Совет çарĕн ретне Патреккелĕнчи Николай Крылов 1985 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче тăнă. Ăна тата çак ялти 2 çамрăка – Анатолий Миллинпа Владимир Плотникова çывăх тăванĕсемпе тус-тантăшĕсем, ял-йышĕ чыслăн ăсатнă, салтак ятне çÿлте тытма сĕннĕ.
Салтак пурнăçĕ пирки каласа пама ыйтсан Николай Геннадьевич аякка шухăшлăн пăхса илчĕ. Калаçу тăршшĕпе те пĕр йывăр саманта та аса илмерĕ ĕнерхи салтак, ырă пулăмсем пирки вара хаваслансах каласа пачĕ:
«Канашри çар комиссариатĕнчен пире Тольăпа иксĕмĕре шăпа Хусана илсе çитерчĕ. Кунта Елчĕкре çуралса ÿснĕ Валентина Виноградовăна тĕл пулма тÿр килчĕ. Вăл Суворов училищинче столовăйра тăрăшатчĕ ун чухне.
Хусанта çар формипе тивĕçтернĕ хыççăн пире, пулас салтаксене, Туркмен Республикинчи Иолотань хулине илсе çитерчĕç. Кунта вара Толя юлташăмпа икĕ енне уйăрчĕç. Ăна Кушка хулине илсе кайрĕç, мана Иолотань хулинче хăварчĕç. Елчĕксем сахал марччĕ кунта: Владимир Сынков, Леонид Федоров /Кавал/, Владимир Мальцев, Вячеслав Аникин /Тÿскел/, Гера Докторов /Çĕнĕ Пăва/, Алексей Григорьевпа Сергей Дмитриев /Хăвăлçырма/ тата ыттисем те. Çавăн пекех кăнтăр енчи ытти районсенчи çамрăк та чылайччĕ.
Килтен тухса кайнă чухне шап-шурă юр выртатчĕ. Кунта вара шăрăх çанталăк хуçаланать. Йывăçсем çинче пан улмисем, гранатсем, виноградсем. Çĕр мамăкĕ еплерех ÿснине пуçласа куртăмăр ун чухне.
Иолотань хулинче виçĕ уйăх çар техникине вĕренсен пире самолетпа Афганистанри Кундуз хулине илсе çитерчĕç. Йĕри-тавра хăйăр, тусем-сăртсем. Çĕнĕ вырăнта эпир вырнаçса та ĕлкĕрейменччĕ, кĕçех пирĕн енне автоматсенчен шатăртаттарма пуçларĕç. Кун пек «картинăсене» пире кинофильмсенче курма анчах тÿр килнĕрен, малтанлăха лару-тăрăва ăнкарса та ĕлкĕреймерĕмĕр. Офицерсемпе сержантсем çĕр айĕнчи палаткăсене васкавлăн кĕме хушсан тин ăнлантăмăр ку вăйă маррине, хăрушлăх пысăккине тата ку çĕршыври кашни утăмрах тăшман пулинчен пурнăçран уйрăлма пултарасса.
Икĕ кунтан пире, 48 салтака, Баграм хулине илсе кайрĕç. Салтаксене илме килнĕ лейтенант эпĕ Чăваш Республикинчен пулнине пĕлсен çапла хушса хучĕ:
– Чăвашсем тата пур-и? Пур пулсан пурте манпа пĕрле!
Пурĕ тăххăрăн пуçтарăнтăмăр. Лейтенант чăвашсене пуçтарни мана питĕ тĕлĕнтерчĕ. Майлă самант тупса эпĕ унпа калаçу пуçартăм:
– Эсир чăвашран мар пулĕ те, лейтенант юлташ;
– Çук, Рязань хулинчен. Ман патăмра чылай чăваш службăра тăрать. Дисциплинăллă, шаннă тивĕçе чыслăн пурнăçланипе кăмăллатăп чăвашсене. Вĕсем çине яланах шанма пулать.
– Хăш хулана каятпăр эпир? – интереслентĕм малалла.
– Баграм хулине.
– Унта манăн пĕр ялта çуралнă, пĕрле выляса ÿснĕ, манран маларах çар ретне тăнă юлташăм служба тивĕçне пурнăçлать, – савăнса хыпарларăм эпĕ пĕлнĕ хулан ятне илтсен.
Шурик Петровпа чылайранпа çыру çÿрететпĕр-çке пĕр-пĕрин патне. Лейтенант вăл хăш чаçрен пулнине ыйтса пĕлсен тĕпĕпех каласа патăм.
– Манăн ротăра вăл, манăн водитель. Анчах эпир ăна Шурик мар, Саша тесе чĕнетпĕр. Кĕçех тĕл пулăн ентешне, – хавассăн пĕлтерчĕ лейтенант.
