Елчĕк районĕнче çуралса Раççей шайĕнчи политик пулса тăнă çынсем сахал пирĕн. Валерий Шуйков – вĕсенчен пĕри. Аслăрах ăрурисем астума тивĕç, çамрăксенчен вара ăна пĕлекенсем сахаллăн пулĕ. Вăл Шăмалак ялĕнче 1958 çулта çуралнă, тăван ялти, унтан Елчĕкри вăтам шкулта вĕреннĕ. ВЛКСМ Елчĕк райкомĕн 1-мĕш секретарĕ те пулнă хăй вăхăтĕнче. Пирĕншĕн вăл Раççей Федерацийĕн халăх депутачĕ пулнипе, МЧС тытăмĕнче пысăк должноçсенче ĕçленипе паллă. Валерий Аверкиевича Паттăрлăх, Туслăх, Хисеп орденĕсемпе, «Ирĕклĕ Раççей хÿтĕлевçине» медальпе, Кăркăсстан, Азербайджан, Абхази, Кăнтăр Осети çĕршывĕсем хăйсен патшалăх наградисемпе чысланă. Унпа эпĕ вăл хăйĕн ĕçĕсемпе Шупашкара килсен тĕл пултăм.
– Валерий Аверкиевич, Сирĕн ÿсĕмри чылай паллă çын хăйĕн ĕç карьерине комсомолтан пуçланă, çамрăксем халь вăл организаци çинчен хаçат-журнал тăрăх кăна пĕлеççĕ, каласа парăр-ха хăвăрăн малтанхи утăмăрсем пирки.
– Эпĕ И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче филологи факультетĕнче вĕреннĕ. Чăн та, питĕ хастаррисен ретĕнче пулнă. Çакна кура мана институтăн комсомол ячейкин секретарĕн заместительне суйларĕç. Мĕн кăна туман, мĕн кăна йĕркелемен эпир, нимрен те хăраман, ÿркенсе тăман. Калăпăр, Луис Корвалан ывăлне хÿтĕлесе митинг йĕркелерĕм эп. Кам вăл – паянхи çамрăксем пĕлмеççĕ те. Луис Корвалан ун чухне паллă политикчĕ, Чилири коммунистсен партийĕн ертÿçи пулнă, Америка политикине хирĕçлесе, американсене хăйĕн Тăван çĕршывĕнче хуçаланма парас мар тесе кĕрешнĕ вăл. Çавăнпах пулĕ мана институт хыççăн комсомол обкомне пропагандăпа культура пайне ĕçе йыхравларĕç.
– Мана пĕр япала тĕлĕнтерет: Сире институт хыççăнах обкома ĕçе илнĕ, ун çинчен теприсем ĕмĕтленнĕ çеç, обкома лекес тесе райкомсенче вуншар çул тар тăкнă – Эсир вара Елчĕке хăвăр ирĕкĕрпе таврăннă. Мĕншĕн?
– Чи малтанах, эпĕ Елчĕк районĕнчен-çке. Иккĕмĕшĕнчен, эпĕ хам килес тени çеç çителĕксĕр пулĕччĕ, мана районти комсомолецсем суйларĕç, ун чухне вара халăх шухăшне шута хунă. Районти çамрăксем ыйтнипе ĕнтĕ комсомол райкомĕн 1-мĕш секретарĕ пулса тăтăм.
– Чăваш комсомолĕн «Молодой коммунист» хаçачĕн тĕп редакторĕ те пулса ĕçленĕ-ха Эсир, çав вăхăтсене аса илнĕ май мĕн тенĕ пулăттăр?
– Ку ман пурнăçри чи илемлĕ тапхăр пулнă тесен те йăнăш мар. Перестройка вăхăчĕ-çке, уççăнлăх тапхăрĕ пуçланчĕ. Мĕн çырас тенине çыратпăр, такама та сăмах паратпăр – пичет сăмахĕн ирĕклĕхĕ пуçланчĕ çав çулсенче. Тираж çĕпре ярса хăпартнă пек ÿссе кайрĕ. Мана кашни номер тухнă хыççăн партин обкомне чĕнетчĕç: ку материала мĕншĕн лартнă, çак çынна ма сăмах панă – çур кун иртсе каятчĕ тавлаша-тавлаша, анчах нихçан та парăнман, журналистсем те хăраса тăман.
– Ĕçрен кăларассипе те хăратнă пулĕ?
