Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрремĕш тракторист

Пĕрремĕш тракторист

Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче Тĕмер ялĕн çыннисем МТС çумĕнчи трактористсем хатĕрлекен шкултан йышлăн вĕренсе тухнă. Вĕсенчен пĕри – Павел Иванович Марков.

Районта тухса тăракан «Колхоз ялавĕ» хаçатăн 1943 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнче пичетленнĕ номерĕнче 1-мĕш страницăра Чăваш АССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕ кун çути курнă. Унта пысăк тухăçлă тыр-пул туса илес, выльăх-чĕрлĕх продуктивлăхне ÿстерес тĕлĕшпе хастар ĕçленĕшĕн пирĕн районти 8 çынна Хисеп грамотипе наградăлани çинчен пĕлтернĕ. Çак йышра Елчĕк МТСĕн 8-мĕш трактор бригадин бригадирĕ П.Марков та пур.

Унăн хушаматне хаçатăн ытти номерĕсенче те час-часах асăрхама пулать. Акă, МТСри пуçламăш парторганизаци секретарĕ И.П.Иголкин çапла çырнă: «Февралĕн 1-мĕшĕ тĕлне 46 трактора юсанă. 17 бригадăран саккăрăшĕ паян тесен паян акана тухма хатĕр. Çакăнта, паллах, бригадăсене ертсе пыракансен тÿпи пысăк. Вĕсем: П.Марков, А.Павлов, Г.Струнков коммунистсем». /«Колхоз ялавĕ», 1945 çул, февралĕн 1-мĕшĕ/.

П.Марков Тĕмер ялĕнчи хресчен çемйинче 1908 çулта çуралнă. 1922 çулта ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухнă. 1927 çулта Мускава ĕçлеме тухса каять. 5 çул тĕп хулара бетонщик пулса вăй хурать. Вăй-хал, ăс-хакăл тĕлĕшĕнчен çирĕпленет. Ашшĕпе амăшне, тăванĕсене укçа-тенкĕпе пулăшать. Çак вăхăтра Тĕмерте пĕрлешÿллĕ хуçалăх йĕркеленет, яла суха тума пĕрремĕш трактор та килет. Ашшĕ вилсен Павăлăн тăван яла куçса килме тивет. Пĕр вăхăт килти хуçалăха тытса пырать, унтан «Коминтерн» колхоза кĕрсе уй-хирте ĕçлет. 1935 çулта Елчĕк МТСне йĕркелесе яраççĕ. Çĕнĕ техника йышлă килме пуçлать. Анчах кадрсем çитмеççĕ. 1935 çулхи кĕркунне МТС çумĕнче механизаторсем хатĕрлекен ятарлă курс уçаççĕ. Унăн пĕрремĕш вĕренекенсен йышĕнче П.Марков та пулать. 1936 çулхи ака уйăхĕнче вăл кустăрмаллă У-2 трактора пĕрремĕш хут хăй тĕллĕн уя илсе тухать. Елчĕкри МТС механизаторĕ çакăн хыççăн 6 çул районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче ака-суха тăвать, тыр-пул пуçтарса кĕртет. 1942 çулта ăна МТСри 8-мĕш бригадăна ертсе пыма шанаççĕ. Вăл Çирĕклĕ тăрăхĕнчи колхозсенче тыр-пул акса, туса илнĕ. Бригада МТСри 17 бригадăран чи лайăххисенчен пĕри шутланнă. Вăрçă вăхăтĕнче МТС тракторисчĕсем çĕрне-кунне пăхмасăр ĕçленĕ. Уйрăмах çуракинче тата вырма тапхăрĕсенче пĕр канăç та пулман. Бригадир Çирĕклĕ тăрăхĕнче тĕрлĕ ялсенче ĕçлекен механизаторсем патне кунне темиçе те çитнĕ. Пĕррехинче Тĕмерĕн Мăрсаккай çĕрĕ çинче ĕçлекен трактор пăсăлса ларать. Хĕрарăм тракторист нимĕн тума пĕлмесĕр аптăраса тăрать. Шăпах çак вăхăтра уя бригадир çитсе тухать. Трактор мĕншĕн ĕçлемен сăлтавне те тупать. Хурçă утăн пĕр пысăк пайĕ катăлса юрăхсăра тухнă-мĕн. Шăратса çыпăçтарма электросварка кирлĕ. МТСа илсе каймалла,анчах уйра урапаллă лаша çук. Павел Иванович нумай шутласа тăмасть – 4 пăт ытларах таякан трактор хатĕрне çурăм çине çавăрса хурать те 10 çухрăмри МТСа утать. Кунашкал тĕслĕхсем кайран та тĕл пулаççĕ.

1944 çулта Тĕмерти «Коминтерн» колхоз 2 уйрăм хуçалăха пайланать: «Заря» тата «Новая жизнь». Вĕсен ертÿçисем час-часах улшăнса тăнă. 1949 çулта «Заря» колхоза ертсе пыма Павел Ивановича шаннă. Пĕр çулталăк ертсе пырать вăл хуçалăха. Çак вăхăтра пысăк улшăнусем туса ĕлкĕрме çук ĕнтĕ. Анчах «Заря» колхоз 1949-1950 çулхи хĕллехи тапхăрта вăрман хатĕрлемелли плана чи малтан пурнăçлани хăйех ертÿçĕ ĕçе йĕркелеме пĕлни çинчен калать. Çакăншăн ăна Чăваш АССР Вăрман хуçалăх министерстви алла çыхмалли сехет парнелет. Çав çулах Тĕмерти 2 колхоз пĕр хуçалăха пĕрлешеççĕ, председателе урăх çынна суйлаççĕ. Павел Иванович МТСа каялла таврăнать. Каллех трактористран пуçлать. Часах вăл бригадир пулăшуçи, унтан трактор бригадин бригадирĕ.

1958 çулта çĕршыври МТСсене реорганизацилеççĕ. Техникăна колхозсене валеçсе параççĕ, сутаççĕ. МТС никĕсĕ çинче Елчĕкре те юсавпа техника станцийĕ туса хураççĕ. П.Маркова Тĕмерти колхозăн трактор бригадин бригадирĕ пулма çирĕплетеççĕ. 1960 çулта Тĕмер, Мучар, Çирĕклĕ Шăхаль, Элпуç, Кармал, Хăвăлçырма, Кÿлпуç ялĕсем «Звезда» колхоза пĕрлешсен Тĕмерти 2-мĕш комплекслă бригада бригадирĕн техника енĕпе ĕçлекен помощникне уйăрса лартаççĕ. Çак ĕçре вăл 1966 çулта пенсие тухичченех вăй хурать. 1991 çулта пурнăçран уйрăлса каять.

Павел Ивановичăн ĕçне ывăлĕ Александр малалла тăсрĕ. Вăл 40 çула яхăн ялта механизатор пулса ĕçлерĕ. Унăн мăнукĕ Константин Марков та аслашшĕ çулĕпе çирĕп утать. Вăл та хальхи вăхăтра «Труд» ЯХПКан чи пултаруллă механизаторĕ.

Павел Иванович Марков Тĕмер ялĕнчен тухнă пĕрремĕш механизатор пулнă.

Николай АЛЕКСЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code