«Яманчурино» сахал яваплă обществăри уй-хир ĕçченĕсем черетлĕ вырмара та яланхи хастарлăхпа тимлеççĕ. Кĕске вăхăтра вĕсем 12000 центнер тĕш тырă çапса тĕшĕлеме пултарнă. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç хальлĕхе 38,3 центнерпа танлашать.
Ял хуçалăх предприятийĕн директорĕ Владимир Рахмуллин уй-хирти ĕç кал-кал пынипе, тыр-пул тухăçĕпе кăмăллă.
– Пÿлмесем тулли пуласси куç умĕнче. Тухăç иртнĕ çулхинчен чылай пысăкрах, – тесе каласа кăтартнă вăл Яманчÿрел уй-хирĕнчи лару-тăрупа паллашма пырса çитнĕ район администрацийĕн пуçлăхне Николай Миллина. Николай Петрович уй-хир ĕçченĕсене яваплă ĕçе инкек-синкексĕр ирттерсе яма ăнăçу суннă.
Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕ хуçалăхра 1800 гектар йышăнать. Ĕнерхи кун тĕлне тыр-пула 302 гектар çинчен /вырнин 67 процентне/ пухса кĕртнĕ. Уй-хирте 4 комбайн хуçаланать. Штурвалсем шанчăклă çынсен аллинче. Вĕсем: Сергей Васильев, Алексей Марков, Владислав Васильев тата Юрий Сергеев. Николай Егоровпа Владимир Сергеев механизаторсем малтан тыр-пула вырса валемсене кушăхтарма хываççĕ.
– Пысăк тухăç вăрттăнлăхĕ мĕнре; – тесе ыйтсан Владимир Сергеевич шухăшласа тăмасăрах:
– Çĕнĕ сортсемпе ĕçленин усси пысăк пулнине кашни çулхи тĕслĕхре ăнланса пыратпăр. Ял хуçалăх культурисене акнă хыççăн кирлĕ пек вăй илме, аталанма çанталăк условийĕ те кăçал тивĕçтермелли пулчĕ, – тенĕ.
«Яманчурино» ОООра кăçал пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсен лаптăкĕсене 40 процент таран элита репродукцири вăрлăхпа варăнтарнă. Директор шухăшĕпе, ку чухне вăрлăх валли укçа-тенкĕ нумай тăкакласран та хăрамалли çук. Мĕншĕн тесен элита репродукцири вăрлăх туяннин самай пысăк пайне патшалăх каялла тавăрса парать.
Светлана АНАТОЛЬЕВА.
Е.ИГНАТЬЕВА сăн ÿкерчĕкĕнче: район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин Владимир Рахмуллин директорпа пĕрле хуçалăх уйĕнче.