Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > Пăшал – тетте мар

Пăшал – тетте мар

Хĕç-пăшал тытакан граждансен тата служба тивĕçне пурнăçлакансен ăна упрасси çине пысăк тимлĕх уйăрмалла.

Пăшалпа çыхăннă йĕркесене çирĕп пăхăнмалла: ăна ятарлă чехолта е йĕнĕре чиксе çÿремелле. Пăшала, патронсене упрас тата илсе çÿрес йĕркене пăхăнман çынсене административлă майпа айăпласа 500 тенкĕрен пуçласа 2000 тенкĕ таран штрафлама е хĕç-пăшалпа патронсене туянас, упрас, илсе çÿрес ирĕке 6 уйăхран пуçласа 1 çулталăк таран туртса илме пултараççĕ.

Пăшала ÿсĕрле йăтса çÿрекен граждансене Раççей Федерацийĕн Административлă право йĕркине пăсни çинчен калакан 20.8 статйин 4.1 пункчĕпе явап тыттараççĕ.

Пăшал шÿте юратмасть. Ăна тивĕçлĕ вырăнта, питрĕнекен сейфра е тимĕр шкапра упрамалла. Пăшала упрама тата усă курма ирĕк паракан лицензие те вăхăтра илмелле. Йĕркене пăхăнни хамăра анчах мар, ыттисене те хăрушсăрлăхпа тивĕçтерме май парать.

Пăшал – тетте мар. Граждансен пуху, митинг, демонстраци, культурăллă тата спорт мероприятийĕсен вăхăтĕнче хĕç-пăшалпа çÿреме юраманнине асра тытмалла.

Л.НИКИФОРОВА,
ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Комсомольский» уйрăмĕн инспекторĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code