партин Тĕп канашĕн секретарĕ – Федераци Канашĕн вице-спикерĕ Андрей Турчак вăрмансем çуннине хирĕç кĕрешекен тытăма çĕнетме, унпа çыхăннă саккунсене улшăнусем кĕртме сĕннĕ.
Çак ыйтăва парти членĕсем çывăх вăхăтра Патшалăх Думинче сÿтсе явĕç. Çĕршыври чылай регионти вăрмансенчи пушара чарайманнине шута илсе вице-спикер федераци центрне ку ыйту çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрма, пушара сÿнтерессипе çыхăннă финанс пайне ÿстерме сĕннĕ. Вăл палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра пушара тÿрех асăрхама пулăшакан çĕнĕ технологисемпе анлăн усă курмалла, тавралăха сăнаса тăма май паракан пĕрлехи тытăм туса хумалла, пушара хирĕçле оперативлă мерăсем йышăнмалла.
Аса илтеретпĕр: ку шухăша маларах Раççей Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев та çĕкленĕччĕ – вăл регионсенче пушара сÿнтерессипе çыхăннă сферăри нормăпа право акчĕсене тепĕр хут пăхса тухма сĕннĕччĕ.