Трахвин Марийĕ /Мари/ Çĕнĕ Пăва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Ырă кăмăллă та сăпайлă пулнипе палăрса тăнă вăрçă ветеранĕ.
Унăн ашшĕ Трофим Егорович Егоров 19 çул тултарсанах Пĕрремĕш тĕнче вăрçинче çапăçнă, каярах Граждан вăрçине хутшăннă. 1918 çулта таврăннă вăл тăван яла, анчах та ăна техĕмлĕ апатлă çурт мар, чÿречисене урлă хăма çапнă пушă пÿрт кĕтсе илнĕ – унăн юратнă мăшăрĕпе икĕ ачи тиф чирĕпе чирлесе пурнăçран уйрăлнă. Кăштах вăхăт иртсен Трахвин пĕр ялти Варварипе çĕнĕ çемье йĕркелет. Варвара Васильевна халăх хушшинче ятлă-сумлă пулнă, ĕçченлĕхне тата харсăрлăхне кура ăна ял Совечĕн депутачĕ пулма суйланă. Вăл Трахвин пекех хăйĕн мăшăрне ир çухатнă – ăна Граждан вăрçин çулĕсенче персе вĕлернĕ. Варвара Васильевна каласа панă тăрăх, вăл шуррисен отрядĕнче пулнă шăллĕне кĕлет айĕнче тислĕк кирпĕчсемпе пытарса усранă. Çакăн пирки кÿршисем вырăнти пуçлăхсене пĕлтерсен хĕрлисем унăн шăллĕне тытса кайнă, хăйне мăшăрĕн куçĕ умĕнчех персе вĕлернĕ.
Трахвинпе Варвари тăватă ача çуратса ÿстернĕ: Мария, Миша, Юра, Валентина. Трофим Егорович ялти лавккара сутуçăра тăрăшнă. Хисепленĕ ăна ял-йыш, юратнă. Анчах та вăрçă çулĕсенче аманнăран шала кайнă чир-чĕр унăн ĕмĕрне кĕскетнĕ – 1932 çулта 42 çула кайса пурнăçран уйрăлнă вăл.
Ашшĕ вилнĕ çул Мария 7-мĕш класра вĕреннĕ. Çивĕч ăслăскер малалла та вĕренес ĕмĕтлĕ пулнă, анчах та пурнăç йывăрлăхĕ, амăшĕ нушаланнине курса тăни хĕр ачана шкула пăрахма хистенĕ.
Вăрçă вăхăтĕнче ялти пĕтĕм йывăр ĕç хĕрарăмсен тата ачасен хул-çурăмĕ çине тиеннĕ. Мария колхоз ĕçне хастар хутшăннă. Хĕвел тухичченех йĕтем çине васкакан хĕре пĕринче кашкăрпа куçа-куçăн тĕл пулма тивнĕ. Хăраса тăман вăл, ăна хирĕç тăшман çине пăхнă пек кураймасăр тинкернĕ.
– Кашкăра хăратса пăхăнтарма пултартăм. Вăл кутăн-кутăн чакрĕ те хÿрине хĕстерсе ана урлă каçса çырманалла анчĕ, тепĕр енче чылайччен уласа ларчĕ. Эпĕ ăна пĕр вырăнтан хускалмасăр вăрах вăхăт пăхса тăтăм. Кĕçех хĕр-тантăшăмсем килсе çитрĕç, вĕсем манран тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Çакăнтан эпĕ хам чăннипех вăйлă пулма пултарнине ĕнентĕм, – аса илнĕ вăл каярах.
Йывăрлăхран хăраса нăйкăшма хăнăхман вăл. Часах Мария Трофимовна тус-юлташĕсемпе пĕрле Тăван çĕршывăн хăрушсăрлăхне çирĕплетме Улатăра тухса каять. Кунта вĕсем 40 градуслă сивĕсенче окоп чаваççĕ. Мария юнашар тăракан куççульленнĕ черчен хĕре чунтан шелленĕ. Йывăр та сивĕ лума тытнă аллисем çĕре йывăррăн хускатнă — çĕтĕлнĕ алси витĕр какайланнă ÿчĕ курăннă. «Эсĕ лумна тата та хытăрах пăчăрта, вара ыратнине туйми пулăн», – ăс панă асли кĕçĕннине хăйĕн тĕслĕхĕпе. Çак вăхăтра Мария хăйĕн амăшне, йăмăкĕсемпе шăллĕсене аса илнĕ, тăшман çине çилли тулнипе шăнса чулланнă парăнман çĕре аллисемпе хытăрах таккама пикеннĕ. Çакăн хыççăн унăн тăшманпа куçа-куçăн тăрса çапăçас туйăм çуралнă.
