Раççей Федерацийĕн Правительствин 2020 çулхи пуш уйăхĕн 31-мĕшĕнчи 385-мĕш йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, тыр-пула /тулă, ыраш, кукуруза, урпа/ Еврази экономика союзĕн йышĕнче шутланман çĕршывсене экспорта яма 2020 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕччен чарса лартаççĕ. Çакна та палăртмалла, Раççейрен экспорта каякан тырă тĕлĕшпе кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ятарлă квота туса хунă – 7 млн тонна. Ку чухлĕ çак чĕр тавар ака уйăхĕнче чикĕ леш енне ăсаннă та ĕнтĕ.
Çак чару çĕршывра тыр-пул хакне йĕркелеме тата халăха тырă продукчĕсемпе тивĕçтерме пулăшасса шанаççĕ. Çав вăхăтрах, РФ Ял хуçалăх министерстви хаклавĕ тăрăх, чарусем патшалăх программисен тĕллевĕсене пурнăçлассине, çавăн пекех кăçалхи экспорт кăтартăвĕсене витĕм кÿмĕç.
Чăваш Енрен кăçалхи 4 уйăхра 1 пин тонна ытла тырă Польшăна, Чехипе Германие тата Латвие ăсатнă. Кăçал пуçласа Чехие тата Литвана горчица, йĕтĕн кайнă. Польшăна вара – пăри /полба/.
Чăннипе, «экспорт» теме анчах çăмăл. Мĕнле тĕрĕслевсем витĕр тухнине ку енпе вăй хуракан хуçалăхсем лайăх пĕлеççĕ. Чĕр тавар паха тата сывлăхшăн хăрушсăр пулнине çирĕплетмесĕр май килмест. Хăш-пĕр çĕршывăн тата хăйĕн требованийĕсем пур.
Сăмахран, Молдова çĕр улмие çĕрĕк чирĕллĕ /кольцовая гниль/ пулсан – йышăнмасть. Украинăшăн ку чир карантин объекчĕ шутланмасть. Çапла Украинăна ăсатма май уçăлать.
Çĕр улмисĕр, çавăн пекех севок-сухансăр пуçне чăваш тыр-пулне чикĕ леш енче аван туянаççĕ. Эппин, пахалăхĕ тивĕçтерет. Ют çĕршыва кайиччен ятарлă тĕрĕслев тухни пирки каларăм ĕнтĕ. Ку чĕр таварăн паха кăна мар, хăрушсăрлăх енĕпе те иккĕленÿ çуратмалла мар. Тыр-пул пур енлĕн йĕркеллĕ пулсан кăна Россельхознадзор ятарлă документ – фитосанитари сертификачĕ – парать. Кунта чи малтанах тыр-пулта сăтăрçăсем çуккине тĕпе хураççĕ.
Тырă хăрушсăрлăхне, çавăн пекех пахалăхне çирĕплетекен тепĕр документ вăл – тивĕçтерÿ декларацийĕ. Ăна Таможня пĕрлĕхĕн «Тырă хăрушсăрлăхĕ çинчен» техника регламенчĕ илме хистет.
Ытти çулсенче республикăра тырă управĕсене тĕрĕсленĕ май шăпах асăннă документ çукки палăрнă.
Унсăр пуçне, складсен çи виттийĕсем шыв яни, чÿречисем пулманни, алăкĕсем япăх хупăнни пирки тата ытти çитменлĕхсем пирки пĕрре мар сăмах хускатма тивнĕ. Кăçал Пăрачкав районĕнче тырра çунтармалли-сĕрмелли тата ытти япаласемпе пĕрле вырттарнăран та явап тыттарнă.
Тыр-пула экспорта ярас умĕн упракан вырăн-лапамсем те тĕрĕслев витĕр тухнă. Каламалла – ăнăçлă. Сăтăрçăсем те пулман, йĕркене те пăхăнаççĕ унта.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи тата Ульяновск облаçĕнчи управленийĕн ĕçченĕ.