Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Колхозлă юхăм

Колхозлă юхăм

Çĕршывра колхозсем йĕркеленнĕ тапхăрта /1930 çулсенче/ И.Молчанов поэт сăввипе В.Захаров композитор кĕвĕленĕ «Прокати нас, Петрушка, на тракторе!» юрă ял çамрăкĕсем хушшинче анлăн сарăлнă:

По дороге неровной, по тракту ли,
Все равно нам с тобой по пути!
Прокати нас, Петрушка, на тракторе,
До околицы нас прокати.
Прокати нас до речки, до лесенки,
Где горят серебром тополя!
Запевайте-ка, девушки, песенки,
Про коммуну, про наши поля!

1935 çулта Шупашкарта пулса иртнĕ ял хуçалăх ĕçченĕсен канашлăвĕнче. Пĕрремĕш ретре лараççĕ: сылтăмран пĕрремĕш – Кавал ялĕнчи «Комбайн» колхоз председателĕ Сергей Павлович Павлов, иккĕмĕш – Акчел ялĕнчи Тимирязев ячĕллĕ колхоз председателĕ – Арсений Антонович Скворцов
Икĕмĕш ретре тăраççĕ: сулахайран иккĕмĕш – Емельян Никитич Чернов, сылтăмран тăваттăмĕшĕ – Деомид Павлович Павлов орденоносец, унпа юнашар – Максим Стахеевич Стахеев /Елчĕк/ – МТС тракторисчĕсем. /Е.Н.Чернов ывăлĕн – Г.Е. Черновăн килти архивĕнчи сăн ÿкерчĕк/

Ку чухне пĕрлештернĕ çĕр лаптăкĕсенчи çĕр ĕçĕсене пурнăçланă чухне промышленноçри майсемпе йĕркелесе пымалли – çĕнĕ йышши техникăсемпе усă курма кирли паллă пулнă. Лаша вăйне улăштараканĕ, паллах, трактор пулнă. Колхозлă ялсенче çынсем çĕнĕ пурнăçри «хурçă ут» пирки хавхаланса калаçма тытăннă, ял çыннисем маллашнехи пурнăç çăмăлланма пултарнине те ăнланса илнĕ.

Совет патшалăхĕнче çĕнĕрен йĕркеленнĕ колхозсем тракторсене туянма вăй çитереймен. Çакна шута илсе халăх комиссарĕсен совечĕ халăх çĕр ĕçĕн комиссариачĕ умне çĕршывра МТСсем йĕркелесси пирки хушу кăларнă. Çакăн хыççăн 1930 çулта Мускавра Пĕтĕм Союзри МТС «Главтрактороцентр» ĕçлеме пуçланă. Горький хулинче унăн «Крайтрактор» представительстви /ун чухне Чăваш Республики Горький крайне кĕнĕ/ ĕçленĕ.

Чăваш Республикине пĕрремĕш тракторсем 1928 çулта килме тытăннă. Вĕсене ĕçлеттерме 42 прокат пункчĕ йĕркеленĕ. Ватăсем аса илсе каласа кăтартнă тăрăх, Елчĕкри вăхăтлăх прокат пункчĕ хальхи автовокзал тăрăхĕнче, йывăç хăмасенчен çапса тунă сарайсенче вырнаçнă. Унти «Фордзон» маркăллă тракторсемпе Максим Стахеевич Стахеев /Елчĕк/ тата Ефросинья Тихоновна Алтынова /хĕр чухнехи хушамачĕ – Мальцева/ /Тÿскел/ ĕçленĕ. Елчĕк МТСĕн хисеплĕ ветеранĕ пулнă Павел Васильевич Чернов /Тÿскел/ пурăннă вăхăтра каласа кăтартнисене аса илес пулсан та, тăван ялти çĕрсене ĕçлесе хатĕрленĕ чухне вăл лашасем туртма пултаракан сеялкăсене прокат пунктне пырса илнĕ.

Чăваш Республикинче пĕрремĕш МТСсем 1930 çулта Канашпа Улатăр хулисенче тата Вăрнар поселокĕнче йĕркеленнĕ. Çапла майпа МТСăн 104 тракторĕ 1931 çулта пĕрремĕш çур акине хутшăннă. Çав çулхинех Вăрнарта, 1931 çулхи октябрĕн 21-мĕшĕнче Патăрьел ялĕнче те машинăпа трактор станцийĕсем ĕçлеме тытăннă.

