Тамара Ивановна СЕРГЕЕВА Тÿскел ялĕнче 1923 çулхи августăн 10-мĕшĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çак ялтах иртнĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕр çине тапăнса кĕнĕ çул Тамара Ивановна Елчĕкри вăтам шкулта 10 класра вĕреннĕ. Тăхăр ачаллă çемьере асли Натали пулнă. Аппăшĕпе йăмăкĕн калаçăвĕсенче «фронт» сăмахсем час-часах илтĕннĕ. Анчах Тамарăна вăтам шкул пĕтерсенех комсомол путевкипе учительсен курсне вĕренме янă. Çамрăк учительницăн ĕçĕ ăнса пырать пулин те, унăн чĕрине пăшăрхану туйăмĕ тыткăнлать – Тăван çĕршывăн ывăл-хĕрĕ фронтра тăшмана хирĕç çапăçать, вăл вара çак сăваплă ĕçе хутшăнаймасть. Текех тăхтама вăхăт та, кăмăл та çук – аппăшĕпе йăмăкĕ районти çар комиссариатне вăрçа кайма заявлени çырса параççĕ. Çапла Сергеевсен çемйинчен пĕр харăсах икĕ хĕр фронта тухса каять. Наталия медицина сестри пулнă май аманнă салтаксене вут-çулăм айĕнчен сахал мар илсе тухнă.
Тамарăна малтанах минометран пеме хăнăхтарнă, кайран ăнкаруллă та пысăк тавра курăмлă пулнине кура радистсен курсне вĕренме янă. Мĕн чухлĕ йывăрлăх урлă тухма лекмест-ши çамрăк хĕре…
Пĕррехинче Польша çĕрĕ çинче пулнă ку. Связистсем палăртнă вырăна çитсе хăйсен тĕллевне пурнăçлама вырнаçаççĕ анчах, сасартăк йĕри-тавра тăшман снарячĕсем çурăлма пуçлаççĕ. Тамара çак вăхăтра ăнсăртран хамăрăн минометчиксен позицине пырса тухать. Салтаксенчен чылайăшĕ аманнă. Шинельлĕ хĕр пĕр тăхтаса тăмасăр салтаксене минăсем йăтма пулăшма пикенет. Вăрçăра паттăрлăхпа палăрнăшăн ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин орденĕпе /II степень/, медальсемпе наградăланă.
1945 çулхи кĕркунне вăл каллех вĕренекенсем патне таврăнать – 1983 çулчченех Елчĕкри вăтам шкулта кĕçĕн классене вĕрентет. Çав хушăрах вăл Канашри педагогика училищинче вĕренме те ĕлкĕрет.
1957 çулта ентешĕмĕре «Чăваш АССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ят парса чыслаççĕ. Чăваш АССР Верховнăй Совечĕн улттăмĕш суйлавĕнчи депутачĕ пулма та суйлаççĕ. Пирĕн вĕрентекенĕмĕр миршĕн кĕрешекенсен юхăмне хастар хутшăнатчĕ. Вăл 1982 çулта Мир фондне 5 пин тенкĕ ытла хывнă /çав вăхăтра питĕ пысăк укçа пулнă/.
Хăйĕн юлашки кунĕсене педагогика ĕçĕн ветеранĕ ывăлĕ патĕнче – Беларусь çĕрĕ çинче пурăнса ирттернĕ. 2000 çулхи апрелĕн 17-мĕшĕнче вăл çĕре кĕнĕ, ăна унтах пытарнă.
Паттăр салтак-вĕрентекенĕн ырă сăнарĕ яланах халăх асĕнче упранать.
Н.КУШМАНОВА,
Елчĕкри вăтам шкулти вĕрентекен.