Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă

Кипеç ялĕ мĕнле пуçланса кайни çинчен ваттисем каласа хăварнине халĕ никам та астăвакан çук. Истори материалĕсем тăрăх çеç тупсăмне тупма пулать. XVII ĕмĕр варринче ун чухнехи Сĕве уесĕн Кармами вулăсне кĕнĕ Кипеч ялĕнчен /халĕ Канаш районĕ/ Апанаспа Эштепен хăйсен тăванĕсемпе Кĕçĕн Пăла тăрăхĕнчи вĕтлĕхпе ÿссе ларнă шурлăхлă тăлăх хире куçса килеççĕ. Вĕсем ялсене Пакăшьел /вырăсла Апанасово/ тата Кипеç /Эштебенево/ ятсем параççĕ. Кипеçре 1710-1719 çулсенче 3, Пакăшьелĕнче 1710 çулта 11, 1719 çулта 6 кил /çак хушăра пĕрре пырса кĕрсе 6 тухса кайнă/ пурăнни паллă. Чылай çул иртсен çак икĕ община хăйсен çĕрĕсене пĕрлештерсе шыв хĕррине, хальхи ял вырăнне, куçса лараççĕ. Ялсен вырăсла ячĕсем тăрса юлаççĕ, чăвашлисенчен «Пакăшьел» майĕпен манăçа тухать, Кипеç анчах тăрса юлать. Сăмах пĕр йĕр хăвармасăр пĕтмест. Тăрăмпа Кипеç çĕрĕсене Пакăшьел варĕ уйăрса тăрать. Кипеç – авалхи чăвашсен çул çÿревçисен туррин ячĕ.

Ял пуçланса кайни çинчен халап та çÿрет. Апанас /хушамачĕ, тен, Пятишев пулнă/ ятлă чăваша патша хăйне Хусана илнĕ чухне пулăшнăшăн Пăла тăрăхĕнче нумай çĕр уйăрса панă пулать. Çак çĕр çинче унăн Эштепенпе Тимеш ятлă ачисем çĕнĕ ялсем пуçласа яраççĕ /Апанасово-Эщебенево, Апанасово-Темяши/.

Патша правительстви Степан Разин пăлхавĕ хыççăн 1697 çулта чăвашсене тимĕрçĕ лаççисем тытма чарать те вĕсен хушшине çак ĕçе пĕлекен вырăссене куçарма тытăнать. Çав вăхăтра Кипеçе Чикмерен икĕ пĕр тăван тимĕрçĕ Лаптевсем килнĕ. Каçал ханĕн Кĕтне тăрăхĕнчи çĕрĕсем çинче тыткăна лекнĕ вырăс салтакĕсем ĕçлесе пурăннă. Хусана илнĕ хыççăн вĕсене таврари ялсене саланса пурăнма ирĕк панă. Тутарстанри вырăс Каркаларĕнчен Голубевсем, Комсомольски тăрăхĕнчи Эткертен Ашмаринсем куçса килнĕ теççĕ. Вĕсене çавăнпа чăвашсем «Хусан е тутар вырăсĕсем» тенĕ.

Тĕп ял вырăнĕнче пĕр енлĕ Кĕрепле касси, унтан хĕвел анăçнелле çырма тăрăх икĕ енлĕ Аялкас пуçланса каяççĕ. Аялкас Тарăнвар хĕррине çитсессĕн, çĕнĕ çуртсене 1924 çулта Çÿлтикасса лартма тытăнаççĕ. Демографие пăхсан çапларах: 1926 çул пуçламăшĕнче 54 килте 276 çын пурăннă, çав шутран 25 килте 92 вырăс, 1958 çул тĕлне 68 килпе 309 çын таран ÿссе çитет те чакма тытăнать. 1994 çул пуçламăшĕнче: 45 кил, 130 çын. 2020 çулта 43 килте 25 çын пурăнать.