Елчĕкри МТСа 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче йĕркелесе янă. Малтанласа çĕнĕрен уçăлнă предприятире республикăн тĕрлĕ кĕтесĕсенчен килнĕ специалистсем ĕçленĕ. Вĕсем: Александр Порфирьевич Ельмаков /1897 çулхи октябрĕн 9-мĕшĕнче çуралнă, 1949 çулхи апрелĕн 13-мĕшĕнче вилнĕ/, вăл – МТСăн пĕрремĕш директорĕ. Предприятие 1935 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1938 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен ертсе пынă. Василий Михайлович Шиверов – директор çумĕ, политика пайĕн ертÿçи, Марина Петровна Максимова – аслă механик. Сăмах май, Марина Максимова Чăваш Республикинче пĕрремĕш аслă пĕлÿ илнĕ хĕрарăм инженер-механик пулнă. Вăл В.И.Ленин мăшăрĕпе Н.К.Крупскаяпа çывăх пулнă, Мускавра унпа пĕрре мар тĕл пулса калаçнă. Каланă çак çынсем виççĕшĕ те Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ пулнă. Виктор Степанович Перушкин /Элĕк районĕ/ – МТСăн нефтебаза ертÿçи. Вăл патша саманине хирĕçленĕшĕн тĕрмере ларнă, унта та хуçăлманскер, 1941-1945 çулсенчи Аттелĕхĕн Аслă вăрçинче паттăрла вилĕмпе /1943 çулхи ноябрь уйăхĕнче/ вилнĕ.

МТСра малтанхи çулсенче ĕçленĕ трактористсемпе трактористкăсем. Пĕрремĕш ретре тăракан хĕрарăмсенчен сулахайран пĕрремĕш – Мария Казакова /Вăрăмхăва ялĕ/. Вăл 1939 çултан пуçласа 1964 çулччен трактористка пулса ĕçленĕ. Сăн ÿкерчĕкĕ – статья авторĕн. 1985 çул, февралĕн 1-мĕшĕ. Çак кун Елчĕк МТСĕ 50 çул тултарнине уявланă.

МТСа аталантарас ĕçре, паллах, хамăр ентешсем те пысăк вăй пулса тăнă. Вĕсенчен пĕри – Прокопий Александрович Яшин /1901 çулта çуралнă, 1964 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнче вилнĕ/. Вăл МТСăн иккĕмĕш директорĕ пулнă, предприятие 1938 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 1946 çулхи июлĕн 15-мĕшĕччен ертсе пынă.

Ăста алăллă, анлă тавракурăмлă çынсем тата нумай пулнă. Курнавăшри Григорий Волков ятне аса илес пулсан та, малтанхи вăхăтран тытăнсах вăл Курнавăш ялĕнче йĕркеленĕ трактористсене вĕрентсе хатĕрлекен курса ертсе пынă. Елчĕк МТСне ĕçлеме куçнă хыççăн та çак ĕçре нумай вăй хунă. Прокопий Владимировпа Никандр Каринкин /Патреккел/, Павел Чернов /Тÿскел/ – районĕпе паллă, МТСăн малтанхи механикĕсем пулнă. «Трактора, комбайна «чун» паракансем, вĕсем пĕлмен ĕç пур-ши?», – тесе каланине çынсенчен нумай хутчен илтме тÿр килнĕ.

1935 çулта Елчĕк МТСĕнче тимĕр кустăрмаллă СТЗ-ХТЗ маркăллă 25 трактор шутланса тăнă пулсан, 1938 çулта вĕсен хисепĕ – 60, ЧТЗ 48/60 гусеницăллă трактор 3 единица пулнă. Вĕсемсĕр пуçне тата: ГАЗ /«Форд»/ йышши, 1,5 тонна груз турттарма пултаракан автомобиль – 8, ЗИС маркăллă, 3 тонна таран груз турттаракан автомобиль – 1, ГАЗ-А маркăллă çăмăл автомобиль 1 шутланнă. Тырă çапса тĕшĕлеме хутшăнакан «Коммунар»-15» йышши комбайнсем –11единица. Асăннă ял хуçалăх техникине ĕçлеттерес ăсталăха алла илессинче районти ялсенчен тухнă механизаторсем те палăрма тытăннă. Нумаййăн пулнă вĕсем: М.Стахеев, Д.Павлов, Г.Карамаликов, Е.Чернов /Елчĕк/, И.Арбузов, Е.Ястребова /Патреккел/, З.Райков /Таяпа Энтри/…

1935 çулхи ĕç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ хыççăн Елчĕк МТСĕн курăмлă ĕçĕсене республика шайĕнче палăртнă. Максим Стахеев ертсе пыракан бригада уйрăмах пысăк ÿсĕмсем тума тытăннă. Техникăна тухăçлă ĕçлеттернĕшĕн, колхозсенчи ял хуçалăх ĕçĕсене пысăк пахалăхпа туса ирттернĕшĕн бригада тăтăшах Тав хучĕсене, парнесене тивĕçнĕ. Бригадăри Деомид Павлов тракторист Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕн кавалерĕ пулса тăнă.

