Чăваш Енĕн цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн тивĕçĕсене Кристина Майнина пурнăçлама тытăннă.
Кристина Андреевна 1985 çулта Сыктывкар хулинче çуралнă. Сыктывкар патшалăх университетĕнче – «маркетинг», унтан «хушма информатика» специальноçсене алла илнĕ. 2019 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа Коми Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Цифра аталанăвĕн, çыхăну, массăллă коммуникацисемпе реклама управленийĕн ертÿçинче ĕçленĕ.