Пулас тĕл пулу саманчĕ мана çав тери хавхалантарчĕ. Таçта аякра, никама пĕлмен туллă-сăртлă ют çĕршывра ачаран выляса ÿснĕ юлташăма курăп-çке!
Вырăна çитсен А.Петров 3 куна рейса кайнине пĕлтерчĕç. Тĕл пулу самантне эпĕ чăтăмсăррăн кĕтрĕм. Вăл рейсран таврăнсан пĕр-пĕрне курса ыталаса илнине, çак вăхăтра сăмахпа çырса кăтартма çук тăванла туйăмсемпе çунатланнине каласа та пĕтереймĕн.
Эрнерен пире те «КАМАЗ» автомашина шанса пачĕç. Унпа тĕрлĕ вырăна бензин, керосин, солярка турттартăмăр.
Афган çĕрĕ çинче пулса иртнĕ тепĕр хаваслă самант – пĕрле выляса ÿснĕ тепĕр юлташăмпа Юрий Палашкинпа тĕл пулни.
Ташкент çыннипе автомашина кабининче калаçса ларатпăр. Чÿречесем уçă. Çывăхри автомашина умĕнче пĕр офицерăн сăмахĕсем хăлхана кĕрех кайрĕç: “Чăваш. Сергей Дмитриев”.
Çак сăмахсене илтсен хăвăрт çеç кабинăран тухрăм. Вăл вăхăтра офицер аякка кайма ĕлкĕрнĕччĕ. Пăхатăп – палланă утă. Хам сисмесĕрех пĕтĕм вăйран:
– Юрка! Палашкин! – тесе кăшкăрса ятăм.
Вĕлт! çаврăнчĕ çын хăйĕн ятне илтсен. Пĕр хушă хытса кайса тăнă хыççăн эпир пĕр-пĕрин патне ыткăнса вĕри ытамсене “чăмрăмăр”. Чĕре савăнăçлăн, хыттăн картлатса тапрĕ çак самантра. Калас сăмахсем те тупăнмарĕç малтанлăха.
– Эсĕ кунта-и?
– Эсĕ кунта-и?
Хамăр ял ачи вертолетпа вĕçет иккен çак туллă-сăртлă çĕр-шывра.
Çак кунран çыхăну çухалмарĕ, Юрий эпĕ тăракан çар чаçне часран-час килсе çÿрерĕ. Ялтан çырса пĕлтернĕ хыпарсене калама васкаттăмăр пĕр-пĕрне, ача чухнехине аса илеттĕмĕр. Служба срокĕ вĕçленсен вăл мана аэродрома хăйĕн вертолечĕпе ăсатса яни халĕ те асра.
Пирĕн ротăра 23, батальонĕпе 40 ытла чăваш службăра тăратчĕ. Пĕр класра вĕренсе пĕр парта хушшинче ларнă хамăр ял ачи Александр Каринкин Кабул хулинче службăра тăратчĕ. Вĕсен чаçĕ эпир Кабулта час-час чарăнакан вырăнтан инçех марччĕ. Çак чаçре темиçе хут пулсан та тусăма тĕл пулма май килмерĕ – вăл ялан командировкăраччĕ. Сашăран 2 çул аслă тетĕшĕ Юрий те пĕр вăхăтрах Афганистанра çар тивĕçне пурнăçланă. Вăл вара мана курас тесе эп тăракан чаçе май тупса темиçе те пырса кайнă, çапах та манпа тĕл пулайман.
Рейссем вăхăтĕнче Вячеслав Мартыновпа /Елчĕк/ тата Владимир Ивановпа /Вырăскасси/ час-часах курнăçаттăмăр.
Афганистан. Вăрçа-харçа, юнлă хирĕç тăрăва аса илмесен, тĕлĕнмелле илемлĕ çĕршыв вăл. Хĕвел тухнă вăхăтра уйрăмах илемлĕ унти тавралăх: пĕлĕте çитессĕн туйăнакан тусем ылтăнăн-кĕмĕлĕн йăлтăртатаççĕ. Тусем çинчен тăп-тăрă шыв авкаланса юхса анать. 45 градуслă шăрăхсенче çак шыв чуна уçакан чи сиплĕ эмел пекчĕ.
Тусем çинче – шурă юр, аялта вара, юриех акса хăварнă тейĕн, тĕрлĕ тĕслĕ илемлĕ чечексем куçа илĕртетчĕç.
Джелалабад хулине кайнă çул çинче пĕчĕк вăрмансем пурччĕ. Вĕсенче пирĕн тăрăхра çук тĕрлĕ чĕр чунсем чылайччĕ…
Служба срокĕ 1987 çулта вĕçленчĕ. Аттепе анне, йăмăкпа шăллăм тÿсĕмсĕррĕн кĕтекен тăван ялăма хĕл ларсан таврăнтăм».