Хушаматсен пĕр пайĕ халăх хушшинчи ятсенчен пулса кайнă /Долгов, Сверчков, Краснов, Чернов/. Старостин хушамата учитель тупса панă. Смирнов, Ласточкин, Польский хушаматсене хуçисем хăйсем суйласа илсе çыртарнă. Ĕлĕкхи ятсем: Маçак, Метюк, Пăрттик, Тимĕркке, Чĕкеç, Шавас…

1831 çулта пулнă Киселев реформи хыççăн община çĕрĕн пĕр пĕчĕк пайне касса илеççĕ /общественные запашки/. Туса илекен тыррине усрамашкăн В.Краснов пралукне уйрăм кĕлет /макаçей/ лартса хураççĕ. Тырри резерв фондĕнче шутланса тăнă: кивçен панă, инкеке лекнĕ çынсене пулăшнă. Патшалăхран ун чухне нимĕнле пулăшу та пулман.

1924-1935 çулсенче çак ĕçе крестком /СККОВ/ туса пырать. Ăна кашни пусăрах 3-шер гектар çĕр уйăрса панă. Ун чухне хир виçĕ пусăллă çеç пулнă. Кресткомра В.Ашмарин, А.Сироткин, И.Иванов ĕçлени паллă. Çак çулсенче патшалăхран виçĕ инвалид – Н.Мазякин, Ф.Моисеев, Г.Краснов пособи илсе тăнă.

Колхоза кĕриччен кашни çын хăйĕн ят çĕрĕпе тăранса пурăнма пултарнă. Колхозра вара çĕрĕн çак пĕлтерĕшĕ пĕтет. Çавна пулах 1930-1931 çулсенче ĕç кунĕпе валеçĕнекен тыррăн пĕр пайне ятак тăрăх та панă. Ку ĕçе çийĕнчех чарса лартаççĕ. Пĕччен ватăсемпе нумай ачаллă çемьесем аптăрама пуçлаççĕ. Çавăн пек хуçалăхсене 1935-1957 çулсенче колхозри пулăшу касси пулăшса пырать. Патшалăх та 1935-1940 çулсенче тырăпа ссуда парса тăрать. 1957 çултанпа Совет правительстви çак ĕçе хăй çине илет, пенси-пособи тÿлессине хресченсене рабочисемпе танлаштарать.

1936 çулта патшалăх нумай ачаллă çемьесене пособи пама тытăнать. Асăннă çăмăллăха ялта чи малтан Н.Мазякин /8 ачашăн/, Н.Лаптев, В.Владимиров, А.Ашмарин, Г.Старостин, А.Никитин, М.Назаров, И.Иванов /7-шер ачашăн/ илеççĕ.

Ĕлĕкхи Кипеçсем, çĕр пысăккине пула, унпа туллин усă курма вăй çитереймен. Çавăнпа та 1863 çулхи реформа вăхăтĕнче общинăн хĕвел анăç енчи икĕ пуссине куланай тÿлейменшĕн Çĕнĕ Пăвасене касса параççĕ. Ял çинче çав çĕре Пăва пуянĕсене ылтăн йĕвенле /пурçăн тилхепеллĕ/ сутса янă пулать. Çакăн хыççăн ял çĕрĕ 631 теçеттин тăрса юлнă. 1936 çулта патшалăх «Свобода» колхоза ĕмĕрлĕхе актпа 642 гектар çĕр çирĕплетсе парать.

