Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çынна ĕç илем кỹрет

Çынна ĕç илем кỹрет

Кушкă ялĕнчи Петр Васильевич Хмелев пурнăçа тăван ялпа çыхăнтарнă. Кашни кун ирхине ирех тăрать пулин те ялта ĕçлесе кун кунланăшăн пĕрре те ỹкĕнмест вăл.

Петя ялти шкултан вĕренсе тухсан Шупашкарти Чăваш патшалăх университетĕнче филологипе культура факультетĕнче ăс пухнă. Кунта вăл чăваш эстрада çăлтăрĕпе, Алексей Московскийпе, пĕр курсра вĕреннĕ, пĕр çул маларах вĕренекен тепĕр çăлтăрпа, Алексей Шадриковпа çывăх туслашнă.

Университетран ăнăçлă вĕренсе тухнă хыççăн вăл яла таврăнать. Колхозсем саланса ĕç вырăнĕсем чакса пынă чух халăхран сĕт пуçтарассине йĕркелесе яма шутлать. Халăхран сĕт пуçтарасси çăмăл мар. Ял-йышпа пĕр чĕлхе тупма пĕлмелле, продукцие вырăна вăхăтра çитермелле. Сивĕре сĕт шăнма, ăшăра йỹçĕхме пултарать-çке.

Сĕт пуçтарас ĕçре тимленĕ вăхăтра ял халăхĕ Петр Васильевича «Кушка» ЯХПК ертỹçи пулма çирĕплетрĕ. 2007-2012 çулсенче ăнăçлă ертсе пычĕ хуçалăха çамрăк. Ертỹçĕре ĕçленĕ хушăра та сĕт пуçтарма чарăнмарĕ вăл, «молоковозне» çывăх юлташне шанса парса çак ĕçе малалла йĕркелесе пычĕ.

Çамрăк председатель 2007 çулта Валерий Георгиевичпа Мария Леонтьевна Зайцевсен хитре те сăпайлă хĕрĕпе çемье çавăрать. Арăмĕ, Надежда Валериевна, ялта пурăнма килĕштерет. Экономист-финансист профессине алла илнĕскер, пĕр вăхăт «Кушка» хуçалăхра тимлерĕ, халĕ пĕчĕк пепкепе килте.

Петр Васильевич предприниматель ĕçне пуçăнни 14 çултан та иртрĕ пулĕ. Паянхи кун 3 ялтан сĕт пухать вăл.

Ялта пулса иртекен массăллă мероприятисенчен те пăрăнса юлмасть усламçă. Кашни çулах çурхи уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ хыççăн Акатуй уявне туса ирттерессине те хăй çине илнĕ вăл. Тĕрлĕрен уявсене ирттерме ăна юлташĕсем А.А.Бакин, А.И.Трофимов та нумай пулăшаççĕ. Акатуя паллă чăваш эстрада çăлтăрĕсене те йыхравлать Петр Васильевич. Спорт ăмăртăвĕсене ирттересси те йăлара. Кĕрешỹ паттăрне така парса хавхалантараççĕ. Ял хастарĕ Çĕнĕ çул уявĕнче лотерея вылявне йĕркелессине те хăй çине илнĕ. Сысна çури, автан, кролик тата ытти те вылянать унта. Кашни билет хуçи парнеллĕ пулать. Культура вучахĕ çук пулин те уява бригада çурчĕ пулнă кивĕ çуртра туса ирттерет. Ватти те, вĕтти те питĕ кăмăллă çакăншăн.

Хмелевсем виçĕ ывăл, виçĕ пĕр тăван. Çамрăклах ашшĕсĕр тăрса юлнăскерсем, çирĕп те сывлăхлă çитĕннĕ. Ашшĕ, Василий Васильевич, чылай çул «Победа» колхозра груз турттаракан автомашинăпа ĕçленĕ. 1989 çулта йывăр чире пула çамрăкла çĕре кĕчĕ. Амăшĕ, Валентина Александровна, тивĕçлĕ канăва кайичченех фермăра, дояркăра тăрăшнă. Ачасем пĕчĕк чухне ытларах асламăшĕпе ларнă. Васса аппа пĕчĕкскерсем сывă, çĕршыва юрăхлă çынсем пулччăр тесе нумай тăрăшнă. Халĕ кашнийĕ хăйĕн çемйипе пурăнать. Асли, Володя, Çĕнĕ Шупашкар çывăхĕнчи Толикасси ялĕнче тĕпленнĕ. Арăмĕпе, Светăпа, 2 ача çитĕнтереççĕ, вĕлле хурчĕсем тытаççĕ. Вăталăххи, Коля, тĕп килтен уйрăлса тухса ялтах уйрăм çуртпа пурăнать. Арăмĕпе, Татьянăпа, 4 ĕне усраççĕ. Севок-сухан лартса ỹстерсе тупăш тăваççĕ. Икĕ ачи шкулта вĕренеççĕ. Кĕçĕнни, Петр, тĕп килте. Надеждăпа иккĕшĕ икĕ ывăл ỹстереççĕ. 3 ĕне усраççĕ, сысна, картиш тулли хур-кăвакал тытаççĕ. Килти ĕçсене пурнăçланă чухне амăшĕ, Валя аппа, куллен пулăшса пырать.

Ю.ГОРДЕЕВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code