Вторник, 26 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкексенчен сыхланар

Инкексенчен сыхланар

Район администрацийĕнче чрезвычайлă лару-тăрăва асăрхаттарас, сирсе ярас тата пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен комиссин ларăвĕ иртнĕ. Ăна район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă. Ларăва «Чăваш Республикинчи шыравпа çăлав служби» хысна учрежденийĕн начальникĕ Николай Глухов хутшăннă.

Ларăва хутшăннисем умĕнче чи малтанах райадминистрацин ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин доклад тунă. Вăл хăй ертсе пыракан пай 2020 çулта мĕнле ĕçлесе пынипе паллаштарнă, малашлăх тĕллевсем çинче чарăнса тăнă. Район территорийĕнче чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан халăха тивĕçлĕ хÿтĕлеме пултарасси – çак пайăн тата ку енĕпе яваплă ытти службăсен тĕп тивĕçĕ. Çивĕч ыйтусене хускатса канашлусем, вĕренÿсем ирттересси йăлара. Хальхи вăхăтра район центрĕнче инкек пулас пулсан пĕлтермелли 1 электросирена пур. Унсăр пуçне талăкĕпех дежурствăра тăракан пĕрлехи диспетчер служби ку ĕçре витĕмлĕ вăй пулса тăрать. Пĕлтĕр коронавирус чирне пула тухса тăнă çăмăл мар лару-тăру уйрăмах сыхлăхлă пулма хистенĕ, чир çулне пÿлес тĕллевпе ятарлă оперативлă штаб йĕркеленĕ. Палăртнă режима пăхăннине тĕрĕслес тĕллевпе мобильлĕ ушкăн туса хунă, вăл кашни кунах рейдсем ирттерет.

Пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин пушарпа кĕрешес енĕпе мĕнле ĕçлесе пынине тĕплĕн каласа панă. Шел пулин те, пĕлтĕр район территорийĕнче пушарсен шучĕ палăрмаллах ÿснĕ. Виçĕм çул çулталăкĕпе 24 пушар пулнă пулсан, пĕлтĕр 29 пушар тухнă, инкекре 1 çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсен ытларах пайĕ халăх çулăмпа, кăмакасене хутнă чух, электроприборсемпе усă курнă чух асăрханусăр пулнипе тухнă. Кунта ытти çивĕч ыйтусене те хускатнă.

Канашлăва Леонард Левый пĕтĕмлетнĕ. Вăл чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярассишĕн яваплă подразделенисен кирек хăçан та сыхă, инкеке вăхăтлă сирсе яма, халăх нушана лекес пулсан ăна пулăшма, унăн сывлăхĕпе пурнăçне упраса хăварма хатĕр пулмаллине палăртнă.

Ларăва пĕтĕмлетнĕ май ертÿçĕсем инкексене хирĕç кĕрешессинче тата вĕсене асăрхаттарассинче тимлĕ пулмаллине палăртрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code