Кипеçĕн тикĕс уй-хирĕ кÿршĕ ялсен çĕрĕсенчен Пакăшьел варĕпе тата Тарăнварпа уйрăлса тăрать. Кăнтăр чиккинче Сайрахва /Сайра/ текен вĕтлĕх пулни çинчен те калаçаççĕ. Кĕçĕн Пăла тăрăх 7 гектар çинче Малтиут сарăлса выртать…

Кипеç ялĕн историйĕнче Иван Петрович Краснов /1878-1935/ манăçа тухмалла мар йĕр хăварнă. Вăл суха тунă чухне йăрана канма выртса çывăрса каять. Çавăн хыççăн ăна асат хуçса пăрахать, авăннă çурăм шăммине никам та тÿрлетеймест, ирĕксĕрех аллисене шакмак тытса тăватă уран çÿреме тытăнать. Çапах сусăрланнă çын çухалса каймасть, хăйĕн хуйхи-суйхине ĕçпе пусарса пурăнать: çăпата хуçать, сĕтел-пукан ăсталать, сад пахчи ÿстерет, тĕрлĕрен курăксен шывĕнчен хатĕрленĕ эмелсемпе çынсемпе выльăхсене сиплет.

Паллах, çак ĕçре ăна тăванĕсемпе кÿрши-арши те пулăшнă. Вăл питĕ нумай юмах пĕлнĕ, юрлама юратнă. Хăй ăсталанă сĕрме купăспа выляса тата юрласа ĕçкĕсемпе туйсене илем кÿнĕ.

Кипеçре ял Канашĕ 1918-1927 çулсенче ĕçлет. Ăна ертсе пыракансем Константин Лаптев, Капитон Смирнов, Михаил Лаптев пулнă. Ял Советне чухăнсен ушкăнĕ – Андрей, Иван, Афанасий Голубевсем, Исай Иванов, Егор Смирнов, Василий Владимиров, Никита Мазякин пулăшса пынă.

Кипеçре «Свобода» ятпа колхоз 1929 çулхи утă уйăхĕнче чăмăртаннă. Пĕрремĕш председатель – Михаил Лаптев. 1950 çулхи çурла уйăхĕнче «Вперед» хуçалăхпа – Тăрăмсемпе пĕрлешнĕ.

Историри чи хаяр, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе çыхăнман пĕр кил те çук пулĕ. Унта Кипеçрен 85 çын хутшăннă. Вĕсенчен Н.Матвеев, Р.Ашмарина, Е.Голубева, С.Мазякина, К.Мазякина /пăравус машинисчĕн пулăшаканĕ пулнă/, В.Ашмарин, К.Лаптев, Ф.Моисеев граждан вăрçинче, А.Красновпа В.Лаптев, Н.Мазякин финсемпе çапăçса та тар шăршласа курнăскерсем пулнă.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи ялти 47 çыннăн пурнăçне татнă. 32 хĕрарăма упăшкасăр, 75 ачана ашшĕсĕр тăратса хăварнă. Арефий Никитинăн – 7, Михаил Назаровпа Георгий Старостинăн 6-шар, Василий Красновăн 5 ача пулнă. Ентешсенчен 1941 çулта – 3-н, 1942 çулта – 27-н, 1943 çулта – 9-ăн, 1944 çулта – 4-н, 1945 çулта 4-н паттăрла вилнĕ, 22-шĕ хыпарсăр çухалнă. Вăрçа хутшăннисен кашнин ятне Тăрăмри палăк çине çырса хунă, республикăри Астăвăм кĕнекине кĕртнĕ.

Пĕр çемьере пулнă йывăр çухатусене аса илмесĕр çуках. Вĕсен хушшинче пĕр тăван Павел, Андрей, Семен Владимировсем, Иван, Николай, Михаил Лаптевсем, Геннадий, Гаврил, Николай Мазякинсем. Икшер çын пуçĕсене хунисен çемйисем – çиччĕ.

Г.Кириллов, А.Голубев, А.Краснов, М.Васильев, М.Никитин, П.Никитин командирсемпе политработниксем пулса çапăçнă.

