Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ящур чирĕ те хăратать

Ящур чирĕ те хăратать

Ящур – хăвăрт сарăлакан тата ерекен чир.

Унпа ĕне-выльăх, сурăх-качака, сыснасем чирлеççĕ. Вăл çынна та ерме пултарать. Çамрăк выльăхсем чире йывăр ирттереççĕ е вилеççĕ. Лашасене вăл ермест.

Ящура пуçарса яракан вирус темиçе тĕрлĕ пулма пултарать: А, О, САТ-1, САТ-2, САТ-3 тата Азия-1. Вирус пысăк температурăра хăвăрт вилет, сивĕре вара нумай вăхăт упранать, чире пуçарса ярать. Вăл апат, автотранспорт, шыв е выльăха пăхнă чухне усă куракан витре-кĕреçе урлă та ерме пултарать. Ящурăн инкубаци тапхăрĕ 1 кунран пуçласа 7 куна çитиччен тăсăлать, хăш-пĕр чухне 21 куна та çитет. Пĕрре пăхсан выльăх чирлĕ пек те курăнмасть, анчах чир унпа юнашар тăракан выльăха ерет. Ящурăн паллисем çапла пулаççĕ: ĕне-выльăх апат çими пулать, сахал кавлет, сĕлекине юхтарать, ÿт температури 40,5-41,5 градус таран ÿсет, вăл йăвашланать, каярахпа апат вуçех те çими пулать. 2-3-мĕш кунхине çÿлти тата аялти тутисен шал енне, чĕлхи çине /хăш-пĕр выльăхăн чĕрни çумĕнче/ малтан шывпа тулнă хăмпăсем тухаççĕ. Вĕсем 12-14 сехетрен çурăлаççĕ те эрози пулать. Хăмпăсем шăтнă хыççăн ĕне выльăхăн ÿт температури чакать, сĕлеки ытла вăйлă /кунне 2-4 литр таран/ юхма тытăнать.

Сыснасем малтан вĕриленеççĕ, апат çимеççĕ, урисен ÿчĕ çинче хĕрлĕ тĕслĕ ыратакан шыçăсем, кайран шывпа тулнă хăмпăсем пулаççĕ, ун хыççăн эрози пуçланать. Сыснасем уксахлаççĕ, хăш-пĕр чухне урисен чĕрни ÿкме пултарать. Шывпа тулнă хăмпăсем час-часах сыснан сăмси вĕçне, хырăм айне тухма пултараççĕ. Аталанса çитнĕ сыснасен чирĕ 8-25 куна тăсăлать, çамрăк çурасем чирлесен вĕсен 60-80 проценчĕ 2-3 кун хушшинче вилме пултарать.

Хăрушă чире район территорине кĕртес мар тесен çак йĕркесене çирĕп пăхăнмалла:

Хуть хăш выльăха та зоогигиена нормисемпе тата правилисемпе килĕшÿллĕн пăхса усрамалла, апата ют регионсенчен кÿрсе килмелле мар, ăна илсе килнĕ пулсан пĕçерсе е пăшăхтарса анчах çитерме юрать, витесене кĕрекен алăксем умĕнче йывăç ешчĕксенчен дезоматсем туса вырнаçтармалла, ун çине пусса кĕмелле, ют çынсене витене кĕртме юрамасть.

Выльăхсене ветеринари справки пулсан анчах сутăн илме юрать, туяннă выльăха ял тăрăхĕн администрацийĕнче тата районти ветеринари станцийĕнче регистрацилемелле, 30 кун хушши уйрăм усранă /çак вăхăтра диагностикăлла тĕпчевсемпе профилактикăлла прививкăсем тумалла/ хыççăн анчах витери е фермăри ытти выльăхсемпе хутăштарма юрать.

Килти е фермăри выльăха кашни кун сăнаса тăмалла. Енчен те выльăхран малтан каланă пек ящур чирĕн паллисене асăрхарăр пулсан ветеринари специалисчĕсене чĕнсе илмелле.

Выльăхсене аш-какай валли пусиччен ветеринари специалисчĕсене кăтартмалла, какая экспертиза витĕр кăларнă хыççăн анчах çиме юрать.

М.ПЕРЕПЕЛКИНА,
районти ветстанцири аптека заведующийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code