– Пĕрре кăна та мар. Пĕр хутĕнче вара мана кăларсах яратчĕç пулĕ, Политбюро членĕ, каярах Азербайджанăн Президенчĕ пулнă Гейдар Алиев çăлса хăварчĕ. Вăл Шупашкара килнĕччĕ. Эпĕ редакци фотокорреспондентне ăна ÿкерме ятăм. Ун чухне Политбюро членĕсен сăн ÿкерчĕкĕсене Мускавран ТАСС ярса паратчĕ, хитрелетнĕскерсене, якатнă-тасатнăскерсене ĕнтĕ. Манăн вара унăн пурнăçран илнĕ сăнне лартас килчĕ. Фотокор ÿкерсе килчĕ – лартрăмăр. Тепĕр кунне ирех обкома чĕнтерчĕç, ĕçрен хăтарма ыйтса çырма хушрĕç. Мĕн кăна каласа вăрçмарĕç пулĕ, аса илмен самант хăвармарĕç, пур çылăхăмсене те шута илчĕç-тĕр – манран япăх çын та çук пек… Кăнтăрлаччен тÿнккерĕç. Заявленине обкомрах çырмарăм-ха, пуçа усса ĕçе таврăнтăм. Апат хыççăн вара – пурте шăпланчĕç. Эп никама та кирлĕ мар, заявлени çырнипе çырманни те никама та кăсăклантармасть.
Ĕçĕ вара унта çÿлте çакăн пек пулса иртнĕ иккен: Гейдар Алиев ирхине вырăнти хаçат-журналсене ыйтса илнĕ, тишкернĕ, ăна «Молодой коммунист» хаçата та панă пулнă, вăл хăйĕн сăнне курать те савăнса каять. «Акă чăн-чăн сăн ÿкерчĕк, чĕрĕ çын сăнĕ, апла некрологри пек сăн ÿкерчĕксем лартаççĕ», – тенĕ пулать. Çапла вăл хăй пĕлмесĕрех мана çăлса хăварчĕ. Кун çинчен кайран юлташсем каласа пачĕç. Эпĕ вара каярах Гейдар Алиевича та каласа панăччĕ, кулнăччĕ аса илсе.
– 31 çулта – Раççей Федерацийĕн халăх депутачĕ. Çĕршывĕпе те темиçе çын çеç тивĕçнĕ çак чыса. Каласа парăр-ха, тархасшăн, мĕнле пулса иртрĕ çакă, мĕнле суйларĕç çамрăка?
– Чи малтанах çакна каласа хăварам, эпĕ ун чухне хам ирĕкпе комсомол обкомĕнчен кайрăм. Шупашкарти шкула учитель пулса вырнаçрăм. Мĕншĕн-и? Мана хăш-пĕр ĕçсем ăнланмалла мар пула пуçларĕç, юлташăмсене апла тумалла мар теттĕм те мана хирĕç темиçен сиксе ÿкетчĕç. Çав вăхăтрах тата мана хăш-пĕр юлташсем комсомолăн республикăри конференцийĕнче 1-мĕш секретарь пулма тăратрĕç. Ун чухне уçă сасăлавпа суйлатчĕç. Эх, пуçланчĕ! Мана суйласран хăракансем хирĕç кăшкăраççĕ: «Кайрăн пулсан, пуçĕпех кай», – теççĕ. Çапăçас темерĕм – хамăн кандидатурăна илтĕм. Эпĕ ун чухне кÿрентĕм те, ара, комсомола чуна парса миçе çул ĕçлерĕм те – кунта мана кăларса печĕç пек пулса тухать-çке-ха. Çав вăхăтрах хулари ВЛКСМ Мускав райкомĕ ман кандидатурăна РФ Халăх депутачĕсен суйлавне хутшăнма тăратрĕ. Тăратрĕç пулсан, юрать, кĕрешсе пăхас терĕм. Халĕ шутлатăп та, каллех манпа вылясшăн пулнă вĕсем. Мĕншĕн тесен тĕп кандидат парти обкомĕн 2-мĕш секретарĕ Волков шутланнă. Эпĕ вара – ахаль учитель, обкомра-мĕнре ĕçлеместĕп, пĕчĕк çын. Халăх вара тытрĕ те маншăн сасăларĕ, çапла эпĕ Раççей шайĕнчи депутат пулса тăтăм.
– Валерий Аверкиевич, Эсир тĕрлĕ çулсенче Федерацин Наци политикипе ĕçлекен патшалăх комитечĕн пуçлăхĕн çумĕ, Аслă Канашĕн Хăрушсăрлăхпа хÿтлĕх ыйтăвĕсемпе ĕçлекен подкомитетăн председателĕ пулнă, ун чухне вара наци ыйтăвĕ нихçанхинчен те çивĕч тăнă. Эсир мĕнле ыйтусене татса парас ĕçсене хутшăннă?