1943 çул. Мария хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Маларах вара хĕр Тĕмер ялĕнчи чиркĕве çитсе килме ĕлкĕрнĕ. Çакăнта пĕр суккăр карчăк ăна хăйĕн пирки тĕлĕнтермĕш сăмахсем каланă: «Хĕрĕм, эсĕ вăрçăран таврăнатăн, çул каялла таврăнать».
Хусанта повара вĕренни çинчен документ тата кĕçĕн сержант званине илнĕ хыççăн Пĕрремĕш Украина фрончĕн 128-мĕш пехотăпа артиллери полкне лекет вăл.
– Вăрçă хăрушлăхне палăртнă вырăна çитичченех курма тиврĕ. Çул çинче нимĕç самолечĕсем бомбăсем пăрахрĕç. Тин кăна паллашнă тантăш хĕрĕме çухатрăм. Чаçе 50 хĕртен 17-ĕн анчах çитрĕмĕр, – çапларах каласа паратчĕ ветеран-фронтовик каярах.
Тăхăр хĕре, çав шутран Марийăна та, куçса çÿрекен кухня тата автомат шанса панă. Вĕсем апат-çимĕçне те, вуттине те хăйсемех хатĕрленĕ, салтаксене çитернĕ, савăт-сапине, кĕпи-йĕмне çунă. Выçăпа аптăранă нимĕçсем хăш чухне кухньăсем çине вăрттăн тапăннă. Çавăнпа та яланах сыхă та тимлĕ пулмалла пулнă. Пĕринче Литвари Шяуляй хулинче Марийăна çăкăр заводне сыхлама шанаççĕ. Яланах сыхă пулма хăнăхнă хĕр тĕттĕмре хăй патне хура мĕлке шуса пынине асăрханă. Фашист-разведчик пулнă вăл. Хăюллă хĕр ăна арестлесе чаçе илсе çитерме пултарать. Çапăçу вăхăтĕнче каярах хăй те ураран аманать. Паттăрлăхпа палăрнăшăн Çĕнĕ Пăва хĕрне «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлама палăртаççĕ. Госпиталь хыççăн урăх вырăна куçарнăран медальне илейменни пирки калатчĕ вăл. Мария çапăçусемпе, Литва, Латви, Эстони, Польша витĕр тухать. Çĕнтерÿ кунне Берлинта кĕтсе илме ĕмĕтленнĕ вăл, анчах та Неман шывĕ хĕрринче пуçран йывăр аманать. Кун пирки вăл çапларах аса илнĕ: «Пире кухня валли юхан шывран шыв илме хушрĕç. Водопроводри шыва нимĕçсем наркăмăшланăран йывăрланчĕ ĕç-пуç. Неман юхан шывĕ хĕрринчен шыв илме тăрсан снаряд шăхăрса килнине кăштах анчах астăватăп, кайран тăна çухатнă…»
Çакăн хыççăн Двинск хулинчи госпитальте 2 уйăх сипленет. Кунта вăл пĕр ял çыннине – Виталий Германович Викторов фельдшера тĕл пулать: «Эпĕ куçа уçрăм та, ман умра таçта курнă шурă халатлă арçын тăнине куртăм. «Эсĕ Трофим Егоровичăн хĕрĕ мар-и?», – тесе ыйтрĕ çакскер. Эпĕ вара: «Виталий Германович!», – тесе кăшкăрсах ятăм. Ку маншăн чăннипех те тĕлĕнмелле пулчĕ».
1945 çулхи май уйăхĕнче Мария тăван яла таврăнать, çанă тавăрса мирлĕ ĕçе кÿлĕнет. Ял халăхĕн асĕнче ырăпа упранать вăл.
Сăмах май, Марийăн шăллĕ Михаил та Çĕнĕ Пăвари вăтам шкултан «5» паллăсемпе вĕренсе тухсан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, унтан аманса таврăннă хыççăн Хусанта юриста вĕреннĕ. Хĕрлĕ дипломлă специалист чылай çул суд ĕçĕнче тăрăшнă. 1962 çулта РСФСР Верховнăй судăн членĕ пулма суйланă ăна.
Ф.СКИРДОВА.