Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Вĕренекенсене — вĕри апат

Вĕренекенсене — вĕри апат

Чăваш Республикинчи шкулсенче 1-4 классенче вĕренекенсене вĕри апатпа тивĕçтерме иртнĕ çул бюджетран 607 миллион тенкĕ ытла тăкакланă. Кашни ачана çитерекен апат 55,2 тенке ларнă.

2022 çулта бюджетран уйăракан укçа-тенкĕ калăпăшĕ ỹснĕ — 644 миллиона çитнĕ. 1-4 классенчи кашни ача халĕ 58 тенкĕлĕх апатланать.

ЧР Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министрĕ Дмитрий Захаров каланă тăрăх, халĕ пуçламăш классене çỹрекен 64 пин ачаран пурне те вĕри апатпа тивĕçтереççĕ. Елчĕк районĕнчи шкулсен столовăйĕсене тата апат-çимĕç блокĕсене 2022-2023 çулсенчи вĕренỹ тапхăрĕ валли тĕплĕн юсаса хатĕрленĕ. Пуçламăш классенче вĕренекен 500 ытла ача тỹлевсĕр апатланĕ. Елчĕкри вăтам шкулта çĕнĕ столовăй тăвас ĕç малалла пырать.

Çĕнĕ вĕренỹ çулĕнче шкулсенчи вĕри апат çитерес тĕлĕшпе апат-çимĕç продукчĕсем туянассине централизацилеме палăртнă. Çакна столовăйсем валли лайăх пахалăхлă тата ытлашши хаклах мар продуктсем туянас тĕллевпе йĕркелеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code