Социаллă пулăшу кÿрессипе тимлекен районти центр специалисчĕсем ялта пĕччен пурăнакан 80 çултан иртнĕ ватă, инвалида тухнă çынсене тимлĕх уйăрассипе тата вĕсене май пур таран пулăшассипе сахал мар ĕç туса ирттереççĕ.
Вĕсем иртнĕ кунсенче Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнче пулса çак йышри çынсемпе куçа-куçăн тĕл пулни те çакна çирĕплетсе панă.
Хăйсене тивĕçлĕ пенси илеççĕ пулин те, вĕсене тимлĕх, пулăшу та кирлĕ. Ватăсемпе инвалидсене ытларах медицина пулăшăвĕпе усă курассин ыйтăвĕсем пăшăрхантараççĕ. Социаллă пулăшу парассипе ĕçлекен центр специалисчĕсем çак тата ытти ыйтусене татса пама сахал мар хутшăнаççĕ. Хальхинче те вĕсем аслă ÿсĕмри 26 çынпа /çав шутран 8-шĕ – инвалид/ тĕл пулса калаçнă, вĕсене май пур таран пулăшма сăмах панă.