1936 çулта Чăваш Республикин çĕрĕсем çинче 688 трактор ĕçленĕ. Вĕсемсĕр пуçне тата пурĕ 10 пин сеялкăпа жнейкăсем, молотилкăсем шутланса тăнă. Çапла майпа республикăра колхозсем акакан çĕрĕн 60 процентне МТСсен техникипе ĕçлесе хатĕрленĕ. Ял хуçалăх машинисен ĕç тухăçлăхĕ çулсерен ÿссе пынă. 1934 çулта, тĕслĕхрен, пĕр трактор çулталăкра вăтамран 507 гектар условлă суха ĕçĕ тунă пулсан, 1936 çулта çак кăтарту 642 гектара çитнĕ – тракторсемпе пурнăçламалли ĕç планне 111 процента çитернĕ. Деомид Павлов орденоносец МТС тракторисчĕсем мĕнле ĕçлени çинчен «Колхоз ялавĕ» хаçатăн 1937 çулхи майăн 5-мĕшĕнче тухнă номерĕнче «Стахановла ĕçлесе плана 223,3: тултартăмăр» статьяра акă мĕн каласа кăтартнă:

«…Çуракинче манăн бригадăри урапаллă тракторсем иккĕшĕ ĕçлерĕç. Икĕ трактор та оригиналлă, 4 касăллă плугсемпе ĕçлерĕç.

…Мĕн пурĕ МТС планĕпе 190 гектар сухаласа, 110 гектар сÿрелемелле. Пĕтĕм ĕçе суха ĕçĕ çине куçарсан 206 гектар пулать, е кашни гектар пуçне 103 гектар. Апрелĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 30-мĕшĕччен бригада çакăн пек ĕçсем туса ирттерчĕ: сухаласси – 393 га, сÿрелесси – 302,47 га, сеялкăсемпе акасси – 110 гектар. Мĕн пур ĕçсене сухаласси çине куçарсан 459,44 га. Е кашни трактор пуçне – 230 га сухаласа плана 223,3 процент тултарнă.

…Ĕç нормине тултарманни пĕрре те пулман. Малтанхи кунах 47-мĕш номерлĕ тракторпа Чернов тракторист 5,95 га, 54-мĕш номерлĕ тракторпа Васильев тракторист – 4,33 га сухаларĕç. 2-мĕш кунне икĕ тракторпа 20,44 га сухаланă. Хăш-пĕр кунсенче 2 тракторпа 28, 29, 31-шер гектар ĕçленисем те пулнă. Сăмахран, апрелĕн 22-мĕшĕнче хамăра палăртса панă колхозсенче ĕçлесе пĕтерсе Ленин ячĕпе тăракан колхозра Стахеев бригадине пулăшма кайсан Чернов тракторист хăй сменинче 7,32 га, Ефимов – 8,46 га, Васильев – 6,83 га, Карамаликов – 8,55 га таран сухаларĕç. Планпа вара пирĕн пĕр сменăра 4,6 га сухаламалла пулнă.

…Сухаласса тарăн /17-20 см/ сухаланă пулсан та çунтармалли япаласене тирпейлĕн тыткаланипе, трактора усăллă анчах ĕçлеттернĕ пирки 660 кг краççын перекетленĕ. Вăтам шутпа гектар пуçне 18 кг вырăнне 16,6 кг расхутланă. 2-мĕш бригадăн бригадирĕ – Д.ПАВЛОВ».

