Камăн мĕнле пулĕ те, манăн театр сăмаха илтсенех чун-чĕре хавхаланупа тулса çупăрланать. Акă, чаршав уçăлать те, эсĕ çĕнĕ пурнăç ытамне путатăн, çак çутă тĕнчере эсĕ çук та тейĕн, пĕтĕмпех сцена çинчи сăнарсен кун-çулĕпе пурăнатăн, вĕсен телейĕпе савăнса ахăлтатса кулатăн, чуна ыраттарсан, ыттисем ан асăрхаччăр тесе, вăрттăн куçсене шăла-шăла илетĕн… Театра çынсен чунне сиплекен пĕр-пĕр хаклă эмелпе те танлаштарма пулать пулĕ. Çакă актер кураканпа куçа-куçăн тĕл пулса калаçнипе çыхăннă. Спектакль вĕçленнĕ хыççăн вара хăвăн пурнăçу çине тепĕр хут, урăхларах куçсемпе, тинкерме тытăнатăн.
Ĕнер кăна тейĕн районта Театр çулталăкĕ уçăлчĕ, сисмерĕмĕр те раштав уйăхĕн шутлă кунĕсем çитсе тăчĕç. Çулталăк вĕçлениччен 45 çул ялти куракана савăнтаракан районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕн ĕçĕ-хĕлне çутатмасăр иртме çуках. Маларах эпир хамăр хаçатра иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш-сакăрвуннăмĕш çулĕсенчи районти культура çурчĕн сцени çинче вылянă артистсен аса илĕвĕсене чылай пичетлерĕмĕр. Хальхинче сăмахăмăр ун хыççăнхи çулсем пирки.
Истори тăрăх Елчĕкри культура çурчĕ çумĕнчи театра Çĕнĕ Эйпеçре çуралса ÿснĕ Любовь Романова пуçарса янине пĕлетпĕр. 1975 çулта ял артисчĕсем «халăх театрĕ» ята çĕнсе илни те паллă пулăм. Любовь Александровна хулана тухса кайсан артистсене тĕрлĕ çулта А.Спиридонова, Т.Данилова, А.Стахеев, Е.Петрова /Соловьева/, Т.Никифорова, Л.Траншкина, Н.Ишмуратова, В.Панкратова ертсе пынă.
Елчĕкри халăх театрĕн ĕçĕпе виçĕ теçетке çул ытла паллашса тăнăран кашни тапхăра кăмăллăн аса илес килет.
1992 çулта халăх театрне Лидия Траншкина ертсе пыма пуçларĕ. Пытармасăр каласан, çак должноçе вăл хăй ирĕкĕпех килĕшнĕ. Ун умĕнхи режиссер ĕçрен кайнă хыççăн коллектив саланса каяс хăрушлăх сиксе тухнă. Лидия Васильевнăна халăх театрĕн малашлăхĕ тарăн шухăшлаттарнăран тилхепене хăй аллине илме шут тытнă та. Паллах, çăмăл пулман ăна. Чи малтанах ун умне артистсем шырас çивĕч ыйту сиксе тухнă. Культура ĕçченĕсене явăçтарĕ-ха, анчах вĕсемпе çеç спектакльсем лартаймăн. Вара вăл искусство ĕçĕнчен аякра тăман пултаруллă çынсене шыранă, тĕл пулса калаçнă. Вăхăт иртнĕ май тĕрлĕ профессире тăрăшакансене хăй патне илĕртме пултарнах. Вăл лартнă Н.Угаринăн «Улька кинĕн виçĕ кинĕ», Н.Сидоровăн «Пуçа килсен пуçана», Г.Терентьевăн «Юрату пулсассăн чĕрере», «Элпуçĕнчи Нарспи», Юхма Мишшин «Уйăх тулнă каç», А.Чебановăн «Праски инке хĕр парать» спектаклĕсене Елчĕксем яланах тăвăллăн алă çупса йышăнатчĕç. Кам кăна вылямастчĕ-ши спектакльсенче? Тĕп роле режиссер хăй калăплатчĕ, ытти артистсем – тĕрлĕ професси çыннисем, шкул ачисем. Халăх театрне çÿренĕ кашни пултаруллă çынна паян та ырăпа аса илет сцена ăсти. Тĕрлĕ çулсенче тĕрлĕ спектакльте вылянă Светлана Молодова, Петр Степанов, Антонина Александрова, Арбузовсем – Владимир, Ангелина, Алексей, Юрий Данилов, Владимир Карсаков, Фаина Цыганова, Марина Демьянова, Владимир Кушманов, Валерий Архипов, Оля Траншкина, Вячеслав Захаров, Владимир Николаев, Любовь Александрова, Галина Антонова, Фаина Соколова, Алена Уркина, Света Чернова куракан асĕнче те тăрса юлнă.
1998 çулта Елчĕксен «Праски инке хĕр парать» спектакльне Чăваш телевиденийĕ çырса илнĕ. Çавăн пекех Шупашкарти «Салют» культура керменĕнче те пултаруллă коллектив хăйсен ăсталăхĕпе тыткăнланă. Републикăри театрсен тата драма коллективĕсен «Мухтав ахрăмĕ» фестивалĕнче те Елчĕксем диплома тивĕçнĕ. Валерий Архипов вара «Яла таврăнсан» спектакльти Николай сăнарне калăпласа «Арçын рольне чи лайăх вылякан» номинацире çĕнтернĕ.
