Сентябрь уйăхĕ кашни çыншăн чĕрĕ чечек йăтса хавассăн шкула утакан ачан ăшă кăмăллă куллипе палăрса тăрать.
Пуçласа шкула ура ярса пусни ачашăн та, унăн ашшĕ-амăшĕшĕн те калама çук пысăк савăнăç. Анчах та тивĕçсемпе ĕçсем хутшăнни, килти ирĕклĕ пурнăçа сехечĕ-сехечĕпе парта хушшинче ларассипе улăштарни ачана малтанлăха ывăнтарать. Кунта вăл учительпе тĕл пулать, тантăшсем тупать. Вĕренÿсĕр пуçне ачан коллектива, ыттисен шухăшне шута илме хăнăхмалла, пĕр-пĕрин интересĕсемпе пурăнма вĕренмелле.
Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн малтанах ачана пулăшса тата ăнлантарса пымалла. «Ача шкула кайрĕ те – вĕренĕ-ха», – тесе алă сулни вырăнсăр кунта. Унăн шкулти ĕçĕпе интересленсех, шухăш-кăмăлне ыйтса пĕлсех тăни вĕренÿре пулăшса пырĕ.
Ачана шкула хатĕрлес ĕç те тĕрĕс пурнăçланса пымалла. Ăна мĕнлерех мелпе вĕрентмеллине тата хăнăхтармаллине вĕрентекенсемпе канашласа пурнăçласан аван. Çакă малашне учителе те, ачана хăйне те пысăк пулăшу парать. Чылай чухне учителĕн ачана килте тĕрĕс мар вĕрентнĕ хăнăхусенчен пистерес тĕллевпе чылай вăй хума тивет.
Туслăх туйăмĕсене те, теприне итлеме хăнăхтарассине те çемьеренех пуçламалла. Ача пур-çук сăлтавшăнах хирĕçет, юлташĕсен хушшинче хăйне мĕнле тытмаллине пĕлеймест пулсан, ăна класри йĕркесене хăнăхма йывăр пулать. Япăх паллă илни те, тĕрĕс мар çырнă сас палли те, юлташĕпе хирĕçни те пăшăрхантарать вĕренекене. Çавăнпа та çак пулăмсене вак-тĕвек вырăнне хумалла мар, ачапа юнашар ларса ăшшăн калаçмалла, лару-тăрăва тĕрĕс ăнлантарса памалла. Тÿрех унăн ыйтăвне тивĕçтерме васкани те ытлашши ку чухне. Ăна хăй тĕллĕн шухăшлама, ĕçлеме, пуçаруллă пулма майсем туса пани ырă çимĕç парать. Енчен те ача каласа панинче пăшăрхантаракан пулăмсем пур пулсан вĕрентекенпе çыхăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн комитечĕпе тачă çыхăнура пулни те ку ĕçре пысăк пулăшу парать.
А.КУДРЯШОВА,
Патреккел шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентекен.