Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăнасем вăйлăрах

Хăнасем вăйлăрах

Районти централизациленĕ клуб тытăмĕнче партипе комсомол тата совет органĕсенче ĕçленĕ Николай Петрова асăнса теннисистсен чемпионачĕ иртнĕ. Кăçалхи ăмăртăва Патăрьел, Тăвай, Вăрнар районĕсенчи спортсменсем те хутшăннă.

Чемпионсен парнисене тĕрлĕ ÿсĕмре пĕтĕмпех хăнасем çĕнсе илнĕ. Призерсен йышне ентешсенчен çаксем кĕме пултарнă: Оксана Чернова /Аслă Елчĕк/, Надежда Савинова, Алексей Арбузов, Петр Козлов /Елчĕк/, Сергей Солин /Тĕмер/. 78 çулхи Василий Уразгильдин уйрăм парнене тивĕçнĕ.

Чемпионата йĕркеленĕ «Елчĕк çамрăкĕсем» фончĕн ячĕпе унăн представителĕ Дмитрий Савинов Денис Портнова, Александр Гаврушова, Алексей Зайламова та ятарлă парнесем парса чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code