Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ашшĕ-амăшĕ мухтанма тивĕçлĕ

Ашшĕ-амăшĕ мухтанма тивĕçлĕ

Чăвашсем çар службинче шанчăклă салтак е офицер пулни тахçанах ырă йăла евĕр çирĕпленнĕ. Вĕсене командирсем яланах яваплă ĕçсене, заданисене явăçтарнă.

Тỹскел ялĕнче пурăнакан Николай Ивановичпа Валентина Николаевна Ивановсем ывăлĕ службăра тăракан чаçрен — Брянскри Хĕрлĕ Ялавлă, III степень Кутузов тата Александр Невский орденĕсемлĕ 614 гварди зенитпа ракета полкĕн 2-мĕш дивизионĕн командирĕнчен Тав çырăвĕ илнĕ.

Унта Иван Иванов рядовой хăйĕн служба тивĕçĕсене çỹллĕ шайра тата вăхăтра пурнăçланине, Устава çирĕп пăхăннине, тăрăшуллă та тỹрĕ кăмăллă пулнине палăртнă. Кăткăс лару-тăрура та çухалса каймасть, çийĕнчех кирлĕ йышăну тума пултарать. Инженери оборудованине яланах юсавлă тата хатĕррисен ретĕнче тытать.

Иван салтак тумне тăхăниччен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн машиностроительнăй факультечĕпе магистратурине пĕтерме, кĕске вăхăт «Элара» наукăпа производство пĕрлешĕвĕнче инженер-технологра ĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Ку специальность вара ăна çар ĕçĕнче питĕ пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code