Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Хырăмпа шурăмăр»

«Хырăмпа шурăмăр»

Хаçатра Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăннă статьясем тăтăшах пичетлеççĕ. Манăн та атте çинчен каласа парас килет…

Максим Корнилович Корнилов 1913 çулта Яманчÿрел ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ çăмăл килмен унăн. Ашшĕ-амăшне, кулаксен шутне кĕртсе, çурт-йĕрсĕр хăварнă. Атте, шкулта 5 класс кăна пĕтернĕскер, ялти çамрăксемпе Мускава чукун çул тума тухса каять, каярахпа «Радиоприбор» заводра ĕçлет. 1941 çулхи çуркунне Владивостокра пулă тытакан карап çине ĕçе вырнаçать. Анчах пулăçă пулма тÿр килмест ăна. Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче хула урамĕнче нихçанхинчен нумай халăх хĕвĕшнĕ. Пĕр пысăк лапамра митинг иртнĕ, унта атте вăрçă пуçланни çинчен пĕлет. Вара хăйĕн ирĕкĕпе фронта тухса каять.

М.Корнилов Сталинград фронтĕнче 62-мĕш армин 87-мĕш стрелковăй полкĕн 926-мĕш çыхăну батальонĕнче çапăçнă. Малтанах вĕсен полкĕ Инçет Хĕвел тухăçĕнче тăнă, каярах кăна Сталинград патнелле куçнă.

Çав тапхăра атте çапла аса илнĕччĕ:

– Пире Воронежа илсе çитерчĕç. Унта нумай тăмарăмăр, Сталинграда ?унта хаяр çапăçусем пыратчĕç/ çул тытрăмăр. Калача чарăнасшăнччĕ, анчах ăна нимĕçсем илнĕччĕ ĕнтĕ. Пире Дон юхан шывĕ урлă каçма приказ пачĕç. Кĕпер çук – нимĕçсем сирпĕтнĕ. Тăшман хĕç-пăшалтан шăтăртаттарать пулин те, кам мĕнле пултарнă, çапла каçма пикеннĕ. Чылайăшĕ шыврах юлчĕç. Каçайнисем Сталинград енне хырăмпа шурăмăр. Пылчăк кăна хамăр. Унта çитиччен-ха Прудбой ялĕ çывăхне чарăнтăмăр. Унта пирĕн тĕле нимĕçсен груз турттаракан 2 машини пырса тухрĕç. Вĕсем çултан пăрăнса кайнă иккен. Кабинăра икĕ офицер ларатчĕç – парăнтартăмăр. Кузов çине хăпартăмăр та, унта темĕн чухлĕ çар хатĕрĕ. Пире пĕр япала тĕлĕнтерчĕ: вĕсем йăлтах хамăрăннисен, этикеткисем çине вырăсла çырнă.

Сталинград патĕнче хаяр çапăçусем пынă. Совет тата нимĕç салтакĕсем пысăк çухатусем тÿснĕ. Связистсене уйрăмах йывăр пулнă. Тăтăш бомба пăрахнипе, снарядсем çурăлнипе телефон пралукĕсем татăлсах тăнă. Кирек мĕнле пулсан та çыхăнуçăсен кăлтăксене тÿрлетмеллех.

Нимĕçсем персе тăнă çĕртех командир М.Корнилова татăлнă линие юсама приказ парать. Пуçне çĕклемесĕр хайхи пралукпа юнашар шăвать. Кăлтăк патне çитесси 5 метр юлать-и, çав самантра çĕр чĕтренсе, кисренсе каять те атте тăнне çухатать. Мĕн чухлĕ выртнă – астумасть. Тăна кĕрсен урисем итлеменнине, аманнине ăнланса илет. Ку 1942 çулхи авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче пулса иртнĕ. Йывăр аманнă салтака Пензăри, каярах Тюменьти госпитале вырнаçтараççĕ. Раштав уйăхĕнчи операцире вăл купарчинчи снаряд ванчăкĕсенчен хăтăлать. 5 уйăхран киле яраççĕ. Кунта нумай тăмасть, сывалсан каллех вăрçă хирне тухса каять. Хальхинче Прибалтика фронтне лекет. Шауляй хулине ирĕке кăларнă чухне хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăлаççĕ. Кунта вăл 2-мĕш хут аманать. Ун çинчен «Вперед на Запад!» хаçатра та çырнă. Каярах Венгрие, Румыние ирĕке кăларнă çĕре те хутшăнать.

Атте вăрçăран киле костыльпе таврăнчĕ. Ури тупанĕ вăйлах аманнă. Хăрах хăлхи илтместчĕ. Апла пулсан та, атте килте! Атте чĕрĕ! Епле савăннă-ха уншăн, каласа пама çук пулăм çакă. Вăл çавăн пекех I степень Отечествăлла вăрçă орденне, «Сталинграда ирĕке кăларнăшăн» медале тивĕçнĕ.

Вăрçă хыççăнхи çăмăл мар тапхăрта та Максим Корнилов хастарлăхпа палăрнă. Ферма заведующийĕнче, бригадирта, «Октябрь» колхоз председателĕнче вăй хунă. Ăна 1991 çулта «Хисеплĕ колхозник» ятне пани те сумлă. Ял çыннисем юратнă, хисепленĕ ăна.

Атте 2001 çулхине, шăпах Çĕнтерÿ кунĕнче, куçне ĕмĕрлĕхех хупрĕ. Унăн наградисене, докуменчĕсене эпĕ типтерлĕ упратăп.

Шухăшăма вĕçленĕ май, пирĕн ялтан Сталинград фронтĕнче пулнă ытти ентешсене те палăртса хăварам: Иван Васильев, Филимон Ермолаев, Валентин Табаков, Дмитрий Краснов.

В.ЯКОВЛЕВА,
Яманчÿрел ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code