне хăнана килсех çÿретчĕ. Ун чухне тата тепĕр хут тĕл пулса калаçма тÿр килнĕччĕ, ачалăхри тĕл пулăва та аса илнĕччĕ…

Шел пулин те, эпир çак талантлă актрисăн кун-çулĕ мĕнле пулни çинчен питĕ сахал пĕлетпĕр.

Клавдия Стахеевна Стахеева 1910 çулхи декабрĕн 29-мĕшĕнче Кĕçĕн Елчĕк ялĕнче çуралса ÿснĕ. Актриса специальноçне алла илнĕ хыççăн Чăвашсен куçса çÿрекен колхоз театрĕнче 1937 çултан пуçласа 1957 çул çитиччен вăй хунă. Вăл К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи Нарспи, Ф.Шиллерăн «Хаярлăхпа юрату» – Амăшĕ, Н.Айзманăн «Чавса çывăх та çыртма çук» – Манефа, В.Катаевăн «Полк ывăлĕ» – Тăлмач ролĕсене питĕ ăста калăпланă. Халĕ Шупашкар хулинче пурăнакан Галина хĕрĕ аса илнĕ тăрăх, Клавдия Стахеевна 1957 çулта театрта ĕçлеме пăрахнă. 1965 çулта Шупашкарти 1-мĕш номерлĕ типографире рабочире ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă вăл.

Елчĕк артистки 1991 çулхи январĕн 19-мĕшĕнче тĕп хуламăрта ĕмĕрлĕхех куçĕсене хупнă. Кăçал, Театр çулталăкĕнче, сцена çинче пысăк ăсталăхпа палăрнă актрисăна аса илмесĕр çуках. Унăн сăнарĕ ăна хисепленĕ, унăн ĕçĕсене пĕлнĕ çынсен асĕнче яланлăхах тăрса юлĕ.

К.Стахеева нумай çул каялла, хăйĕн пурнăçне аса илнĕ май: «Артистсем те çынсемех!» – тенĕ сăмахĕсем манăн асăмран тухмаççĕ.

В.МОСКОВСКИЙ.

Сăн ÿкерчĕкре: Клавдия Стахеева /сулахайри/ хăйĕн çывăх тантăшĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code