Пĕррехинче телевизор пăхса ларатăп. Чăваш эстрада артисчĕ ?арçын, ятне-шывне астумастăп халĕ/ юрă шăрантарать. Юрăра çакăн пек сăмахсем пур:
Атте сасси сар кайăкăн,
Анне сасси сала кайăк сасси пек…
Килĕшетĕп ашшĕ сар кайăк /иволга/ пек юрланипе. Амăшĕ вара çерçи пек чĕриклетет-ши; Ара, сала кайăк çерçи тениех вĕт. Турă çырлахтăр! Хĕвел ансан çерçине купăс каласа та йăвинчен илĕртсе кăлараймăн. Юрлаймасть çерçи, тăванăм, юрлаймасть. Тĕрĕсех калаççĕ: «Паянхи чăваш эстради – таса мар шывĕн кÿлленчĕкĕ», – тесе.
Чăвашла сăмах пĕлтерĕшне пĕлмеççĕ – сăвă çыраççĕ. Юрă кĕвĕлеççĕ – вăрăм туна сасси хитререх /Турă панă сасă/. Юрлама тухаççĕ – фонограмма. «Фанера»! Сассисем çук – параппан, труба сассипе саплаштараççĕ.
Концертсене чи лайăх хак паракансем эпир, куракансем. Чылай чухне «фанерăшăн» чĕрĕ укçа тÿлетпĕр. Хаксене ÿстерме те именмеççĕ тата.
Чăнах та, ятарлă пĕлÿ илмен, анчах пултаруллă сăвă-юрă ăстисем те пур. Çапах та питĕ сайра вĕсем – çĕртен пĕрре. Тăхăрвун тăххăрăшне В.Ленин сăмахĕсене аса илтерес килет: «Вĕренмелле, вĕренмелле тата вĕренмелле».
Чăваш чĕлхине упраса хăварсан халăхăн пуласлăхĕ пур. Культурăпа искусство ĕçченĕсенчен те нумай килет çакă. XXI ĕмĕрте хайланă юрă-кĕвĕсем çитес ĕмĕрсенче те халăхăн пулса янраччăр.
Çерçисем вара? Çерçисем çĕрле çывăрччĕр.
А.СОРОКИН.