Вăрçăра хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн нумай ентеше орден-медальпе наградăланă. Çапах та Александр Мефодьевич Сверчковăн /1924-1970/ упранса юлнă Тав çырăвĕсене асăнса хăварас килет:

19.02.1944 ç. – Коми хулине ирĕке кăларнăшăн;
26.06.1944 ç. – Орша хули çывăхĕнче нимĕçсен оборонине татнăшăн;
03.01.1944 ç. – Минск хулине ирĕке кăларнăшăн;
18.07.1944 ç. – Гродно хулине ирĕке кăларнăшăн;
23.10.1944 ç. – Хĕвел тухăç Пруссине пырса кĕнĕшĕн;
20.12.1944 ç. – Пилькаллен районĕнче нимĕçсен оборонине татнăшăн;
17.02.1945 ç. – Хайлигенваль хулине илнĕшĕн;
09.04.1945 ç. – Кенигсберг крепоçне тытса илнĕшĕн;
23.08.1945 ç. – Маньчжурири çапăçусене хутшăннăшăн.

Паллах, Тав çырăвĕсемпе чыслани сумлă-ха. Апла пулин те, хăш-пĕр çар операцийĕсемшĕн ăна награда пама «манса» кайнă пулинех?

Çĕнтерĕве тылра ĕçлекенсем те туптанă, ăнăçлăха шанса тăрса пысăк хастарлăхпа чăтăмлăх кăтартнă. Ял çыннисем хăйсене панă поставкăсене татса пынă, вăрçă налукне тÿленĕ, заем çырăннă, юлашки укçи-тенкине оборона фондне хывма та хĕрхенсе тăман. Хăйсем вара тăраниччен çăкăр çиеймен, мĕн пур апата çĕр улмипе саплаштарнă. Краççын, шăрпăк, тăвар, супăнь çитмен. Хутма çуккипе икшер çемье пĕрле хĕл каçнă. Чĕпкуçĕпе хĕрарăмсем ĕç тунă, ачасем урока хатĕрленнĕ. Хăшĕ-пĕри çăпата çуккине пула шкула çÿреймен. Сикекен чирсем сарăлнă. Çак йывăр вăхăтра Кипеçре эвакуаци йĕркипе куçса килнĕ вырăссем, еврейсем, эстонецсем пурăннă. Вăй çитнĕ таран пурте пулăшнă вĕсене. Химер Лехте эстонка Е.Краснова патне иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсем вĕçĕчченех çырусем çырса тăнă.

Комсомолецсем ертсе пынипе Кипеç ялĕнче 1927-1935 çулсенче вулав çурчĕ ĕçленĕ. Уншăн уйрăм çурт туса лартайман, пĕр пушă пÿртрен тепĕрне куçарнă.1931 çулхи чÿк уйăхĕн 9-мĕшĕнче вулав çуртĕнче П.Лаптев ял халăхне пуçласа кино кăтартать. Радиоприемник туянса параççĕ. Спектакльсемпе концертсем лартма пĕр тăван Степан, Гаврил, Александра, Надежда Лаптевсем, И.Краснов, А.Дмитриев, А.Сироткин, И.Ласточкин, Н.Филимонов, Е.Сверчкова, М.Чернова активлă хутшăнаççĕ.

1936 çулта колхоз правленийĕ аслă çул хĕрринчи хальхи киоскран аякра мар вырнаçнă шкул çурчĕ çумне клубпа библиотека туса лартнă. Хăй вăхăтĕнче пĕчĕк ялсене «малашлăхсăр» тесе палăртнăран-и, 1975 çулта клуб хупăнать, çуртне вутта сутса яраççĕ. Клуб заведующийĕсем пулса С.Лаптев, П.Назаров, Г.Лаптев, Г.Киселева /Горшкова/, А.Кириллова, С.Ашмарина ĕçленĕ. Шкулта 1927-1934, 1944-1953, 1954-1983 çулсенче çеç вĕрентнĕ. Халĕ ялта нимĕнле социаллă объект та çук.

