Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Афиша тата плакат ÿкермелле

Афиша тата плакат ÿкермелле

Хальхи вăхăтра студентсемпе шкул ачисен театр коллективĕсен «Театраллă Атăлçи» округри фестивалĕн афишине тата плакатне ăсталас енĕпе иртекен конкурса ĕçсем йышăнасси малалла пырать.

Аса илтеретпĕр, Раççейри Театр çулталăкĕнче Атăлçи федераци округĕнче Раççей Президенчĕн полномочиллĕ представителĕ Игорь Комаров пуçарăвĕпе общество проекчĕ – «Театраллă Атăлçи» округри фестиваль проект пурнăçа кĕрет.

Фестивале çамрăксене театра явăçтарас, культурăри тавра курăмне ÿстерес, вĕсенче гуманизмпа патриот пуянлăхне ÿстерес тата çамрăксене театр искусствине аталантарма çĕнĕ хавхаланусем кĕртес тĕллевпе йĕркеленĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри – студентсемпе шкул ачисен театр коллективĕсен округри фестивалĕн чи лайăх афишипе плакатне хатĕрлесе ачасемпе çамрăксен пултарулăхне уçма условисем туса парасси, çамрăксен проекчĕсемпе пуçарăвĕсене тупса палăртса вĕсене хавхалантарасси.

Пултарулăх конкурсне 6 çултан пуçласа 17 çулхи ачасем тата 18-30 çулсенчи çамрăксем хутшăнма пултараççĕ. Конкурса компьютер технологийĕсене, графика программине усă курса пысăк пахалăхлă живопиç ĕçĕсем /ÿкерчĕксем/ тăратмалла. Ÿкерчĕкĕн тĕп шухăшне палăртмалла тата ытти те. Ĕçсене А3 форматпа тăратмалла. Кашни хутшăнакан электронлă майпа виççĕрен нумай мар афиша тата плакат тăратма пултарать.

Заявкăсене сентябрĕн 30-мĕшĕччен йышăнаççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code