Вырăскасси хĕрĕ Елен Нарпи прозаик малтанхи статйисемпе калавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех «Тантăш» хаçатпа «Хатĕр пул» журналта пичетленĕ. Çак таранччен ачасемпе çамрăксем валли «Çумламан йăран», «Салтак тÿмипе Тал пиçен», «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки», «Хĕл лариччен» кĕнекесем кăларнă.
– Мĕн вăл сирĕншĕн литература?
– Литература маншăн – чун уççи… Этем чунне пĕлсе пĕтерме питĕ йывăр. Çыравçăсем хайлавсенче çынна тĕрлĕ енлĕ кăтартса парса вулакана ун чунне шалтан ăнланса илме пулăшаççĕ. Çапла эпир ĕмĕр каяллахи тата маларахри писатель çырнине вуласа ун чухнехи халăх чунне туйса илме, ун шухăш-кăмăлне пĕлме пултаратпăр. Тата литературăсăр кино та, драматурги те аталанайман пулĕччĕ, апла вăл искусствăсен никĕсĕ…
– Мĕн хавхалантарать сире çырма?
– Эпĕ – пурнăçа питĕ юратакан çын, çавăнпа, паллах, пурнăç хăй хавхалантарать. Хавхалантарать тенине çапла ăнланмалла: мĕн те пулин пулса иртет те пурнăçра, тĕлĕнсе шухăшлатăн: епле капла пулчĕ-ха…е мĕншĕн çапла çаврăнса тухрĕ;.. Çак шухăшсене çынсемпе пайлас килнипе çырма ларатăп. Мана тĕлĕнтерни е шухăша яни вулакансене те çавăрса илетех.
– Юратнă поэт, прозаик.
– Эп – вулама юратакан çын. Манăн юратнă поэт е прозаик пĕрре çеç мар тенĕ пулăттăм. Пурнăçăн пĕр тапхăрĕнче пĕри килĕшнĕ, кайран тепри… Унтан тата теприне чарăнмасăр вуланă. Кунта чăваш классикĕсенчен пуçласа ют çĕршыв çыравçисем таранах…
– Юратнă кĕнеке.
– Библи.
– Май пулнă тăк мĕнле çыравçăпа тĕл пулса калаçнă пулăттăр тата мĕншĕн шăпах унпа?
– Мĕншĕн «калаçнă пулăттăр»; Калаçатăп та. «Литература тĕпелĕнче» Ева Лисинапа, Петĕр Яккусемпе, Арсений Тарасовпа, Марина Карягинапа тата нумай-нумай çыравçăпа калаçнă. Паянхи чăваш литератури епле сăн-сăпатлă пулни шăпах вĕсен ячĕсемпе те çыхăннă, ман шутпа.
– Пурнăç девизĕ.
– Йăлтах иртсе каять…
– Хайлава çырса пĕтерсенех унпа чи малтанах кама паллаштаратăр; Камăн сĕнĕвĕ сирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ?
– Тĕрлĕрен пулать. Хайлава камсем валли çырнинчен килет тенĕ пулăттăм. Вулакансен сĕнĕвĕ уйрăмах пĕлтерĕшлĕ маншăн. Вĕсемпе тĕрлĕ тĕл пулусенче курса калаçма питĕ юрататăп.
Ольга ИВАНОВА хатĕрленĕ.