Кипеçри патвар çынсенчен пĕри Никита Мазякин /1890-1935/ пулнă. 1-мĕш тĕнче вăрçинче вăл алла-аллăн çапăçса темиçе нимĕçе çĕнтернĕ. «Чĕлхе» тытса килнĕшĕн ăна Георгий хĕресне параççĕ, аялтан вĕçсе пыракан тăшман самолетне винтовкăран персе ÿкернĕшĕн иккĕмĕш хĕресе тивĕçет. 3 çула яхăн тыткăнра пĕр генерал патĕнче тарçăра ĕçлесе нимĕçле вĕренсе çитет. Вăрçăран таврăнсан ялта çĕр ĕçĕпе пурăнать, акатуйсенче кĕрешсе паттăра тухса пырать. Пĕринче хаклă парнене – сăмавара тивĕçет.

Кипеçсем пĕр çулхине Юхма пасарĕнчен таврăннă чух Пăвасен акатуйне чарăнаççĕ. Митюк чăтса тăраймасть, кĕрешме сиксе тухать. Паттăра тухнăскер парнене – чăх çăмартисене халăх çине вăркăнтарать те, урапи çине ларса лашине ялалла хăвалать.

Никитинсем

Пĕчĕк хуранăн пăтти тутлă теççĕ те, Кипеçрен паллă çынсем сахал мар тухнă: наука кандидачĕсем – Владимир Голубев, Алексей Кириллов, Сергей Назаров, тава тивĕçлĕ ятлисем – Лидаида Таллерова учитель, Галина Горшкова культура ĕçченĕ, Леонтий Назаров, Владимир Старостин, Елизавета Старостина орденоносецсем, Елена Мазякинăпа Олеся Старостина Раççей спорт мастерĕсем, Виталий Федотов инженер-авиаконструктор. Çак йышра Никитинсен йăхĕ те ял сумлăхне çĕклет.

Лидия Степановна /1927-2011/
Хăйĕн ĕмĕрне ачасене вĕрентес ĕçе халалланă – Шупашкар тата Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи шкулсенче 34 çул биологипе хими предмечĕсене ертсе пынă. РСФСР тава тивĕçлĕ учителĕ, СССР Çут ĕç министерствин, РСФСР Президиумĕн Аслă Канашĕн, Пĕтĕм Раççейри çут çанталăка сыхлакан обществăн Хисеп грамотисене тивĕçнĕ.

Александр Степанович /1937-1995/
Новосибирскри юхан шыв транспорчĕн институтне пĕтернĕскер, Çĕпĕрти патшалăх проект институчĕн директорĕ, тĕп директорĕ пулса ĕçленĕ. Классикăлла майпа кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ. «Хисеп Палли» орденĕн кавалерĕ.

Геннадий Степанович /1939 ç.ç./
Мари Эл республикинче комсомол, парти тытăмĕнче ĕçленĕ хыççăн, «Кристалл» конструктор бюровĕнче тĕрлĕ должноçра вăй хунă. 1991 çултан – «Геникс» наукăпа производство фирмăн тĕп директорĕ. Марий Эл Патшалăх премийĕн лауреачĕ, «Йошкар-Олари чи лайăх менеджер» ятпа, «ВВЦ лауреачĕ» ылтăн медальпе чысланă.

Виталий Степанович /1934-2001/
Двинскри /Латви/ СССР сывлăш çарĕсен радиотехника училищине пĕтернĕ. Кăнтăр Узбекистанри опытпа шырав экспедицийĕн отрячĕн инженер-геофизикĕ, начальникĕ пулнă. Тюмень тăрăхĕнче нефть вырăнĕсене тĕпченĕ. Çĕр айĕнчи пуянлăха тĕпчес тĕлĕшпе 19 изобретени ĕçе кĕртнĕ. Вăлах нефтяниксен пăралу установкин паллă «УИ-1» прибор авторĕ.

Владимир Михайлович /1938 ç. ç./
КПСС Тĕп Комитечĕн аслă шкулне пĕтернĕ. Мари АССРĕнчи вăрман хуçалăхĕнче ĕçленĕ. Киров облаçĕнчи Юрьянск парти райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ, райĕçтăвком председателĕ. 1991-1998 çулсенче – облаçри пенси фончĕн управляющийĕ. Облаçри халăх депутачĕсен Канашĕн депутачĕ. Классика енĕпе кĕрешессипе СССР спорт мастерĕ.

