Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пурнăç çынни

Пурнăç çынни

Çамрăк чухнехи пек ĕçе васкамалла мар пулин те хăнăхнă йăлапа Николай Соколов ура çине ир тăрать. Çĕрĕпе вĕçтернĕ çил-тăман пÿртрен тухакан алăк умнех хÿсе лартнă. Ăна тасатас, чăхсене апат парас тесе кил хуçи тумланса картишне тухрĕ. Мĕн пĕчĕкрен юратать вăл кил картинче тăрмашма. Картишĕнчи кашни япала хăй вырăнĕнче, тирпейлĕ. Пур çĕрте те тăрăшуллă арçын аллин йĕрĕ палăрать. Акă, картишĕнчех илемлĕ картинăсене асăрхатăн. Кирпĕч хуралтăн стенисем çине питĕ пĕлсе вырнаçтарнă хăй тĕллĕн вĕреннĕ ÿнерçĕн ĕçĕсене. Пÿрт чÿречисене пластиклипе улăштарнă май ĕлĕкхи чÿрече хашакĕсене те кăларса ывăтман, вите-мунча алăкĕсен тăррисене илемлĕн вырнаçтарса хунă. Кунта тĕплĕ те типтерлĕ хуçасем пурăнни пĕчĕк хапхана уçса кĕрсенех лайăх курăнать.

Таяпа Энтринчи Поселок урамĕнчи Соколовсемпе иртнĕ çулхи декабрь уйăхĕнче паллашма тÿр килчĕ. Кĕмĕл çÿçĕсене вирелле тураса якатнă, яштака пÿ-сине çухатман, тирпейлĕ тумланакан, çулне кура мар йăрă курăнакан арçынна пĕрре те хăй çулĕсене параймăн. Вăл утса тухнă пурнăç çулне аса илнĕ май кăна Николай Александровичăн кун-çул саккийĕ анлă та сарлака пулнине ăнланса илетĕн.

Тăван çĕршывăн аслă вăрçи пуçланнă кун ултă уйăхри пепке пулнă Николай. Çемьере çичĕ пĕртăван. Ашшĕ вăрçăн малтанхи кунĕсенчех фронта тухса кайнă. Пĕринчен тепри пĕчĕк ачисене пăхса ÿстерме çăмăл пулман амăшне. Ачалăхĕ выçăллă-тутăллă иртнĕрен çăкăр хакне лайăх пĕлет Николай Соколов. Ашшĕ 1947 çулта тăван яла çĕнтерÿпе таврăнсан çемье йышĕ тата ÿснĕ. Вунă пĕртăван çитĕннĕ вĕсем. Халĕ виççĕшĕ пурăнаççĕ.

Ачалăхĕ çăмăл килмен пулсан та çав тапхăра кăмăллăн аса илет«вăрçă ачи».

– Эпир пĕчĕккĕ чухне пирĕн касра 80 ачаччĕ. Уй-хирте ĕçлесе пиçĕхсе таврăннă пулсан та хĕвел аничченех урамра выляттăмăр, ÿт-пĕве пиçĕхтереттĕмĕр. Халĕ пирĕн касра шкула каякан та иккĕн кăна. Ача-пăча сасси илтĕнменрен кăмăлăм çĕкленÿллĕ мар, çакă ял ватăлса пынине çирĕплетет-çке, – тет вăл пăшăрханса.

Йыш пысăк пулнăран ĕç тĕлне пĕлсе ÿснĕ Николай. Çичĕ класс пĕтернĕ хыççăнах колхозра тĕрлĕ çĕрте вăй хунă. Сысна ферминче те тăрăшнă. Таяпа Энтрисем ĕлĕк шыв çуккипе нумай нушаланнă. Çавна май хĕлле ферма выльăхĕсем валли вакă чавса çырмаран шыв сахал мар йăтнă.

1959 çулта Николай Соколовăн çара кайма ят тухнă. Эльба юхан шывĕ хĕрринче службăра тăнă салтака яла таврăнсанах «Смычка» колхозра бригадира лартнă. Унтан мал ĕмĕтлĕ çамрăк çурт-йĕр лартма тĕллев лартнă. Çавăнпах Донбаса шахтăна ĕçлеме тухса кайнă. Тенкĕ çумне тенкĕ пуçтарсан Шупашкарти строительство управленине вырнаçнă. Ăста алăллăскер нимĕнле ĕçе те тиркемен. Шăпа ăна каялла тăван яла çавăрса килнĕ. Елчĕкри райпона вырнаçса стройкăра ĕçленĕ, организацисене шыв, ăшă пăрăхĕсем кĕртнĕ çĕрте тăрăшнă. Пĕр вăхăт шăллĕпе Çĕпĕрте сухăр юхтарнă çĕрте вăй хунă. Кунне 30-40 çухрăм утнă вăрман тăрăх. Кун каçа виçĕ сехет çывăрнипех çырлахнă. Умри плана тивĕçлипе тултарнă. Çĕпĕрте Николай Александрович хĕлле те тупăшлă, çав вăхăтрах яваплă ĕçрен пăрăнман. Унта пурăнакансем валли йывăç çуртсем хăпартнă чăвашсем. Пĕтĕм ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланă. Яла килсен ун пек пуян та маттур каччă сайра тĕл пулнă-тăр. Ял çынни мамăкран çĕленĕ фуфайка илсе тăхăннипе савăннă, унăн çийĕнче вара – сăран куртка, каракуль çĕлĕк тата хром атă. Çук, кăкăрне каçăртман капăр тумĕсемпе Николай Александрович, хăйĕн тарĕпе, çĕрне-кунне пĕлмесĕр ĕçлесе илнĕ укçа-тенкĕпе туяннă-çке вĕсене. 80 çула хыçа хăварнă арçын паян та ятуллă, килĕшÿллĕ çи-пуç тăхăнма кăмăллать.