Районти культура тытăмĕнче тарăн йĕр хăварнă Лидия Траншкина «Театр тĕнчинче» смотр-конкурс пуçаруçисенчен пĕри. Ĕç биографине Елчĕкре 1981 çулта пуçланăскер клубри пур должноçра та ĕçлесе курнă. Директор «рульне» те çирĕп тытса пынă. Вăл сцена çинче юрă шăрантарнă-и е Праски рольне… вылянă-и – унăн янăравлă сасси, сăнара чăн-чăн артист пек уçса пани куракан асĕнче нумайлăха тăрса юлнă. Халăх чылайччен аса илсе калаçатчĕ спектакльте вылякансем пирки.
2008 çулта культура ĕçĕнчи чи пысăк ÿсĕмсемшĕн Л.Траншкинăна «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чысларĕç. 2010 çулта тивĕçлĕ канăва тухрĕ пулсан та паян та çамрăк культработниксене ырă сĕнÿ-канаш пама ÿркенмест.
Ун хыççăн халăх театрĕн лавĕ Вера Панкратова çине куçсан та Елчĕк артисчĕсем республикăра лайăххисен йышĕнчен тухса ÿкмерĕç. Çамрăк режиссер чи малтанах хăй çырнă «Çĕмĕрт айĕнче» спектакль лартрĕ. Унтан умлă-хыçлăн виçĕ çулта пĕрре халăх ятне çирĕплетсе çĕнĕрен те çĕнĕ спектакльсемпе сцена çине тухрĕ коллектив. 2013 çулта Д.Моисеевăн «Ăнсăртран аслати авăтсан» пьеси тăрăх лартнă спектакль республикăри «Ялан театр» фестиваль-конкурсĕнче «Пĕр актлă спектакль» номинацире II степень диплома, халăх театрĕн артисчĕ Зарема Князева «Эпизодри чи лайăх роль» номинацин дипломне илме тивĕçнĕ. 2016 çулта «халăх театрĕ» ята çирĕплетсе Г.Терентьевăн «Ют çын» пьеси тăрăх лартнă спектакльпе «Чи лайăх спектакль» номинацире II степень диплома, Вера Панкратова «Чи лайăх режиссер» номинацире 2-мĕш приза çĕнсе илнĕ. Сергей Баранов вара хăйне шанса панă ролĕпе «Чи лайăх дебют» номинацире палăрнă.
Вера Васильевнăн та хăйĕнпе пĕрле вылянă артистсене аса илнĕ май пит-куçĕ ăшă кулăпа çиçсе илет. Владимир Кушманов художник-постановщик, Олег Федотов, Валерий Архипов, Анна Теллина, Тамара Ишмуратова, Сергей Баранов, Оля Архипова, Алена Уркина сцена çинче хăйсене шыври пулă пек тытатчĕç.
Çак тапхăртах ачасен «Сириус» театр студийĕ те çулран-çул хăйĕн пултарулăхĕпе Елчĕк кураканĕсене тыткăнларĕ. Ача-пăчана театр искусствипе интереслентерсе пултарулăх ĕçне хутшăнтарас тĕллевпех çулсерен «Юмах тĕнчинче» фестиваль, çавăн пекех вулавçăсен конкурсĕсем иртеççĕ. 2013 çулта «Авансцена» республика фестивалĕнчен лауреат дипломĕпе таврăннă. «Сириус» театр коллективĕн ÿсĕмĕсене районта кăна мар, республикăра та лайăх пĕлеççĕ.
Каласа хăвармасăр иртес мар, шăпах çывăх вăхăтра Театр çулталăкне хупса районти централизациленĕ клуб тытăмĕнче «Юмах тĕнчинче» фестиваль иртĕ.
ХАКЛАВ
Лидия ТРАНШКИНА:
– Театр историне унта çÿрекенсем «çыраççĕ». Çавăнпа та епле те пулсан халăха театр искусствине юратма явăçтармалла, халăх театрне сÿнме памалла мар. Режиссерăн ĕçĕ çăмăл тееймĕн: пĕр-пĕр роле кама памалла-ши тесе çĕр çывăраймастăн, сăнара калăплакана тупсан унпа пĕрле хăв выляса пăхатăн, кăтартатăн. Вылякансенчен ытларахăшĕ çемьеллĕччĕ, ачаллăччĕ. Çапах та вĕсем хăйсене искусствăпа çыхăнтарсан унтан хăтăлма çав тери йывăррине ăнланатчĕç. Кашни сăмах куракан патне çиттĕр тесе чунне парса вылятчĕç.
Театр чун апачĕ, куракансемшĕн хăйне евĕрлĕ воспитани меслечĕ, çынсене ыррипе усаллине уйăрма, кирек епле лару-тăрăва та тивĕçлипе хак пама вĕрентет.
Театрта халăхăн кун-çулĕ, йăли-йĕрки, культури упранать. Çакă вара çитĕнсе пыракан ăрусемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Елчĕкри халăх театрĕн пултарулăхĕпе татах та нумай çул киленмелле пултăр халăхăн, вун-вун спектакль сцена çине кăлартăр.
Чылай çул маларах ялсене Шупашкар артисчĕсем спектакль лартма килсен халăх яланах йышлă пухăнатчĕ. Ача-пăча та лăк туллиехчĕ. Çуллахи вăхăтра артистсем ытларах клубра мар, урамра, уçă пĕлĕт айĕнчех, трактор е пысăк автомашина прицепĕсене меллĕ вырнаçтарса лартнă сцена çинче вылятчĕç. Ĕлĕкех юрататчĕ ял çынни театр курма. Кăçал вара ятарлă çулталăк пулчĕ пулин те куракан Шупашкар, районти халăх театрĕн артисчĕсем лартнă спектакльсене курса киленеймерĕ.
В.КИРИЛЛОВА.
Сăн ÿкерчĕкре: «Пĕрисем – уя, теприсем – туя» спектакльти сцена