Террора хирĕç кĕрешмелли кун – сентябрĕн 3-мĕшĕнче кашни çулах Раççейре террора пула пурнăçран уйрăлнисене, мирлĕ пурнăçшăн пуç хунă йĕрке хуралĕн ĕçченĕсене аса илетпĕр. Шăпах 14 çул каялла Çурçĕр Осетири Беслан хулинчи 1-мĕш шкула террористсем çавăрса илнĕ.
Çак кун районти шкулсенче тĕрлĕ занятисем, «Эпĕ терроризма тата экстремизма хирĕç» ятпа класс сехечĕсем, вулавăшсенче «çавра сĕтелсем» йĕркеленĕ.
Хальхи вăхăтра терроризмпа кĕрешесси тĕп ĕçсенчен пĕри пулнине шута хурса вĕрентекенсем çапларах палăртаççĕ:
– Ачасене инкек хăрушлăхĕ пирки анчах мар, террор ĕçĕceне тăвакансен явап тытма тивнине те ăнлантаратпăр. Ачасем килте те тимлĕхре пулмалла – вĕсем социаллă сетьсенче мĕнле ушкăнсенче ларнине, мĕнпе интересленнине ашшĕ-амăшĕн сăнасах тăмалла.