Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче

Республикăн тĕп хулинче Пĕтĕм Раççейри «Паттăрлăх çăлтăрлăхĕ» фестивалĕн регион тапхăрĕн çĕнтерÿçисене чысланă.

Раççей МЧСĕ кăçалхипе 10-мĕш хут йĕркелекен фестивалĕн тĕп тĕллевĕ – пушарнăйсемпе çăлав-çăсен, ку енĕпе хăюлăхпа палăракан ытти çынсем пирки каласа кăтартасси, халăха ирĕклĕ пушар хуралне явăçтарасси. Професси ăсталăхĕн конкурсĕнче çĕнтернисене «Чи лайăх пушарнăй», «Надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕн чи лайăх сотрудникĕ», «Пушар хуралĕн чи лайăх сотрудникĕ» тата ытти номинацисенче чысланă.

Çĕнтерÿçĕсен йышĕнче пушар асăрхавĕн районти уйрăмĕн аслă инспекторĕ Сергей Сардаев та пур. Ăна «Надзор тата профилактика ĕçĕн подразделенийĕн чи лайăх сотрудникĕ» номинацире çĕнтернĕшĕн МЧСăн республикăри тĕп управленийĕн начальникĕ Станислав Антонов генерал-майор дипломпа наградăланă.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code