Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă ĕç тăвакан ырă çынсен çулталăкĕ

Ырă ĕç тăвакан ырă çынсен çулталăкĕ

Декабрĕн 6-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Пĕтĕм Раççейри «Доброволец России — 2017» премине тивĕçнисене савăнăçлă лару-тăрура чысланă вăхăтра 2018 çула Раççейри Ырă тăвакансен çулталăкĕ тесе пĕлтернĕ.

— Ыттисене пулăшма, Тăван çĕршывшăн усăллă ĕçсем тума вăхăтне тата вăйне хĕрхенмесĕр хăйĕн хулишĕн е ялĕшĕн, çуралнă вырăнĕшĕн ырă ĕç тума ăнтăлакан, пĕрлехи ĕçшĕн тăрăшакан çын яланах хисепре пулнă. Эсир ыр кăмăллăхпа палăрса çивĕч ыйтусене татса пама хастар хутшăнатăр, çĕршыв аталанăвĕшĕн тивĕçлĕ тỹпе хыватăр. Ку сирĕн çулталăк пулĕ, — тесе палăртнă Раççей Президенчĕ Пĕтĕм Раççейри волонтерсен форумне пухăннисене саламланă май.

Раççейри волонтерсен пĕрлешĕвĕ пуçаруллă тата активлăхпа палăракан яш-кĕрĕме, пуçаруçăсене, обществăлла организацисемпе юхăмсене пĕрлештерет.

Сăмах май, Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн, декабрĕн 5-мĕшĕнче çулсерен Раççейре Доброволец кунне паллă тума палăртнă.

Пирĕн районта пурăнакансем 2018 çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пулассине мĕнле хаклаççĕ?

Фаина ЦЫГАНОВА, Елчĕк район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ:

— Çитес çул Ырă тăвакансен çулталăкĕ пуласси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Хальхи вăхăтра доброволецсемпе волонтерсен йышĕ пысăк, тепĕр çул вĕсен йышĕ тата та ỹсĕ. Çак хастарсем патшалăхăн пысăк вăйĕ. Çакна эпир Хусанта Универсиада, Сочире Олимпиада иртнĕ чух курса ĕнентĕмĕр.

Сăмах май, паян — Тăван Çĕршыв паттăрĕсен кунĕ. Çавна май районти шкулсенчи çамрăк армеец юхăмĕн членĕсем, волонтерсем çĕршыв историйĕпе çыхăннă тестирование хастар хутшăнаççĕ.

Галина ЧЕРНОВА, Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ, волонтерсен юхăмĕн ертỹçи:

— Çак пуçарăва ырлатăп. Паян ырă ĕç тăвакансем пирки ытларах калаçмалла. Ыр кăмăллăх ĕçне çамрăксене явăçтарни питĕ лайăх, мĕншĕн тесен ырă туса ỹсекен ача малашне те ырăлăха анчах мала хурĕ. Волонтерсен йышĕ пирĕн шкулта та пысăк. Вĕсем кашни ĕçре — экологи субботникĕ ирттермелле, ваттисене пулăшмалла, ялсенчи палăксене тирпейлемелле тата ытти те — пуçаруллă. Хальхи вăхăтра шкулти волонтерсем республикăра 2017 çулхи декабрь уйăхĕнчен пуçласа 2018 çулхи апрель уйăхĕччен тăсăлакан «Звезда Тимура» акцие хастар хутшăнаççĕ.

Елена ПЕТРОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code