Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Чухăнлăхран мĕн кăларĕ?

Чухăнлăхран мĕн кăларĕ?

Çĕршыв ертÿçи Владимир Путин «çынсене йывăр лару-тăруран тухма патшалăхăн пулăшмаллине, çак тĕллеве пурнăçламалли чи лайăх механизм социаллă контракт пулассине» палăртрĕ. Пĕлес килет: мĕн вăл социаллă контракт? Мĕнле майпа вăл халăха чу¬хăнлăхран кăларма пултарĕ?

А.ИВАНОВА.

Александр ЗАЙЦЕВ, Чăваш Республикин Ĕçлевпе социаллă хÿтлĕх министерствин Чăваш Республикин халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕн директорĕ:

– Социаллă контракт – патшалăх паракан социаллă пулăшу. Çак пулăшăва сахал тупăшлă çемьесемпе пĕччен пурăнакан граждансем, пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçерен сахалрах тупăш илекен çынсем тивĕçеççĕ.

Вăл тăватă енлĕ çул-йĕрпе – ĕç тупма, професси вĕрентĕвĕ е хушма професси пĕлĕвĕ илме, предприниматель ĕçне йĕркелесе яма пулăшасси, куллен кирлĕ япаласем, эмел туянма, сипленме, профилактика медосмотрĕ, çавăн пекех çемьесен шкулчченхи вĕрентÿ сферинчи ыйтăвĕсене татса пама укçа-тенкĕ уйăрасси – пурнăçланать.

Социаллă адаптаци программине гражданинпа хăйĕнпе тĕл пулнă, унăн пурнăçне тишкернĕ хыççăн хатĕрлеççĕ. Документра пулăшăвăн хăш тĕсĕпе усă курассине, калăпăшне, ĕçе кĕртмелли йĕркене палăртаççĕ. 2020 çулта пĕр енĕпе кăна социаллă контракт çирĕплетме пулать.

Ĕçе вырнаçассипе çыхăннă контрактпа килĕшÿллĕн гражданин хăй тĕллĕн те, ĕçлев службисем урлă та ĕç тупма пултарать. Ша¬лупа пĕрле вĕсене пĕр çул хушши кашни уйăхра 10134 тенкĕ пособи парса тăрĕç.

Патшалăхăн тепĕр пулăшăвĕ – професси вĕрентĕвне хутшăнтарасси е хушма професси пĕлĕвĕ парасси. Ку енĕпе социаллă контракт çирĕплетнĕ граждансене вĕреннĕ тапхăрта виçĕ уйăх таран кашни уйăхра 10134 тенкĕ парса тăрĕç. Вĕрентÿ курсĕн пĕр çын пуçне тивекен хакĕ 30 пин тенкĕрен иртмелле мар.

Граждансене стажировкăна йышăнакан предприяти-организаци валли те пулăшу палăртнă. Вĕсен çак ĕç-хĕлпе çыхăннă тăкакĕсене кашни уйăхра ĕç укçин чи пĕчĕк виçи чухлĕ патшалăхăн бюджет тулашĕнчи фондсене тÿлекен страховани взносĕсене шута илсе 9 уйăх саплаштарĕç.

Социаллă контракт пулăшнипе граждансем предприниматель ĕçне те йĕркелеме пултараççĕ. Ĕçе пуçăнма вĕсене пĕр хутчен 250 пин тенкĕ парĕç. Тĕп условисенчен пĕри – предприниматель ĕçне виçĕ çултан кая мар тытса пымалла.

Пулăшăвăн тăваттăмĕш мелĕпе социаллă контракт çирĕплетнисене пĕр çулталăк кашни уйăхра 10134 тенкĕ парса тăрĕç. Çак укçана 18 çула çитмен ачаллă сусăр, ниçта та ĕçлемен ашшĕпе амăшĕ, тăватă тата ытларах ачаллă çемьесем, икĕ е ытларах ачине пĕччен ÿстерекен ашшĕ-амăшĕ, ыттисем илме пултараççĕ.

Социаллă контракта социаллă пулăшупа тивĕçтерекен центрсенче гражданин заявленине тĕпе хурса ятарлă комисси çирĕплетет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code