Пятница, 22 ноября, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Салтак арăмĕ

Салтак арăмĕ

Лаш Таяпа ялĕнче паянхи кун пĕртен-пĕр салтак арăмĕ – Раиса Васильевна Салмина пурăнать. Хăйĕн пурнăçĕнче сахал мар нуша-терт тÿснĕ хĕрарăм кăрлач уйăхĕнче 90 çул тултарчĕ. Тыл ветеранне Александр ывăлĕпе Татьяна кинĕ пăхаççĕ.

Салминсем патне пырса кĕрсен тарават Татьяна пире тăван пек кĕтсе илчĕ. Уçă кăмăллă, вашават хĕрарăм тÿрех тĕпеле иртме сĕнчĕ, хăй çав вăхăтра пăянамăшĕн пÿлĕмне васкарĕ.

– Тăр-ха, анне, пирĕн патăмăра хăнасем килчĕç, – терĕ вăл.

– Анне, сивĕрех пек мана кăштах, – илтĕнчĕ хурав.

«Хăш-пĕр чух хальхи вăхăтри пулăмсене арпаштаркалать, манать пулсан та иртнĕ вăхăтсене çирĕп астуса тăрать, ăс-тăнĕ аван, пурне те паллать. Пÿртре пÿлĕмсем тăрăх хăй тĕллĕнех çÿрет. Хам ĕçе кайнă чух выçă ан тăтăр тесе пÿлĕмĕнчи тумба, кухньăри сĕтел çине апат-çимĕçне лартса хăваратăп. Аптармасть-ха капла, хăех ĕçет-çиет, тирпейлĕ тăрать. Çапах та ман пирки амăшĕ тесе шухăшлать, «анне» тесе чĕнет», – ăнлантарать мана Татьяна Александровна.

– Хăйне пĕчĕк ача евĕр пăхнăран амăшĕ тесе шухăшламасть-ши ĕнтĕ вăл? – хутшăнатăп калаçăва.

– Те çапла ĕнтĕ; Хам малтан асăрхаман-ха кăна. Мăшăрăн аппăшĕн хĕрĕ 2-3 çул каялла хăнана килсен мана пĕринче çапла каларĕ: «Инке, пĕлетĕн-и-ха эсĕ? Сана анне тесе чĕнет вĕт кукамай». Çакăн хыççăн тин сăнама пуçларăм.

Чĕвĕл-чĕвĕл калаçнă май кинĕ пăянамăшне çавăтса пырса диван çине лартрĕ, вăр-вар ăшă кофтăпа пĕркесе ячĕ.

«Чăн та, амăшĕ пек пăхать çав ĕнтĕ кинĕ пăянамăшне, çавăнпа та кинеми ун пирки çывăхран та çывăх çын тесе шухăшлать», – капланчĕç пуçăма шухăшсем кинĕ кĕске вăхăтрах пăянамăшĕн вырăнне çемçетсе тата тирпейлесе хунине, карчăка ăшă тапочки тăхăнтарнине сăнанă май.

– Эх, мĕн тери ĕçчен те вăр-вар çынччĕ вĕт-ха вăл темиçе çул каялла анчах. Ватăлса та вăйсăрланса пынине курсан чунăм питĕ ыратать. Пăрчăкан пек харсăрччĕ, мĕнле ĕçе тытăнсан та пур ĕçĕ те юхса пыратчĕ аллинче. Маларах вăй-халĕ пур чух пĕчченех пурăнчĕ-ха вăл хăйĕн çуртĕнче. Халĕ 4-мĕш çул пирĕн патăмăрта. «Никампа та мар, Саша çемйипе пурăнатăп», – терĕ. Вĕри чĕреллĕскер ĕмĕрĕпе тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухсан та килте алă усса лармарĕ. Сухан, севок, кăшман пайĕсем илетчĕ. Пăва районне кĕрекен Исеккел ялне сахăн кăшманĕ çумлама çÿрерĕ. Унта мăнукĕсене те хутшăнтаратчĕ, эпир те пулăшма çÿрерĕмĕр. «Хăвăра тетрадь-ручка туянмалăх ĕçлесе илсен те аçăр-аннĕре пулăшу», – тетчĕ хăй тăтăшах кĕçĕннисене. Ĕç укçине те илнĕ, сахăр чăлан тулличчĕ çав çулсенче. Ку çурта эпир 2010 çулта анчах лартнă, малтан тĕп килте пурăннă. Ĕçе ирпе 7 сехетре тухса кайнă та, киле каçхине 7 сехетре таврăннă. Пăянам пирĕншĕн яланах тĕрек пулнă, кил-тĕрĕшре ĕçленĕ, ачасене пăхнă. Пире вăл тăтăшах тутлă апатпа сăйлатчĕ. Ташкентра пурăнакан тăванĕ патĕнче хăнара пулса килетчĕ те, мĕн тĕрлĕ анчах апат-çимĕç пĕçерсе савăнтармастчĕ-ши? Килентешсене – Николайпа Василийăн мăшăрĕсене те питĕ лайăх пăхатчĕ. Ирхине 3 сехетре фермăна ĕçлеме каяс умĕн вăл вĕсене çул çинче кĕтсе тăрса тин пĕçернĕ вĕри кукăльсем парса янине калаççĕ аслă кинĕсем, – тет Татьяна.

Çак тĕслĕх ĕнтĕ çын мĕн тери ырă та ăшă кăмăллă, пуян чун-чĕреллĕ пулнине çирĕплетет. Кăмăлне кура ырă кинсем панах пулĕ ĕнтĕ хĕрарăма Турă.

