Раççей территорийĕнчи йышлă çын пурăнакан хуласенчи, çавăн пекех хамăр республикăри, районти аптекăсенче те грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сипленмелли антибиотиксен ушкăнĕнчи тата вируса хирĕçле препаратсем сентресем çинчен «çухални» çинчен хальхи вăхăтра тăтăшах илтетпĕр анчах мар, хамăр куçсемпе те куратпăр. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, социаллă сетьсем урлă çынсем çакăн пирки çине-çинех пăшăрханса пĕлтернине шута илсе Елчĕкри аптекăсенче пулса ыйтăва уçăмлатма тăрăшрăмăр.
Уйрăм çыннăн – Владимир Скворцовăн «Интермедсервис» аптекине кĕрсен сутлăхра арбидол тата дексаметазон, термометр пурри-çуккипе кăсăклантăмăр. Пирĕн умра черетре тăракан хĕрарăм арбидол, электронлă термометр туянчĕ. Эпир ртутьлĕ термометр, дексаметазон туянасшăн пултăмăр – çав кунхине вĕсем сутлăхра пулмарĕç.
«Жасмин» аптекăра арбидол çук, дексаметазон пур – таблеткăлли – хаклах та мар. Хальхи вăхăтра çынсем грипп тата ОРВИ чирĕсенчен сипленмелли тата вируса хирĕç кĕрешмелли препаратсене, хăшĕ куç тĕлне пулать, пурне те туянма, çапла майпа вĕсене алă айĕнче – саппасра тытма тăрăшнине асра тытса эпир те дексаметазон туянас терĕмĕр. Анчах Марина Быкова провизор, хăйĕн тивĕçĕсене пĕлсе пурнăçлаканскер, малтан тухтăр çырса панă рецепта кăтартма ыйтрĕ. Мĕншĕн аплах пит çирĕп йĕрке? Эпир ыйтакан эмел гормон препарачĕсен шутĕнче тăнине ăнлантарса пачĕ вăл. Унпа пĕлнĕ-пĕлмесĕр усă курма юрамастех. Апла пулсан, ăна тухтăр хушмасăр кашни çын хăй тĕллĕн ăша хывни сывлăха пысăк сиен кÿме пултарни çинчен эпир пурте пĕлме тивĕçлех.
«Фармация» патшалăх предприятийĕн 40-мĕш номерлĕ аптекинче, унăн ытти вырăнсенче вырнаçнă пункчĕсенче, «Для Вас» аптекăсенче пулнă çынсем те паянхи пурнăçшăн кирлĕ пулса тăнă, тухтăрсем çĕнĕ коронавирус инфекцийĕнчен сипленнĕ чухне усă курма сĕнекен çак препаратсене туянасшăн пулчĕç. Анчах вĕсене кÿрсе килнĕ-килменех, туххăмрах туянса пĕтереççĕ. Юлашки вăхăтра кÿршĕллĕ Пăва тата Теччĕ хулисенче пурăнакансем те пирĕн аптекăсене килсе рецептпа эмел туянни çинчен каларĕç провизорсем. Çакă та сиплев препарачĕсем çитменнин пĕр сăлтавĕ мар-и? Чирлесе ÿксен эмел алă айĕнче пултăр тесе çынсем вĕсене ытлашшипех туянса хунине кура аптекăсенче ахаль те сахал эмелсем дефицит пулса тăраççĕ.
Больницăсенче выртса сипленекенсене малтанхи вăхăтран тытăнсах кирлĕ препаратсемпе тÿлевсĕр, туллин тивĕçтереççĕ-ха. Анчах амбулатори мелĕпе килте чиртен сипленекенсене çак препаратсем çитменни коронавирус инфекцине тупса палăртнă тата пневмонипе чирлекенсене пахалăхлă пулăшу пама чăрмантарнине пытараймăн. Иртнĕ кунсенче Раççей Правительстви коронавируспа тата пневмонипе чирленĕ çынсене, амбулатори мелĕпе килте сипленекенсене те, эмелсемпе тÿлевсĕр тивĕçтерме йышăнни лару-тăрăва уçăмлатма май парасса шанаççĕ пурте. Чирлĕ çынсене пулăшас тĕллевпе Чăваш Республикине те федераци бюджетĕнчен 45,8 миллион тенкĕ уйăрса панă. Хальхи вăхăтра ЧР Сывлăх сыхлав министерствинче «Çĕнĕ коронавирус инфекцийĕн профилактики, диагностики тата сиплевĕ. 9-мĕш верси /26.10.2020/» методика сĕнĕвне кĕртнĕ эмелсене туянас енĕпе ĕçлеççĕ. 16 препаратран тăракан эмелсен пĕрремĕш ушкăнне Чăваш Енре чÿк уйăхĕн 17-20-мĕшĕсенче илсе çитессе кĕтеççĕ.
Светлана АРХИПОВА.