Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хытă каяш ыйтăвĕ калаçтарать

Хытă каяш ыйтăвĕ калаçтарать

Декабрĕн 19-мĕшĕнче Пĕрлехи информаци кунĕн ушкăнĕсем тĕрлĕ ял тăрăхĕсенче пулса кун йĕркине кĕртнĕ тĕп темăсем тавра калаçрĕç.

Чăваш Республикин вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕн çумĕ Алевтина Федорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Леонард Левый хутшăннă ушкăн Курнавăш, Чăваш Республикин ачасен прави енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ Елена Сапаркина Аслă Пăла Тимеш, Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн Патăрьелĕнчи территори пайĕн начальникĕн çумĕ Светлана Петрянкина Тăрăм ял тăрăхĕсенче пулчĕç. Ертÿçĕсем халăхпа, предприятисемпе организацисен тата шкулсен коллективĕсемпе тĕл пулса 2019 çулта ялта пурăнакан пенсионерсен укçи-тенкине ÿстерессипе, РФ Правительствин 2018 çулхи декабрĕн 7-мĕшĕнчи 2713-р номерлĕ Хушăвне тишкерессипе, Владимир Путин Президент Пĕтĕм Раççейри «Единая Россия» политика партийĕн XVIII съездĕнче палăртнă Раççей Федерацийĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тĕллевĕсемпе, РФ страховани фончĕн «Тÿрĕ тÿлевсем» пилотлă проектне 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Чăваш Енре пурнăçа кĕртме пуçлассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă.

Çĕнĕ çул тата Раштав уявĕсенче пушар хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнас ыйтăва та хускатрĕç. Халăха уйрăмах çивĕч калаçтаракан, кăмăлсăрлантаракан тема – йăлара пухăнакан хытă каяшсемпе ĕçлемелли çĕнĕ йĕрке, ăна турттарассипе çыхăннă тÿлевсем. Хытă каяшсемшĕн тÿлемелли хак /пĕр çыншăн 74,44 тенкĕ/ хуларипе пĕр евĕр пулни калаçтарать кашнинех. Ку ыйтăва паян правительство шайĕнчех сÿтсе яваççĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе ирттернĕ тунтикунхи канашлура ялсенчи хака чакарма пултарассине палăртнă, çакă ялта каяшсен калăпăшĕ хуларинчен пĕчĕкрех пулнипе çыхăннă. Пăшăрхантаракан тепĕр ыйту – каяшсемшĕн укçа хывнă чух банкăн /20 тенкĕ/ тата почтăн /10 тенкĕ/ комисси тÿлевĕ пысăк пулни. Михаил Васильевич ку енĕпе те тивĕçлĕ марăсем йышăнмаллине палăртнă – пĕрлехи регион операторне яваплă организацисемпе килĕшÿ туса комисси тÿлевне чакарма хушу панă, комисси тÿлевĕ 3 тенкĕрен ытла пулмалла мар. Канашлура çавăн пекех каяшсене калăпăшне мар, виçине тĕпе хурса пухассине ĕçе кĕртме, халăх хушшинче ăнлантару ĕçне тивĕçлипе пурнăçлас тĕллевпе клиентсемпе ĕçлекен специалистсен йышне ÿстерме сĕнÿ пулнă.

Елена ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code