Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Кăçал та субсиди пулать

Кăçал та субсиди пулать

Килти хушма хуçалăхра ĕне усракансене 2020 çулта пĕр ĕнешĕн – 2300, икĕ ĕнешĕн – 3300-шер, виçĕ ĕнерен пуçласа тата ытларах усракансене 4300-шер тенкĕ тÿленĕ. Ĕне усракансене кăçал та субсиди параççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев çакăн пирки уçăмлăн татса каланине ЧР ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов пĕлтернĕ.

Ăна пурнăçлама бюджетран 171 миллион тенкĕ пăхса хăварнă. Килти хушма хуçалăхра ĕне усракансене Чăваш Ен бюджетĕнчен субсиди пама çу уйăхĕн 25-мĕшĕнчен тытăннă. Малтан шутланă тăрăх, пулăшу укçипе 35000 çынна тивĕçтермелле. Укçа куçармалли йĕрке иртнĕ çулхи пекех: Ял хуçалăх министерствине документсене район, ял тăрăхĕсен администрацийĕсем тăратаççĕ.

Кăçал субсиди виçи пĕр ĕнешĕн – 2400, икĕ ĕнешĕн –3400-шер, виççĕ тата ытларах ĕнешĕн 4400-шер тенкĕпе танлашать. Ăна кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне хушма хуçалăхсенче миçе ĕне усранине шута илсе тÿлеççĕ. Пулăшăва тивĕçес тесен ял тăрăхĕн администрацине заявлени çырса памалла.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code