Анатолий Михайлович /1948 ç. ç./
Пĕтĕм Союзри юридици институтĕнче, Горькинчи партин аслă шкулĕнче пĕлÿ пухнă. Заводсемпе фабрикăсенче тĕрлĕ ĕçре, Кироври парти обкомĕн пай инструкторĕнче, заведующийĕнче, «Физприбор» заводăн партком секретарĕнче, хулари Агропромбанкăн регионти филиалĕн экономика хăрушсăрлăхĕн пуçлăхĕнче тăрăшнă. «Çарти хастарлăхшăн» медальпе, ВЛКСМ Центральнăй Комитечĕн Хисеп грамотипе наградăланă.

Мĕнле сывлать ял паян?

Кипеç ялĕ витĕр асфальтлă çул выртать, «Елчĕк-Курнавăш» маршрутпа автобус çÿрет те, район центрне кайса килме питĕ меллĕ. Ялта пурăнакансем пурте тенĕ пекех «Рассвет» ЯХПКра ĕçлеççĕ. Хресчен /фермер/ хуçалăхĕсем çук кунта. Ара, кооперативра та аванах тÿлеççĕ – вăтам ĕç укçи 24 пин те 136 тенкĕпе танлашать. Тăрăм ял тăрăхĕн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх ялта 2018 çултанпа пĕр ача та çуралман. Хĕрарăмсенчен чи асли Вера Назарова – 87-ре, арçынсенчен Владимир Краснов – 84-ра. 15 ача, 20 пенсионер.

Çапах та, цифрăсем шухăшсен авăрне туртаççĕ пулин те, ял çыннисем тулли шухăш-ĕмĕтпе пурăнаççĕ. 20 яхăн ĕне усраççĕ. Валерий Ивановпа Георгий Старостин виçшер, Федосия Красильникова, Вера Смирнова, Ирина Аввакумова, Валерий Сергеев икшер ĕне тытаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев тунă пуçарупа – уйрăм хушма хуçалăхра сăвăнакан ĕне усракансене субсиди панипе питĕ кăмăллă вĕсем. Тепĕр тесен, ĕне выльăха кĕтÿре пăхса ăшталанасси те çук – çак ĕçе электрокĕтÿçе «шанса панă» вĕсем.

Ялти нумай ачаллă çемьесенчен пĕри – Кудринсем. Ашшĕ-амăшĕ ĕçреччĕ, асли – хĕрĕ – кукамăшĕ патĕнче хăнара иккен. Эпир вара Юля аппана кĕçĕн мăнукĕсемпе сăн ÿкерĕнме ыйтрăмăр.

– Халĕ çаксемпе савăнса пурăнатпăр эпир, – тет ĕмĕрне хуçалăхра тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пенсие тухнăскер.

Александровсем вара усрав ачасене кил ăшши парнеленипе паллă – 8-ăн вĕсем. Владикпа Настя пурнăç çулĕ çине тухнă ĕнтĕ. Кристина амăшĕпе пĕрле хуçалăх столовăйĕнче, Андрейпа Алеша йĕтемре ĕçлеççĕ. Нумаях пулмасть Алешăна курма тесе Улатăрти ача çуртĕнчен юлташĕ – Толя килнĕ.

– Пире «папа, мама» теме пуçларĕ тÿрех, «никуда не уйду отсюда» терĕ, – пĕлтерет кил хуçи Петр Николаевич. – Вăл та йĕтемре тăрăшать.

Кĕçĕннисем – Ангелина, Арина, Сергей валли те килте ĕç тупăнать.

Ял çыннисем «Елчĕк ен» хаçатпа туслине 20 çул почтальонкăра ĕçлекен Антонина Бернс урлă пĕлтĕмĕр. Çирĕме яхăн çемье илсе тăрать ăна.

Пурăнать-ха ял…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code