Унта-кунта ĕçлесе кĕсьене хулăнлатнă хыççăн тĕп килте тарăн хунав ярать вăл. Çурт-йĕр çавăрать, каярахпа мăшăрĕпе ăна тата аслăлатнăран капмар вăл. Выльăх-чĕрлĕх фермисен механикне вĕренсе тухса сельхозтехникăна вырнаçать. Çапла вара 31 çул линипе монтаж управленийĕнче слесарь-механикра тăрăшнă Николай пичче. Тÿрĕ кăмăлпа тата нумай çул ĕçленĕ ăстана тĕрлĕ Хисеп хучĕсем, чаплă парнесем парса чыс тунă. Вăлах социализмла ĕç ударникĕ.

1969 çулта Каркалар ферминчи оборудованисене çĕнетме кайсан пулас мăшăрĕпе – Екатерина Сергеевнăпа паллашнă. Чипер те харсăр доярка пĕрре курсах килĕшнĕ каччăна. Унтанпа 52 çул иртсе кайнине сиссе те юлайманнине пĕлтереççĕ.

– Пурнăç çынни манăн мăшăрăм. Яланах килшĕн, çемьешĕн тăрăшрĕ. Лавккаран тимĕр кĕреçе, кĕрепле е тата ытти хуçалăх япали илсе курман, пурне те хăйĕн аллипе ăсталанă. Пĕртен-пĕр кану кунĕнче те хушма ĕç тупатчĕ. Ял çыннисем кăна мар, инçетрисем те ăна кил хуçалăхĕнчи сварка ĕçĕсене пурнăçласа пама ыйтатчĕç, – мăшăрне ăшшăн тинкернĕ май хушса хучĕ хĕрарăм.

Пĕрре пăхсах курăнать, Коля тетепе Кĕтерне аппа хăйсен телейне тупнă. 5 ача ашшĕ халĕччен табак туртса, эрехне ÿсĕрĕличчен ĕçсе курман.

Тараватлă кил хуçи хĕрарăмĕ хăй те ÿркенекен йышшинчен мар. Колхозра пайсем илсе ачисене кÿмене лартса уй-хире васканă, унтан мĕн пенсие тухиччен, 16 çул Елчĕкри сĕт-çу заводĕнче вăй хунă. Кил картинче йышлă выльăх-чĕрлĕх усранă. Халĕ те çу кунĕсенче витисем пушă тăмаççĕ. Чăх-кăвакал нумай усраççĕ, сыснасем ÿстереççĕ. Килти аш-какай хулари ачисем валли те çитет. Сĕт юр-варĕ те килти. Качаки аван антарать сĕтне.

Ал ĕçне питĕ ăста хĕрарăм. Тĕрлĕ япаласем çыхать, кил-çуртне тирпейлĕ тытать. Уçă та ырă кăмăллăскер хăнасене те кучченеçсĕр, вĕри чей ĕçтермесăр кăларса ямасть.

Соколовсем пилĕк ача ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă. Вĕсене ытлă-çитлĕ ачалăх, çамрăклăх пилленĕ. Халĕ те вĕсемшĕнех пурăнаççĕ. Ялта чи малтан телевизор пулнăран кас ачисем кино курма клубри пек пуçтарăннă. Тарават хуçасем çуртра ача-пăча тапăртатнăшăн савăннă кăна. Халĕ Лена, Леша, Лариса, Таня çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хунав янă. Люба тăван ял ачипех çемье çавăрнăран вĕсем тăтăшах пулăшу аллине тăсаççĕ ватăсене. Ывăлĕпе хĕрĕсем хăйсем килĕштерекен профессипе вăй хураççĕ. Çулла инçетрисем çуралнă кĕтесе хăнана килеççĕ те, ашшĕ-амăшĕ пекех ĕçсĕр тăраймаççĕ. Пысăк ĕçсене пурнăçланă хыççăн вара туслă йыш мунча кĕрсе киленет. Пĕр тăвансем пĕр-пĕринпе туслă пурăннăшăн хĕпĕртет ашшĕ-амăшĕ. Вырăс кĕрÿшĕ В.Высоцкий юррисене юрлама пуçласан пуçанасен хаваслă юрри-кĕвви инçете саланать. Хисеплĕ ватăсен çичĕ мăнук. Вĕсен çитĕнĕвĕсемпе те интересленсех тăраççĕ, хăйсем те час-часах шăнкăравлаççĕ.

Акă кĕсье телефонĕ сас пачĕ. Люба иккен.

– Анне, паян юр нумай çунă. Ахаль тăраймастпăр тесе ăна тасатма ан тухăр. Çанталăкĕ те сивĕ, хамăрах ĕç хыççăн тăкма килетпĕр. Эсир пур чухне эпир телейлĕ, çавăнпа та хăвăра упрăр, – тенĕ май мĕнле çĕр каçнине ыйтса пĕлчĕ.

– Юрĕ, юрĕ, – терĕ те Кĕтерне аппа мăшăрĕ патне картишне васкарĕ…

В.КИРИЛЛОВА.

Сăн ÿкерчĕкре: Соколовсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code