Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăхран тухнă командир

Халăхран тухнă командир

Вăл 1887 çулхи январĕн 28-мĕшĕнче /кивĕ стильпе февралĕн 9-мĕшĕнче/ Хусан кĕпĕрнин Шупашкар уесĕнчи Будайка ялĕнче çуралнă. Ача тĕнчене 7 уйăхрах килнĕ. Ку вырăс ялне XX ĕмĕрте Шупашкар хулине кĕртнĕ. Ашшĕ-амăшĕ ун чухне улттăмĕш ачи çитĕнсен çĕршывĕпех чапа тухасса шухăшлама та пултарайман. Питĕ хавшак пулнă вăл, пурăнас шанчăкĕ сахал пулнă. Çапах та кăкăр сĕчĕпе часах вăй илнĕ.

Чапаевсен çемйи çитмен пурнăçа пула нуша нумай курнă. Выçлăх вĕсене 1897 çулта Будайкăран Самар кĕпĕрнинчи Балаковăна илсе çитернĕ, ашшĕ-амăшĕ ĕç ăшне путнăран ачасем шкула çÿреме пăрахнă.

Чапаевсен йăхĕнче священниксем те пулнă. Вася вĕсен çулĕпе кайтăр тесе ашшĕ иккĕмĕш сыпăкри пиччĕшне шанса панă ачана. Анчах пĕррехинче пачăшкă айăпа кĕнĕ Василие сивĕре йывăç читлĕхе хупнă. Йăрă ача пиччĕшĕнчен тарнă.

Вуникĕ çулта чухне ашшĕ ăна купса аллине панă. Вăл пĕр чĕлĕ çăкăршăн кунĕпех пилĕк авнă. Хуçа ăна суту-илÿ ĕçне вĕрентнĕ. «Тавар туянакана улталамасан –пуяймастăн!» – тенĕ. Василий укçа шутлама лайăх пĕлнĕ, анчах çынна улталама килĕшмен.

– Ачалăх йывăррăн та тĕксĕммĕн иртрĕ, нумай мĕскĕнленме, выçă хырăмпа алă тăсса çÿреме тиврĕ, – аса илнĕ кайран дивизи командирĕ.

Вася купсана тухаймасăр ашшĕ килне таврăннă, пиччĕшĕсемпе пĕрле платник ĕçне хутшăннă. Мещен хĕрне – вунултă çулти Пелагейăна качча илнĕ, вĕсен виçĕ ача çуралнă.

1908 çулта Василие çара илнĕ. Анчах чире пула çулталăкран килне янă, çемйине тăрантассишĕн каллех платникре ĕçленĕ çамрăк. 1912 çулта çемье хальхи Ульяновск облаçне кĕрекен Мелеккесс /халĕ – Димитровград хули/ ялне пурăнма куçнă.

Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пуçлансан çара кайнă, 1917 çулчченех çапăçнă. Кунта пысăк паттăрлăх кăтартнăшăн Георгин виçĕ хĕресĕпе медальне тивĕçнĕ ентешĕмĕр.

Фронтран вăхăтлăха таврăнсан Василий Иванович Пелагея мăшăрĕ урăх арçынпа «çыхланнине» пĕлсен тÿрех вăрçă хирне таврăнать. Кунта ăна атакăна пĕрре мар çĕкленнĕ çывăх юлташĕ кĕтсе илет. 1917 çулхи сентябрь уйăхĕнче Чапаева РСДРП /б/ членне илнĕ. Ноябрь уйăхĕнче Николаев хулинче /халĕ – Пугачев/ тăнă саппасри пехота полкĕн командирне, уесăн çар комиссарне суйланă. 1918 çулхи май уйăхĕнчен – Николаев полкĕн командирĕ, июнь-июль уйăхĕсенче – бригада командирĕ, сентябрь уйă¬хĕнчен – Николаев дивизийĕн /каярахпа – Самар тата стрелоксен 20 тата 22-мĕш дивизийĕсем/ вăхăтлăх командирĕ.

