Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Парашютпа сикни — пуçламăш анчах…

Парашютпа сикни — пуçламăш анчах…

 Десантниксем уйрăмах яваплă çар тĕллевĕсене пурнăçланипе, çирĕп кăмăл-туйăмпа, чăтăмлăхпа, хăюлăхпа, паттăрлăхпа, пĕр шухăшлă пулнипе тата пĕр-пĕрне пулăшма хатĕррипе палăрса тăраççĕ. Яланах малта пулма тивет вĕсен. Тĕрлĕ хирĕç-тăру сиксе тухсан, контртерроризм тата миротворец, ытти йышши операцисене те чи малтан вĕсем васкаççĕ. Çавăнпа та сывлăш-десант çарне сывлăхлă, ỹт-пỹ тата кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен çирĕп çамрăксене илеççĕ. Десантниксем халăхра «пĕрремĕш номерлĕ çар» ятпа палăрнă.

Çĕнĕ Пăвара çуралса ỹснĕ Владимир Никитин вăтам шкул пĕтерсен ниçта та мар, тỹрех Рязаньти В.Ф.Маргелов çар генералĕ ячĕллĕ сывлăш-десанчĕн аслă команда çар училищине вĕренме кайнă. Çак утăма тума ăна иккĕмĕш сыпăкри тетĕшĕсем, тăванĕсем салтак тивĕçне сывлăш-десант çарĕсенче пурнăçлани хистенĕ. Ĕмĕтне вăл ашшĕ-амăшне те вĕренме каяс умĕн анчах пĕлтернĕ. Маларах вара вăйне тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе никама пĕлтермесĕр Шупашкарти ДОСААФ клубне кайса парашютпа сиксе пăхнă. Владимир ачаранах спортпа туслă пулнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче çуран тата йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусене хастар хутшăнса çитĕнỹсемпе палăрнă, кĕрешме вĕренме секцине çỹренĕ, волейбола, баскетболла выляма кăмăлланă… Çав вăхăтрах вĕренỹре те çитĕнỹсем тунă, предмет оимпиадисенче хастарлăх кăтартнă. Биологи предмечĕпе иртнĕ олимпиадăра Владимир республика шайне те тухнă. Хăйне тивĕçлĕ пĕлỹ тата воспитани панă кашни вĕрентекенех, уйрăмах кĕçĕн класри Алена Анатольевна Васильевăна, Светлана Антоновна Иванова класс ертỹçине, биологипе вĕрентнĕ Олимпиада Васильевна Викентьевăна, Виктория Геннадьевна Ертмакова, Сергей Всеволодович Александров физкультура учителĕсене пысăк тав сăмахĕ калать вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă çамрăк. Пурнăçа вĕрентнĕшĕн, мĕн пур ыррине парса ỹстернĕшĕн вара вăл ашшĕпе амăшне Александр Анатольевичпа Алина Яковлевнăна, аслашшĕпе асламăшне — Анатолий Алексеевичпа Луиза Алексеевнăна (шел пулин те, пурнăçран уйрăлнă вĕсем) пысăк тав сăмахĕ калать. Унăн калаçăвĕнче лăпкăлăх, шанчăклăх, кăмăл çирĕплĕхĕ туйăнать, кашни ыйту çине тулли хуравсем парать, итлекене калаçăвĕпе кăмăллăн тыткăнланă май салтакăн чăн пурнăçне куç умне кăларса тăратать.

— Мĕнле туйăм çуралчĕ санра пĕрремĕш хут самолетран тухса тỹпе ытамне лексен. Шикленỹ-и? — интересленетĕп эпĕ.

