Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тÿрлетÿсем кĕртрĕç

Тÿрлетÿсем кĕртрĕç

Декабрĕн 20-мĕшĕнче район администрацийĕн ларусен пысăк залĕнче Елчĕк районĕнчи Депутатсен пухăвĕн ларăвĕ иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ – районти Депутатсен пухăвĕн председателĕ Ираида Васильева ертсе пычĕ.

Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, район администрацийĕн структура подразделенийĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисем хутшăнчĕç.
Депутатсем пĕр ыйту пухса тухрĕç – «Чăваш Республикинчи Елчĕк районĕн 2018 тата планпа пăхнă 2019 тата 2020 çулĕсенчи бюджечĕ çинчен» йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç.

Йышăну проекчĕпе райадминистрацин финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина паллаштарчĕ. Тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн Елчĕк районĕн 2018 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 401,2 миллион тенкĕпе, расхутсен пайĕ 406 миллион тенкĕпе танлашмалла, дефицит – 4,8 миллион тенкĕ. Депутатсем бюджета пысăклатакан тÿрлетÿсене ырларĕç.

Е.ГЕННАДЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code