Октябрьти революци хыççăн, 1918 çулта, монархие тавăрас, большевиксене советсенчен хăваласа кăларас текенсемпе социализм тума тĕллев тытнисен хушшинче граждан вăрçи пуçланнă. Дивком 1918 çулхи декабрьтен пуçласа 1919 çулхи март уйăхĕччен академире çар ĕçне вĕреннĕ, çав хушăра преподавательсемпе тавлашкаланă. Хресчен-рабочи юн юхтарнă чухне парта хушшинче ларас килмен пирки хăйне каллех фронта яма ыйтнă. Унтан таврăнсан – стрелоксен Александр Гай бригадин командирĕ пулма çирĕплетнĕ ăна. Ăнăçлă операцисемшĕн Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ. Дивизи шурă гвардеецсене Урал тăвĕсем патне çитиех хăваланă. Юлашки çапăçу чăвашран тухнă салтакшăн сентябрĕн 5-мĕшĕнче пулнă. 32 çулти Василий Иванович шуррисен суйласа илнĕ отрячĕсемпе çапăçса пуç хунă.

Граждан вăрçин геройĕ 1919 çулхи апрель уйăхĕнчен ертсе пынă стрелоксен 25-мĕш дивизийĕн пĕчĕк пайĕ сентябрь пуçламăшĕнче Лбищенскпа унăн таврашĕнче чарăнса тăнă, çав хулана дивизи штабĕ, снабжени пайĕ, трибунал, ревком, дивизин ытти уйрăмĕ – пурĕ 2000 яхăн çын – пырса вырнаçнă. Кунта дивизие хĕç-пăшал, апат-çимĕç турттаракан икĕ пине яхăн лавçă çĕр каçнă. Вĕсен хĕç-пăшал пулман.

Хулана хураллама дивизи шкулĕн 600 салтакне шаннă. 5-мĕшĕнче, тăшман шуçăмпа атакăна çĕкленнĕ чухне, вĕсем Чапаевпа пĕрле çапăçăва кĕнĕ. Дивизин тĕп вăйĕ çавна сисмесĕрех Лбищенскран 40-70 çухрăмра тĕлĕрнĕ.

Бородин полковник ертсе килнĕ казаксем хулана юланутсемпе çил-тăвăл пек пырса кĕнĕ, çурт-йĕрсене вут хыптарнă, хĕрлĕ армеецсене пере-пере пăрахнă. Вĕсен пĕр ушкăнĕ Собор лапамĕнче пуçтарăннă. Казаксем вĕсене хуптĕрлесе тыткăна илнĕ. Урал хĕррине пĕчĕк ушкăн çеç çитме пултарнă.

Чапаева тыткăна илме йĕркеленĕ взвод Чапаев çĕр каçнă пÿрте шыраса тупнă, çуртран винтовкăпа тухнă хĕрлĕ армееца Чапаев тесе тытса чарнă. Василий Иванович çав самантра чÿречерен сиксе ĕлкĕрнĕ, Белоножкин подхорунжий ăна аллинчен амантнă.

Юн юхтарса чупакан Чапаев юханшыв еннелле чакакан 100 яхăн хĕрлĕ армееца пĕр ушкăна чăмăртама мехел çитернĕ. Вĕсем казаксем еннелле пулеметран пенĕ. Белоножкин отрячĕн каялла чакма тивнĕ, çапăçу пынă вăхăтра Чапаева тепре амантаççĕ, хальхинче – хырăмĕнчен.

Чапаев вилĕмĕн версийĕ тĕрлĕ. Аслă ывăлĕ Александр тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, икĕ хĕрлĕ армеец /Венгрирен/ хÿтĕлекенсене ертсе пыма пултарайман дивкома Урал урлă хапха алăкĕ çине хурса каçарнă. Паттăрăн пурнăçĕ юн нумай çухатнăран татăлнă. Казаксем унăн виллине шыраса ан тупчăр тесе венгрсем ăна çыран хысакĕнчи хăйăр-чулпа хупласа хăварнă. Фурманов кĕнекинче аманнă Чапаев Урала путать. 1934 çулта ÿкернĕ «Чапаев» кинофильмра та çапла вилет.

Василий Ивановичăн ачисем те паттăрлăхпа палăрнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code