Понедельник, 25 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çурт-йĕр туса ыр ят илнĕ

Çурт-йĕр туса ыр ят илнĕ

Хăйсен пурнăçне çурт-йĕр е çул-йĕр тăвассипе çыхăнтарнă ентешсем сахал мар пирĕн тăрăхра. Чапа тухнисем, орден-медаль е тĕрлĕ хисеплĕ ят илнисем те пайтах вĕсем хушшинче. Пĕр çемьере çуралса ÿссе пĕр çулпа кайнисем тата вĕсен ĕçне пысăк хак панă тĕслĕхсем сайрарах-тăр. Шăмалакри Колесовсем акă çичĕ пĕртăван пулнă – виçĕ хĕрпе тăватă ывăл. Ывăлсенчен виççĕшĕ хăйсен пурнăçне строительствăпа çыхăнтарнă, иккĕшĕ – «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ята, кĕçĕнни Халăхсен Туслăхĕ ордена тивĕçнĕ. Вăталăххин – Александрăн – ÿсĕмĕсем уйрăмах пысăк, чылай çул тĕрлĕ строительство управленийĕсен пуçлăхĕ пулнă, вăл ертсе пынă управленисем тăрăшса ĕçленипе Шупашкарта вун-вун пурăнмалли çурт, социаллă инфраструктура çурчĕсем /ача сачĕсем, шкулсем, пульницасем, лавккасем тата ытти те/ ÿсе-ÿсе ларнă. Кăçал Александр Макаровича хăйĕн ентешĕсем ял уявĕнче «Шăмалак ялĕн хисеплĕ çынни» ят парса чысларĕç.

Вĕсен ашшĕ те ялти сумлă çын пулнă: Макар Дмитриевич Колесов – вăрçăпа ĕç ветеранĕ, 49 çул «2-мĕш пилĕкçуллăх» тата «Слава» колхозсенче вăй хунă, ялти пĕрремĕш водитель пулнă, «Хисеп Палли» ордена тивĕçнĕ.

– Пирĕн асли Куля тете Шупашкарти ялхуçалăх институтне вĕренсе пĕтерчĕ, ĕмĕрне Иваново облаçĕнче зоотехникра ĕçлесе ирттерчĕ. Тепĕр тете вара, Слава, Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумĕнче вĕренчĕ. Манăн та часрах ĕçлес килетчĕ, çавăнпа та вăтам шкул пĕтерес темерĕм, Вячеславăн çулĕпе кайрăм. Атте те хирĕç пулмарĕ, строитель ĕçĕ сумлă тетчĕ яланах, – каласа парать Александр Макарович.

– Эпĕ те нумай шутласа тăмарăм, пурнăçа çурт-йĕр тăвас ĕçпех çыхăнтарас терĕм, тетесен çулне суйларăм, – калаçăва хутшăнать кĕçĕнни, Геннадий Макарович. – Анчах та малтан пĕр çул колхозра ĕçлеме тиврĕ, аттен тивĕçлĕ канăва тухасси пĕр çул юлнăччĕ, сывлăхĕ кăштах хавшанипе çулталăк унпа пĕрле ĕçлерĕм. Тивĕçлĕ канăва тухсанах атте хăй мана Шупашкара кайса ятарлă пĕлÿ илме каларĕ. Малтан эпĕ «Спецстроймеханизаци» трестăн 4-мĕш строительство управленийĕнче ĕçлерĕм. Ĕçленĕ хушăра каçхине Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕрентĕм. Çурт-йĕре тĕрлĕ чулсемпе капăрлатакан профессие алла илтĕм. Малтан ПМК-205 предприятире, унтан СУОР-та ĕçлерĕм: пирвай – мастер, кайран прораб должноçĕсенче. Унта ĕçлесех тивĕçлĕ канăва тухрăм.

– Геннадий Макарович, СУОР тесен куç умне тÿрех мрамор та гранит тухать, мĕнле объектсене тунипе мухтанатăр эсир?

– Ун чухне СУОР çĕршывĕпех паллăччĕ, пирĕн ĕçченсем çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хунă. Хамăр хулара та куçа савăнтаракан çуртсем самай, сăмахран, «Чувашия» санатори, тĕп универмаг, Трактор тăвакансен культура керменĕ, Оперăпа балет театрĕ, «Салют» культура керменĕ тата ыттисем те.

– Александр Макарович, эсир ертсе пынă строительство управленийĕсем Шупашкарта чылай объекта хута янă, хăшĕ-пĕрне асăнăр-ха, тархасшăн.

– Эпĕ «Честр» тата «Инкост» организацисен строительство управленийĕсене ертсе пынă, иккĕшĕ те, пĕлетĕр, республикăри чи пысăк строительство организацийĕсенчен пĕрисем шутланаççĕ. Сăмахран, 20-мĕш строительство управленийĕ ача сачĕсем, шкулсем, пульницасем тăвас енĕпе специализациленетчĕ. Шупашкарти, Çĕнĕ Шупашкарти, республикăри ытти хуласемпе ялсенчи ача сачĕсемпе шкулсене эпир тунă. Чи пысăккисенчен, Шупашкарти ача-пăча поликлиники, Трактор тăвакансен пульница комплексĕ, Чăваш патшалăх университечĕн çĕнĕ корпусĕ, Правительство çурчĕ, «Шупашкар» универмаг, Çĕнĕ Кăнтăр районĕнчи ача çуратмалли çурт. Çĕнĕ Кăнтăр тата Çурçĕр-Хĕвеланăç районĕсенчи çынсем пурăнмалли чылай хитре çурта та эпирех хута янă. Юлашки çулсенче «Волжский-3» тата «Çĕнĕ хула» микрорайонĕсенчи çуртсене тăвас енĕпе тимлерĕм. Çавăн пекех Мускавра тата Мускав облаçĕнче, Хусан, Тольятти хулисенче те ĕçленĕ, пурăнмалли çуртсем, инфраструктура объекчĕсем çĕкленĕ.