– 1993 çулта Грузипе Абхази хушшинче сиксе тухнă пăтăрмаха халь аса илекенсем нумаййăнах мар, анчах вăл паянхи лару-тăрăвăн пуçламăшĕ пулчĕ. Ун чухне Раççей енчен калаçу ирттерекенĕ эпĕ пултăм. Наци ыйтăвĕсемпе ытларах чухне шăпах Кавказа вĕçме тиветчĕ те. Пĕррехинче хайхи Гейдар Алиев каллех мана пулăшрĕ. Унпа РФ Аслă Канашĕнче ĕçленĕ чухне çывăх паллашнăччĕ ĕнтĕ. Вăл хăй вăхăтĕнче Азербайджан ССРĕн Нахичевань Автономи Республикин Аслă Канашĕн Председателĕ пулса ĕçленĕ, пирĕн вара Нахичеваньте 3 салтак çухалнăччĕ. Гейдар Алиевичпа курса калаçрăм, вăл пулăшрĕ. «Эпир мĕн тери аслă çĕршыва çухатрăмăр. Халĕ пире тĕп тума пуçлаççĕ», – терĕ вăл ун чухне. Витĕр курса тăнă-çке ăслă политик.
– Тÿртен ыйтнăшăн каçарăр та, 1993 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Эсир ăçта пулнă? Хăш енче?
– Октябрĕн 2-мĕшĕнче эпĕ Сухумирен вĕçсе килтĕм кăна, 3-мĕшĕнче Аслă Канаша çул тытрăм. Штурм пуласси паллăччĕ ĕнтĕ, анчах та эпĕ юлташсемпе пĕрле унтах, Аслă Канаш çуртĕнче, юлтăм.
– 25 çул ытла иртсе кайрĕ унтанпа… Çак пăтăрмаха тĕрлĕрен хаклакансем пур, Эсир, унта пулнă çын, мĕнле хаклатăр халĕ çав штурма? Хĕç-пăшалсăр май килнĕ-ши ун чухне? Тата кам айăплă, кам тĕрĕс пулнă-ши?
– Хĕç-пăшалсăр та, паллах, май пулнă. Анчах пĕри теприне хăйĕн вăйне, шăпах хĕç-пăшал вăйне, кăтартасшăн пулни çиеле тухнă. Кам тĕрĕссипе айăпли пирки çапла калатăп: Раççей çĕршывĕн Тĕп Саккунĕ – Конституци – пур, РФ Президенчĕ вара Конституцие пăсса хăтланчĕ. Унăн Аслă Канаша салатса яма полномочи пулман. Енчен те Президент хăй Тĕп Саккуна пăхăнмасть пулсан – ку мĕне пĕлтерет?
– Вара МЧС тытăмне ĕçе вырнаçнă, мĕнле майпа?
– Тĕрĕссипе, Сергей Шойгуна маларах палламан пулсан вырнаçаймастăмччĕ, вăл пулăшрĕ. Мана РФ Хăрушсăрлăх министерствинче пĕчĕк мар должность сĕннĕччĕ, унта ĕçе тухма хатĕрленеттĕм. Кайрăм унта, анчах илмессине пĕлтерчĕç – пире, Аслă Канашăн депутачĕ пулнă 100 ытла çынна, «хура списока» кĕртнĕ иккен. Мĕн тумалла? РФ Чрезвычайлă ĕçсен патшалăх комитетне кĕтĕм, вăл Лубянкăпа юнашарах вырнаçнăччĕ. Шойгу мана хăй Мускава куçса килсенех РСФСР Архитектурăпа строительство ĕçĕсен патшалăх комитетне ĕçе чĕннĕччĕ. Ун чухне мана депутата суйланă çеç, мĕнле пăрахса каяс-ха? «Мана халăх суйланă, халь Аслă Канашран кайсан ман пирки суйлавçăсем мĕн шутлĕç, ку вăл вĕсене сутни пулать», – тесе хирĕçлерĕм. Анчах та Сергей Кужугетович уншăн çилĕ тытса пурăнмарĕ, ГКЧСа ĕçе илчĕ. Мана СНГ тата Тухăç Европа çĕршывĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕн çумĕ пулма ыйтрĕ.
– Апла Эсир МЧС тытăмне туса хунă ĕçе тÿрремĕнех хутшăннă пулса тухать…
– Халĕ вăл МЧС пĕтĕм тĕнчипе пĕлекен пысăк та вăйлă тытăм. Ун чухне чăнах та вăл ураланнă, аталаннă тапхăрччĕ. Çапах та эпир комсомолецсем пулнă-çке, пурте çамрăк, хастар, нимрен те хăрамастпăр, йывăрлăхсем умĕнче пуçа усмастпăр. Ăçта, кама пулăшу кирлĕ – унта пĕр шиксĕр тухса каяттăмăр.
– Эсир тĕрлĕ должноçсенче вăй хунă, асăнса тухăр-ха. Паян тата ăçта ĕçленине те пĕлес килет.
