ХХ-мĕш ĕмĕрти чи хăрушă та тискер вăрçăра çĕнтернĕренпе кăçал 75 çул çитнине паллă турăмăр. Тăшмана çапса аркатассишĕн çапăçнă салтаксемпе офицерсенчен Кушкăра çуралса ÿснĕ 230 яхăн яш-кĕрĕмĕн /вĕсенчен 3 хĕр упраç/ тÿпи те калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ. Юнлă вăрçă хирĕнче 105 ентеш ĕмĕрлĕхе куçĕсене хупнă. Вĕсен вăтам ĕмĕрĕ 33 çулпа çеç танлашайнă. 1418 куна тăсăлнă хаяр вăрçăран таврăннă 119 салтакран 4-шĕ 90 çул урлă каçса вилнĕ. Шел пулин те 2014 çулта пирĕнтен юлашки ветеран уйрăлса кайса канлĕх тупрĕ.
Историе ылтăн сас паллисемпе çырăнса юлнă хăш-пĕр ветерансене асăнса хăварам-ха халĕ.
Варсонофий Федорович Дергунов. 1910 çулхи апрелĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ахăр саманан малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. 1941 çулхи ноябрĕн 7-мĕшĕнче Октябрьти Аслă революцие халалланă парада хутшăннă, нумай медале тивĕçнĕ. Мирлĕ вăхăтра юхăннă ял хуçалăхне ура çине тăратассишĕн ырми-канми ĕçленĕ, бригадир та пулнă.1971 çулта пурнăçран уйрăлнă.
Федор Филиппович Рыбкин. 1916 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче çуралнă. Фронтра 395-мĕш уйрăм транспорт батальонĕн 57-мĕш транспорт полкĕнче шофер пулнă. Ăна икĕ хутчен «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн», «Сталинграда хÿтĕленĕшĕн», «Берлина илнĕшĕн» медальсемпе наградăланă. 1945 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче иртнĕ Çĕнтерÿ парадĕнче утнă. 1980 çулта çĕре кĕнĕ.
Паян та Кушкă каччисем асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхне, Çĕнтерÿ парачĕсене хутшăннисен эстафетине малалла тăсаççĕ. Тĕрлĕ çулсенче Максим Бакин, Максим Иванов /амăшĕ И.Мустукова, Патăрьел районĕнчи Ульяновка ялне качча тухнă/ Мускаври Хĕрлĕ площадьре стройпа утни вĕсенче мăнаçлану çуратнах. Кирилл Трофимов вара 4 /!/, Роман Пыркин икĕ хутчен тивĕçлĕ пулнă парада хутшăнма. Роман – Аслă Петр ячĕллĕ Раççей стратегиллĕ ракета çарĕсен академийĕн курсанчĕ.
Кушкă ялĕн мухтава тивĕçлĕ паттăрĕсемпе эпир мăнаçланатпăр, вĕсене яланах асра тытатпăр.
Ю.ГОРДЕЕВ.