Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей çарĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

Раççей çарĕн ноябрь уйăхĕнчи паллă кунĕсем

4. Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Çак кун 1612 çулта Дмитрий Пожарский кнеçпе Чулхулари Кузьма Минин воевода ертсе пынипе халăх ополченийĕ Мускава Польша интервенчĕсенчен хăтарнă. Ирĕке кăларнă хулана чи малтан пырса кĕнĕ Пожарский кнеçĕн аллинче Турă Амăшĕн Хусанти турăшĕ пулнă.

6. 1943 çулта совет çарĕсем Киева фашистсенчен хăтарнă. Н.Ф.Ватутин ертсе пынипе 1-мĕш Украина фрончĕ операцине 10 кун хушшинче ирттернĕ.

7. Мускавшăн пынă çапăçусем вăхăтĕнче, 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче фронта каякан çарсем Мускаври Хĕрлĕ площадьре парад ирттернĕ. Мавзолей трибуни çинчен И.В.Сталин боецсене çапла каланă: «Сире пирĕн аслă мăн асаттесен – Невский, Донской, Минин, Пожарский, Суворов, Кутузов полководецсен мухтавлă ячĕсем хавхалантарса тăччăр».

11. Çак кун 1918 çулта Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вĕçленнĕ. Вырăс салтакĕ унăн нушине хăйĕн çинче тĕрĕсленĕ. Гумбиннен патĕнчи çапăçу, Осовец крепоçне хÿтĕлени, Эрзерум операцийĕ, Брусиловăн çĕмĕрĕвĕ – пирĕн çарăн мухтавлă кун-çулĕ.

16. 1805 çулта вырăс çарĕсем П.И.Багратион ертсе пынипе Шенграбен патĕнчи французсен çарне тытса чарнă.

19. 1942 çулта 7.30 сехетре Сталинградра «Катюшăсен» залпĕсемпе артподготовка пуçланнă. 3500 тупă 80 минут хушши гитлеровецсен позицийĕсене «çунтарнă». 8.50 сехетре совет çарĕсем «Уран» операци пуçланă.

26. Çак кун 1904 çулта Порт-Артур крепоçĕн вырăс çарĕсен гарнизонĕ, вĕсене хупăрласа илни 10 уйăх иртсен те, яппунсен тăваттăмĕш штурмне сирсе янă. Унта тăшмансене çапса салатнă — яппунсен 110 пин салтакне вĕлернĕ. Вĕсен командующийĕ каярахпа харакири тунă.

29. 1941 çулта контрнаступлени вăхăтĕнче Кăнтăр фрончĕн салтакĕсем Дон çинчи Ростова ирĕке кăларнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code