– 1993 çулхи ноябрь уйăхĕнчен пуçласа 2016 çулхи март уйăхĕччен ĕçленĕ эпĕ МЧСра. Должноçсен ячĕсем пит кирлех те мар пулĕ, нумай пулнă вĕсем. Çав шутра чылай çул тĕрлĕ çĕршывсемпе ĕçлекен управленин, кайран департамент туса хучĕç, пуçлăхĕ, наци гуманитари корпусĕн ертÿçи пулса ĕçлерĕм. Хальхи вăхăтра тивĕçлĕ канура, анчах та ĕçлетĕп. МЧС тытăмне пăхăнса тăракан «Эмерком» текен организацире, ятне вырăслах калам – ФГБУ «Агентство по обеспечению и координации российского участия в международных гуманитарных операциях «Эмерком», директорăн çумĕ эпĕ.
– 2000 çулсен пуçламăшĕнче Сирĕн пата ĕçĕре кĕнине астăватăп, Эсир ун чухне шăпах ют çĕршывсемпе ĕçлекен департаментăн ертÿçиччĕ. Кабинетăрти стена çинче çакăнса тăракан сăн ÿкерчĕксем халĕ те куç умĕнче, Эсир тĕнчери паллă çынсемпе пĕрле ÿкерĕннисем те чылайччĕ… Паллă политиксенчен камсемпе тĕл пулни халĕ те асра?
– Чăнах та, кампа кăна тĕл пулман-ши? Гейдар Алиев пирки каларăм ĕнтĕ. Питĕ ăслă та кăмăллă çынччĕ вăл, чăн-чăн Çын, чăн-чăн Политик. Саддам Хусейнпа та, Слободан Милошевичпа та тĕл пулнă эпĕ, калаçса курнă. Мĕн тери ăслă политиксемччĕ вĕсем, хăйсен Тăван çĕршывĕсене мĕн тери юрататчĕç, тĕнчери ытти патшалăх хÿрешкисем пулма килĕшменшĕнех тĕп турĕç вĕсене.
– Манăн асра вара темшĕн Кофи Аннанпа, ун чухне ООН генеральнăй секретарĕпе, ÿкерĕнни асра…
– Кофи Аннанпа та нумай тĕл пулнă. Тĕнчери пулăшу кирлĕ патшалăхсене вăл хăй çитме тăрăшатчĕ, питĕ пултаруллă та кăмăллă çынччĕ.
– Çынсем çинчен ыйтрăм-ха та, миçе çĕршывра, ăçта-ăçта пулма тÿр килчĕ тата?
– Миçе иккенне шутламан, анчах та нумай патшалăха çитнĕ, ĕçленĕ, пулăшнă. Югославире чылай вăхăт пултăм. Ун чухне унта вăрçă пыратчĕ, эпир гуманитари отрячĕн йышĕнче çак çĕршыври халăхсене пулăшаттăмăр. Унта та пирĕн çĕршыври пекех тĕрлĕ халăх пурăнать, эпир пĕрне те уйăрман, пурне те пулăшнă. Афганистанра та ĕçленĕ. Сентябрĕн 11-мĕшĕ хыççăн американсем талибсен базисене бомбăлама пуçларĕç, эпир ун чухне шăпах Афганистан çĕрĕ çинчеччĕ. Иракра та ĕçленĕ. Мĕн тери пуян та илĕртÿллĕ çĕршыва темиçе уйăхра пĕтерсе хучĕç. Африкăра та нумай пулнă, çав шутра Руандăра та. Çак çĕршывра граждан вăрçи пыратчĕ, 2 çул хушшинче вĕсем икĕ миллион çынна тĕп турĕç. Хăйсене хăйсем, Иракри пек айккинчен никам та килмесĕр.
– Валерий Аверкиевич, чылайăшĕ çапла шутлать пулĕ: МЧС цунами е çĕр чĕтренĕвĕ, пысăк пушар е ейÿ хыççăн пулăшма килет, Эсир вара вăрçăсем çинчен каласа паратăр…
– МЧС вăл тĕрлĕ енлĕ ĕçлекен тытăм. Пушара е çĕр чĕтренĕвне тата çут çанталăкри ытти усала пула шар куракансене те пулăшатпăр эпир. Гуманитари пулăшăвĕ парасси – пирĕн тепĕр ен. Вăрçă пыракан çĕршывсенче çакнашкал пулăшу уйрăмах кирлĕ, мирлĕ çынсем валли апат-çимĕç те, эмел те, шыв та, тумтир те леçетпĕр.
– Тавах кăсăк калаçушăн, ĕçĕрте ăнăçу сунатăп.
– Тав. Ентешĕмсене тем пысăкăш салам кала манран.
Владислав НИКОЛАЕВ.