— Çук. Шиклĕх туйăмĕ вăл пуçласа сикнĕ чух çуралмасть, мĕншĕн тесен парашютпа сикесси малтанлăха саншăн кинофильмсенчи пек ансат та çăмăл пек туйăнать. Шиклĕх туйăмĕ вăл иккĕмĕш хутĕнчен çуралать. Çĕртен чылай çỹлте хăвăнпа тата хăвăн вăй-халупа куçа-куçăн тăрса юлнă çыннăн шăпи хăйĕнчен тата шăпаран килнине аван туйса илетĕн. Кунта хăюллă, çаврăнăçуллă та вăр-вар, кашни самантра сыхă та теветкеллĕ пулмалла. Самолетран уйрăлсан сывлăш юхăмĕ хăй ытамне илсен темиçе çеккунтранах тĕрлĕ кĕтменлĕх сиксе тухма пултарать: самолетран ăнăçсăр уйрăлни, стропасем явăнни, купол çурăлни, ют парашют строписен хушшине урасемпе кĕрсе кайни… Сывлăшра чух та, çĕр çине ансан та хамăр пирки анчах мар, ыттисем пирки те шухăшламалла, вĕсемшĕн те ответлă пулмалла, пĕрне-пĕри вăхăтра пулăшу аллине тăсса пама пултармалла, — тет вăл кăмăллăн.

Çак ырă та пархатарлă енсем пуррипех юратаççĕ, Владимир патне туртăнаççĕ пуль тусĕсем. Вĕсене нихăçан та инкекре хăвармасть вăл. Шкулта чухнех вĕсен класĕ туслă та пĕр-пĕриншĕн яваплă, Владимир вара ăста йĕркелỹçĕ пулнине аса илеççĕ пĕрле вĕреннисем. Сывлăшра та пĕр-пĕриншĕн яваплă пулмалла тенĕрен, пĕр тĕслĕхе аса илчĕ курсант. Çапла черетлĕ хут сывлăшра парашютпа пĕрин хыççăн тепри аннă вăхăтра пĕр çамрăк табак туртма кăмăл тунă, унăн тĕпне сỹнтермесĕрех çĕре пăрахнă. Типĕ курăка вут-çулăм хыпса илнĕ. Тепĕр парашютиста шăпа çак вырăна илсе аннă, пушарта чутах унăн пурнăçĕ татăлман — пиçсе кайнăскер вăхăтра больницăна илсе çитерсе тивĕçлĕ пулăшу панăран анчах сывă юлнă. Парашютпа сикесси десантник вĕренĕвĕн пуçламăшĕ анчах пулнине кашниех аван ăнланать. «1-мĕш номерлĕ çар» ята илтесси çăмăл мар. Марш-бросоксенче пур вăя парса чупни, штурм каçалăкне парăнтарни — чи кирли. Умра блиндажсем, вун-вун тарăн шăтăк, окопсем, кирпĕч стенасем, купаланă пĕренесем, йĕплĕ пралук, вут-çулăм… Десантникăн хырăмпа шуса, упаленсе, сиксе, чупса вĕсене пурне те парăнтармалла. Автоматран пенисĕр пуçне сана тапăнакан «тăшманран» ал-урапа хỹтĕленме пултармалла, сальто, ытти хусканусем тумалла. Сывлăшран аннă чух та çавах: хăрах алăпа парашюта тытса унран хăтăлма, граната ывăтма, пăшалтан пеме е ытти ĕç пурнăçлама ĕлкĕрмелле. Çакă йăлтах темиçе çеккунтра пулса иртмелле. Çавăнпа та кунта çирĕпписем, тĕрĕсленнисем анчах юлаççĕ. Унта юрăхлă пулас тесен вара ачаран хул-çурăма пиçĕхтермелле, кăмăла çирĕплетмелле.

Пилĕк çул çирĕп ăс-тăн пухнă, вăй-хал енчен пиçĕхнĕ каччăн пурнăçĕ малашне Раççей çарĕпе çыхăнĕ. Ăнăçу та телей салтака çĕршыв умĕнчи таса тивĕçе чыслăн пурнăçлама.

Елена ПЕТРОВА.

Сăн ỹкерчĕкре Владимир Никитин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code