Çĕр çирĕм виçĕ çул каярах Раççей империйĕнчи хĕрарăмсем хăюллăнах хăйсем мăшăрлă пулнине пĕлтернĕ, çав вăхăтрах, арçынсем сăпайлăн кăна хусах тесе каланă. Çапла вара мăшăрланнă хĕрарăмсен йышĕ çемьеллĕ арçынсенчен ытларах курăннă. 1897 çулхи пĕрремĕш пĕтĕмĕшле халăх çыравĕн листисем йăх-несĕле тупма пулăшнине пĕлтеретпĕр.
Коллективлă сăн ÿкерчĕк
Пĕтĕмĕшле халăх çыравĕ 1897 çулхи февралĕн 9-мĕшĕ тĕлне /кивĕ стильпе январĕн 28-мĕшĕ/ пурăнакансене шута илнĕ, Раççей империйĕн мĕнпур территорийĕнче иртнĕ. Çĕршывăн пысăк калăпăшне, тĕрлĕ халăх пурăннине, çавнашкал масштаблă тĕпчевсем ирттерес опыт çуккине пăхмасăр Раççейри пĕрремĕш çырав пысăк шайра иртнĕ. Çĕршывра пурăнакансем пурте хутшăннă унта. Ăçта пурăннине, мĕнле тĕне ĕненнине пăхман. Тĕслĕхрен, иккĕмĕш Николай император çырав листинчи «Ĕç тĕсĕ» графара «Вырăс çĕрĕн хуçи», «Хушма ĕç» йĕркере – «Çĕр тытакан» тесе çырнă.
1897 çулхи çырава пула эпир вăл вăхăтра Раççейре 125,7 миллион çын пурăннине пĕлетпĕр. Пуçтарнă информацие пĕтĕмлетесси сакăр çул ытла пынă, ăна 117 томпа пичетлесе кăларнă, вĕсенче XIX ĕмĕрте пурăннă çынсем çинчен тĕплĕн ăнлантарнă.
Мăн асаттесем, салам
1897 çулхи çырав пирки тĕплĕн çырса кăтартнă, кашни пайне шĕкĕлчесе тухнă тесен те юрать. Анчах та, юлашки вăхăтра унăн тата тепĕр енĕ уçăлать. Хальхи çыравсен листисемпе танлаштарсан ун чухнехи бланксенче çынсен ячĕсене тата хушма ячĕсене кăтартнă. XX ĕмĕрте революцисемпе вăрçă час-часах сике-сике тухнăран, çырава пĕтĕмлетнĕ хыççăн та бланксене пур çĕрте те тĕп тума ĕлкĕреймен. Хăш-пĕр кĕпĕрнесенче тĕлĕнмелле майпа сыхланса юлнă çырав листисене архивсене панă. Йăх-несĕлĕсене шыракансем çавăншăн питĕ савăнаççĕ. 1897 çулта пурăннă мăн аслашшĕсем пирки тĕпĕ-йĕрĕпе пĕлме пултараççĕ вĕт вĕсем: çемье йышĕ, мĕн ĕçлесе пурăннă, пĕлÿлĕх тата ытти те.
XX ĕмĕрте иртнĕ халăх çыравĕсенче харпăр хăй даннăйĕсене пĕлтермеççĕ, çавăнпа йăх историне вĕсем тăрăх пĕлме çук. Бланксене çырава пĕтĕмлетнĕ хыççăн тÿрех касса ваклаççĕ.
Йăх йĕрĕ
Пĕтĕм Раççейри 2020 çулхи цифрăллă халăх çыравĕ те харпăр хăй даннăйĕсемсĕр тата конфиденциаллă пулĕ. «Халăх çыравне ирттерни питĕ лайăх. Çырав листисене 1897 çулхи карточкăсем пекрех тусан аванччĕ. Вĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн пĕтермелле мар, 100 е 200 çуллăха вăрттăнлă тумалла. Вара темиçе ĕмĕрсем хыççăн та хăйсен çемье историйĕпе интересленекенсем, çамрăк ăру архивпа – хыпар тытăмне кĕрсе çемье йышне, камсем пурăннине, мăн аслашшĕсен – пирĕн профессисем пирки пĕлĕç», – тет генеалоги тĕпчевĕсем енĕпе ĕçлекен Юлия Новожилова эксперт.
Раççейри 1-мĕш çырав пĕтĕмлетĕвĕсем мăн асаттесен пурнăçне пур енлĕн çутатакан çăлкуç пулса тăнă. 1897 çултанпа çыравсем вăхăтăн-вăхăтăн иртнĕ, çĕршыври улшăнусене палăртнă. Обществăри лару-тăру пирки вĕсем ăруран ăрăва пĕлтерсе тăрĕç. Çавсен никĕсĕ çинче эпир тĕрĕс йышăнусем тума тата хамăр пуласлăха лайăхлатма пултарăпăр.
«Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ çинчен» саккунпа килĕшÿллĕн, çырав листисенчи халăх пирки пĕлтерекен кăтартусене уйрăм специалистсем çеç кураççĕ, вĕсене ыттисене пĕлтерме тата халăхра сарма юрамасть, официаллă статистика информацине хатĕрлеме кăна усă кураççĕ.