Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿлевсемпе вăхăтра татăл, шухăшсăр пурăнăн

Тÿлевсемпе вăхăтра татăл, шухăшсăр пурăнăн

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин тунтикун райадминистрацин структура подразделенийĕсен, ял тăрăхĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисемпе ирттернĕ канашлура кулленхи ыйтусене сÿтсе явнă.

Николай Петрович Миллин кун йĕркинче палăртнă ыйтусене уçăмлатма пуçличчен иртнĕ эрнери пĕлтерĕшлĕ мероприятисем: Елчĕк ял тăрăхĕн никĕсĕ çинче Чăваш Республикин муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн правленийĕн тата республикăри район центрĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсен палатин анлă ларăвĕ, шăматкунхи районти канашлура выльăх-чĕрлĕх отраслĕн 9 уйăхри кăтартăвĕсене пĕтĕмлетни çинчен чарăнса тăчĕ. Май пулнипе усă курса, кĕркуннехи уй-хир ĕçĕсене, çанталăк условийĕсене пăхмасăр, çÿллĕ шайра йĕркеленине, тухăçлă тыр-пул алла илме пултарнине те палăртма манмарĕ вăл. Чи кирли – ĕç çи инкек-синкексĕр иртнĕ. Урăхла пулсан пысăк кăтартусем те куçа курăнмĕç. Çын сывлăхĕнчен хакли урăх мĕн пултăр? Унсăр пуçне, район администрацийĕн пуçлăхĕ Аслă Елчĕк ял тăрăхĕнче кĕске вăхăтра вырăнта пурнăçа кĕртме пултарнă пысăк ĕçе – «Хулан хăтлă хутлăхне йĕркелесси» приоритетлă проектпа килĕшÿллĕн кану паркĕ пулакан вырăна çĕнĕ йышши хоккей коробки, спорт инвентарĕсене вырнаçтарса лартнине те ырăпа аса илчĕ.

Елчĕк районĕнче отчетлă 9 уйăхра тĕрлĕ шайри налуксене пуçтарасси мĕнле пыни çинчен Федерацин налук службин районсем хушшинчи налук инспекцийĕн начальникĕ Вячеслав Антонов чарăнса тăчĕ. Елчĕксем ку енĕпе лайăх ĕçленине палăртрĕ вăл. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, тĕрлĕ шайри налуксене тÿлесси 113,5 процентпа танлашнă. Налук шучĕпе пуçтарăнакан укçа-тенкĕ федераллă бюджета 5 миллион тенкĕ /180 процент/, республика бюджетне 6 миллион тенкĕ ытларах пырса кĕнĕ. Пурлăх, çĕр, транспорт налукĕсене декабрĕн 1-мĕшĕччен тÿлеме ирĕк пур. Апла пулин те ăна кирек хăçан пултăр – тÿлеме тиветех. Çакна пĕлсе тăнă çĕртен мĕншĕн вăхăта тăсас? Çĕнĕ технологисемпе – налук тÿлекен уйрăм çынсенчен ытларахăшĕ харпăр хăйĕн кабинечĕн сервисĕсемпе анлăн усă курнă вăхăтра çакăн валли вăхăчĕ те нумай кирлĕ мар пек туйăнать. Вячеслав Антонов ял тăрăхĕсен бюджетне çирĕплетме каякан юлашкинчен асăннă налуксене пуçтарассине юлашки вăхăта хăварнипе килĕшмерĕ, çакăншăн ял тăрăхĕсенчи специалистсен хăйсен тимлĕрех пулмалли çинчен аса илтерчĕ.

МВК «Экоцентр» ОООн районти клиентсемпе ĕçлекен специалисчĕ Татьяна Адюкова та тÿлевсемпе вăхăтра татăласси пирки сăмах пуçарчĕ. Паллах, çÿп-çапа турттарса тухнă чухне пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн регион операторне тивĕçлĕ укçа-тенке те уйăхран уйăха кая юлмасăр тÿлесе пымалла. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмлетнĕ кăтартусем тăрăх хаклас пулсан, тÿлевпе районта пурăнакансен 77 проценчĕ вăхăтра татăлнă. Яваплăха туйман, пулăшу ĕçĕсемпе усă курнăшăн тÿлеме те шутламан çынсен тĕлĕшĕпе çак вăхăтчен суда 51 тавăç тăратнă, вĕсене регион операторĕ майлă татса панă. Суд умне тăрса намăс куриччен тивĕçлĕ тÿлевпе вăхăтра татăлнинчен ырри çук, паллах.

ЗАГС пайĕн отчетлă тапхăрти ĕçĕ-хĕлĕпе пай ертÿçи Надежда Баймушкина паллаштарчĕ. Вăл каласа кăтартнинчен çакна пĕлтĕмĕр: кăçалхи 9 уйăхра 46 ача çуралнă, 252 çын вилнĕ, 40 çĕнĕ çемье чăмăртаннă, 28 çемье уйрăлнă.

Канашлура территорие тирпей-илем кÿрес, хаçат-журнал çырăнтарас ыйтусене те тишкернĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code