Маларах трактористсене Курнавăш ялĕнче вĕрентсе хатĕрленĕ пулсан, 1935 çул вĕçĕнче çак ĕçе Елчĕк МТСĕ çумĕнче йĕркелесе пыма тытăннă. Тракториста кунта арçынсене анчах мар, хĕрарăмсене те вĕрентнĕ. Хĕрарăмсене тракториста вĕрентес ĕçре Марина Максимова аслă механикăн тÿпи пысăк пулнă. Уй-хирсене вăл мотоциклпа çил пек вĕçтерсе çитнĕ. Вăл хăйне питех те лăпкăн тытнă, кашни япала çинчен тĕплĕн ăнлантарса панă. Трактористсен курсне Елизавета Ястребова /Патреккел/, хăй 40 çултан иртнĕ пулсан та, «отлично» паллăсемпе анчах вĕренсе пĕтернĕ. Трактористра ĕçленĕ вăхăтра та кулленхи нормăна 186 процент тултарнă. Часах вăл, нумай арçын-тракториста хыçа хăварса, районта малта пыракансенчен пĕри пулса тăнă. Вăрçă вăхăтĕнче те, паллах, арçын-трактористсене хĕрарăмсемпе çамрăк хĕрсем улăштарнă. Нуши-асапне вара вĕсем çителĕклех курнă. «Çĕрлехи вăхăтра хирте ĕçленĕ чухне тракторăн фара çинчи лампочки çунса кайсан ун вырăнне краççын çунса çутатакан хунар çакса ĕçлеттĕмĕр. Хальхи çамрăксем çакна шанмасса та пултарĕç», – тесе аса илнĕччĕ пĕррехинче 25 çул трактористра ĕçлесе республикăра чапа тухнă çын – Вăрăмхăва ялĕнче пурăннă Мария Казакова. Акчел ялĕнчи Валентина Указова /Ежова/ та яланах: «Трактор пирĕншĕн кил те, ача та пулнă пулĕ!», – тетчĕ.

1935 çулхи июнĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикине нумай çул ял хуçалăхĕнче палăрмалла пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттернĕшĕн, республикăри культурăна çĕкленĕшĕн тата нацин ĕçлĕ кадрĕсене çитĕнтернĕшĕн, çулсем тунă çĕрте патшалăх умĕнчи обязательствăсене вăхăтра пурнăçласа пынăшăн СССР Тĕп ĕçтăвкомĕ Ленин орденĕпе наградăланă. Çак ятпа Горький хулинче /1929-1936 çулсенче Чăваш Республики Горький крайне кĕнĕ/ крайри колхозник-ударниксен 5-мĕш съездне пухма килĕшеççĕ. Съезд 1936 çулхи февралĕн 15-18-мĕшĕсенче пулса иртнĕ. Унта Чăваш Республикинчен 400 делегат хутшăннă. Пурте йĕлтĕрпе çула тухнă! ВКП/б/ Горький крайкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Э.Прамнэк хушăвĕ пулнă çакă. Делегаци йышĕнче Елчĕк районĕн çыннисем те пулнă. Унта В.С.Веков /Вырăскасси/, Д.И.Ласточкин /Таяпа Энтри/, М.И.Кушников /Энтепе/, А.С.Левый, А.Н.Горшкова /Патреккел/, А.В.Денисов /Шăмалак/, Н.Г.Краснов /Кипеç/, Е.И.Иванова /Вăрăмхăва/, С.Савинова /Кÿлпуç/, П.Ф.Шакина /Чăваш Тăрăм/, С.П.Ильин /Лаш Таяпа/, Г.Ахметзянова /Сăрьел/, Г.Карамаликов /Елчĕк МТСĕ/ хутшăннă.

…Çакăнта каласа кăтартни – Елчĕк МТСĕн историйĕн пуçламăш страницисем анчах. Мĕншĕн тесен хăй пурнăçĕнче «Елчĕк РТСĕ», «Сельхозтехника», «Юсавпа техника предприятийĕ» ятсемпе çÿренĕ çак предприятин историйĕ калама çук пуян. Кунта ĕçленĕ çынсем пирки те каламалли сахал мар. Вĕсенчен кашнийĕ умри йывăрлăхсене çĕнтерсе çутă малашлăхшăн тăрăшнă. Нумай çул тимĕрçĕ пулса вăй хунă ăста алăллă Василий Алексеевич Крылов /Акчел/ сăмахĕсене лайăх астăватăп. Кирек хăш ĕçе пурнăçлама йышăннă чухне те вăл: «Пикенсе пăхар эппин, Атăл патне çитиччен атта хывас мар», – тесе ĕçлеме тытăнатчĕ. Çитĕнекен ăрăва çакăн пек çынсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен каласа кăтартни кирлех. Шур сухаллă ватăсем те мĕн ĕлĕкрен: «Иртнине пĕлмесĕр малашлăха курма, ăнланма йывăр пулĕ», – тенĕ. Тĕрĕс сăмахсем…

В.МОСКОВСКИЙ,
Акчел ялĕ.

 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code