Патшалăх та тивĕçлипе пăхать салтак арăмне. Салминсем çăмăллăхпа усă курса хваттер илнине те хыпарлаççĕ.

Раиса Васильевна йăваш та çутă сăнлă, тирпейлĕ. Ĕçпе хытнă аллисене хушăран сăтăркаласа илет, çын çине ăшшăн тинкерет. Калаçăва васкамасăр пуçаратăп унпа. Хăлхи аван илтет, чылай ыйту çине хăй хуравлать, манса кайнисене аса илес тенĕ чух кинĕ çине пăхать.

1931 çулта Лаш Таяпа ялĕнчи Евдокийăпа Василий Сидоровсен йышлă ачаллă çемйинче çут тĕнчене килнĕ Раиса. Сăмах май, унпа пĕр тăван Петр Васильевич Сидорова аслă ÿсĕмри вулакансем лайăх астăваççĕ. Вăл ĕмĕрĕпех район хаçачĕпе çыхăну тытнă, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пулнăскер, вулакана вăрçă темипе те, ял пурнăçне çутатакан материалсемпе те паллаштарсах тăнă.

Шел пулин те, пĕр тăвансен ашшĕ пурнăçран ир уйрăлнă. Раиса ун чухне 4 çулта анчах пулнă. 5 ачапа тăлăха юлнă Евдокия ачисене ура çине тăратса çын тăвас тесе ырми-канми ĕçленĕ. «Трактористсем валли çăкăр пĕçереттĕмччĕ. Çакă анчах ачамсене выçлăхран çăлса хăварчĕ пуль», – аса илнĕ вăл каярах.

Виçĕ хĕр те 2 ывăл. Кашнинех тивĕçлĕ воспитани парас тесе ăнтăлнă хĕрарăм, тĕпренчĕкĕсене ĕçе хăнăхтарнă.

Раиса Сидорова ачаран колхоз ĕçне хутшăннă, аслисемпе пĕрле тĕрлĕ ĕç пурнăçланă. Çитĕнсе пĕве кĕрсен вĕсем пĕр ял каччипе Николай Салминпа пĕрлешсе çемье çавăрнă. Ĕмĕрне тăван колхозра ĕçлесе ирттернĕ мăшăр, пĕрле шăкăлтатса пурăнса 5 ача çуратса ÿстернĕ. Валентина хĕрĕ ял каччипе пĕрлешнĕ, дояркăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Василий тракторист пулса тăрăшнă. Шел пулин те, чире пула 59 çултах пурнăçран уйрăлнă. Николай ĕмĕрне колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Риония тĕп хулара кондитер фабрикинче тăрăшнă. Александр А.Н.Бикулов хресчен /фермер/ хуçалăхĕнче трактористра вăй хурать.

Шăпах кĕçĕн ывăлĕн çемйинче канлĕх тупнă та ĕнтĕ кинеми. Александрпа Татьяна пурнăç çулне 33 çул пĕрле такăрлаççĕ. Кĕçĕн Патреккел хĕрне Татьянăна вĕренсе пĕтерсен направленипе Лаш Таяпари ача садне ĕçлеме янă. Александр ун чухне салтакран таврăннă. Тинĕс Çар флотĕнче службăра тăнăскер яла ĕçлеме килнĕ çамрăк воспитателе пĕрре курсах килĕштернĕ, мăшăр пулма ыйтнă. Килĕшÿллĕ мăшăр икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă: Сергей – йĕрке хуралĕнче, Андрей – автомеханикра тăрăшаççĕ. Татьяна хăй те йышлă – 7 ачаллă çемьерен. Пăянамăшĕ евĕр вăр-вар та ĕçченскер ялти ача садĕнче воспитательте тăрăшать, çав вăхăтрах 9 çул ача сачĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра пăянамăшĕпе пĕрлех Вера йăмăкĕпе 7 çул ытла вырăнпа выртакан чирлĕ амăшне пăхма та ĕлкĕрет хĕрарăм. Ватлăхра амăшĕ валли Лаш Таяпара çурт туянса кунта илсе килнĕ хĕрĕсем çывăх çыннине. Вера йăмăкне питĕ мухтать хăй: «Аттепе аннене пăхмах çуралчĕ пуль вăл», – тет. Ашшĕне инфаркт пулсан та вилес умĕн вăлах пăхнине хыпарлать. Амăшĕ вара сахăр диабечĕпе чирлĕ, урине хуçни сывлăхне тата та хавшатса ураран ÿкернĕ.

Татьянăпа Александр пысăк хушма хуçалăх тытаççĕ, сахал мар выльăх усраççĕ: ĕнесем, пăрусем, сурăхсем… Çакăн пек патвар та вăр-вар ял хĕрарăмĕ анчах ватă çынсене пăхма та, кил-çуртне тирпейлĕхре тытма та, ирпе ирех тăрса выльăхĕсене апатлантарса ĕне сума та ĕлкĕрет. Чăннипех те пурнăç çыннисем Салминсем.

– Мăшăрпа, хампа пĕр тăвансем, ытти тăвансем питĕ лайăх пирĕн. Вĕсем пулăшнипех эпир çакăн чухлĕ выльăх усрама пултаратпăр. Çуллахи вăхăтра курăма ушкăнпа хатĕрлени хĕл кунĕсенчи лăпкăлăх тата çăмăллăх, – пĕлтерет кил хуçи хĕрарăмĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code