Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шкул автобусĕпе — çул çỹреве

Шкул автобусĕпе — çул çỹреве

Раççей Федерацийĕнче шкул ачисем хушшинче туризма анлăрах сарас тĕлĕшпе çĕнĕ программа туса хатĕрленĕ.

Çак программа 18 регионта, çав шутра пирĕн Чăваш Енре те, пурнăçа кĕрĕ. Туризм валли республикăпа федераци бюджечĕсенчен 22 миллион тенкĕ ытла уйăрма пăхнă.

Çул çỹреве 5-9 классенче вĕренекенсем валли йĕркелĕç. Сентябрь уйăхĕнче вĕсем республикăри чи паллă вырăнсене çитсе курĕç. Программăра ачасене вĕри апатпа тата хăна çурчĕсенче çĕр каçмалли вырăнпа тивĕçтерме те палăртнă.

Турист çул çỹревĕ вĕренекенсене тăван ен историйĕпе анлăрах паллашма пулăшĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code