Хулари ĕçсемсĕр пуçне «Честр» ялсемпе те çыхăнса ĕçленĕ. Унăн хăй вăхăтĕнче шефа илнĕ район та пулнă. Александр Макаровичăн телейне ку район шăпах унăн тăван Елчĕк районĕ пулнă. Çапла вара «Честр» строителĕсем Çирĕклĕ Шăхальте ача сачĕ, шкул, котельнăй, тасатмалли сооружени тата культурĕ çурчĕ туса лартнă.

– Ун чухне пурнăçĕ те урăхларахчĕ. Çирĕклĕ Шăхальти ĕçсене эпир пурне те бюджет шучĕпе пурнăçланă. Астăватăп, вырăнти колхоз председателĕ Илья Левый мĕн тери савăннăччĕ çав ĕçсемшĕн. «Ку маншăн пĕлĕтрен анса ларнăпа пĕрех», – тетчĕ. Чăн та ĕнтĕ, патшалăх шучĕпе халăха кирлĕ çавăн чухлĕ çурт-йĕр туса паччăр-ха – мĕнле савăнмăн, – аса илет Александр Макарович.

– Шăпах эсир ертсе пынă управлени çĕнĕлĕхсемпе палăрнине каласа панине те илтнĕ эпĕ аслăрах строительсенчен. Мĕнлерех çĕнĕлĕхсем çинчен сăмах пырать-ши?

– Çĕннине нумай пурнăçа кĕртсе пынă-ха эпир. Пурнăçĕ çапларах пулчĕ-çке, ĕлĕкхи самана улшăнса кайсан пурте хăйсем пĕлнĕ пек ĕçлеме, çаврăнма пуçларĕç. Сăмахран, 90-мĕш çулсенче мĕн тери хăватлă предприятисем те панкрута тухрĕç, çавăнпа та сыхланса юлас тесе çĕнĕ çул-йĕр шыранă та. Калăпăр, хамăрах арматурăран тимĕр каркассем, алăксемпе чÿречесем тума пуçларăмăр. Çапах та строительство ветеранĕсем калаканни вăл урăххи: 20-мĕш строительство управленийĕ Раççейре чи малтан ИИ-04 сериллĕ тимĕрпе бетон конструкцийĕсемпе çуртсем тума пикенчĕ.


Вячеслав Макарович КОЛЕСОВ. 1939 çулхи юпа уйăхĕнче çуралнă. Сĕнтĕрвăрринчи строительство техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Вĕренсе пĕтерсен «Спецстроймеханизаци» трестăн /халĕ – «Дорисс» АУО/ 5-мĕш строительство управленийĕнче ĕçлеме пуçланă. Ĕçленĕ хушăрах Хусанти инженерипе строительство институтĕнче вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Опытлă специалиста çав трестрах 4-мĕш строительство управленийĕнче тĕп инженер ĕçне шанса панă. «Спецстроймеханизаци» трестăн профсоюз комитечĕн пуçлăхĕ, çĕршывĕпе кĕрлесе тăнă Шупашкарти промышленность тракторĕсен заводне тăвакан 5-мĕш трестăн профсоюз комитечĕн пуçлăхĕ пулнă. Унтан «Союзэкскаваци» трестра управляющин производство енĕпе тимлекен заместителĕнче вăй хунă.

Вячеслав Макаровича ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят парса чысланă. Шел, вăл пиртен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

Александр Макарович КОЛЕСОВ. 1948 çулхи нарăс уйăхĕнче çуралнă. Шупашкарти энергетика техникумĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн Омск облаçне ĕçлеме янă. 1970-1972 çулсенче – Совет çарĕнче. Çар хыççăн 3-мĕш строительство управленинче энергетик-электрик пулса ĕçлеме пуçланă. Ĕçленĕ хушăрах 1975-1981 çулсенче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн строительство факультетĕнче каçхине вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ. Ун хыççăн «Честр» компанире 29-мĕш строительство управленийĕнче тĕп инженер, 20-мĕш строительство управленийĕн пуçлăхĕ, 2010-2019 çулсенче «Инкост» строительство управленийĕн директорĕ пулса вăй хунă.

Александр Макаровича ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, Раççей Федерацийĕн Регионсен аталанăвĕн министерствин Хисеп грамотипе, «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят парса чысланă.

Геннадий Макарович КОЛЕСОВ. 1950 çулхи пуш уйăхĕнче çуралнă. 1968-1970 çулсенче Совет çарĕнче службăра тăнă. Çартан таврăнсан çулталăк «Слава» колхозра вăй хунă, унтан Шупашкара çул тытнă, строительство техникумĕнче вĕренсе ятарлă пĕлÿ илнĕ. Пĕтĕм ĕç пурнăçĕ унăн «СУОР» тата «Минерал» строительство фирмисемпе çыхăннă.

Геннадий Макаровича ЧАССР Аслă Канашĕн Хисеп грамотипе, Халăхсен Туслăхĕ орденпа чысланă.

Владислав НИКОЛАЕВ.

Автор сăн ÿкерчĕкĕнче: Геннадипе Александр Колесовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code