«Вăрçă ачисене» – çăмăллăх
«Вăрçă ачисен» статусĕ тинех укçан виçекен çăмăллăхпа тĕрекленĕ.
Çакна Министрсен Кабинечĕн февралĕн 10-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче тивĕçлĕ саккуна улшăну кĕртме сĕнсе ырланă. Унпа килĕшÿллĕн, ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, «вăрçă ачисен» хушма çăмăллăх пулать. Хваттершĕн тата коммуналлă пулăшу ĕçĕсемшĕн çак статуслă çынсем 25: танлашакан çăмăллăхпа усă курса тÿлĕç. Çак çăмăллăхпа усă курасси июлĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕмелле. Енчен те гражданинăн темиçе сăлтавпа çăмăллăхпа усă курмалли ирĕк пур тăк – вĕсен çав сăлтавсенчен пĕрне суйласа илмелле.
Çĕнĕ хушу
Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев çĕнĕ хушу çирĕплетнĕ.
Унпа килĕшÿллĕн ресторансемпе апатлану вырăнĕсене çур çĕр иртни пĕр сехетчен ĕçлеме ирĕк панă. Унччен вĕсен 23 сехетчен ĕçлеме юранă. Çапах та çак ирĕк пани кафесенче уявсем йĕркелеме юранине пĕлтермест.
Пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçе
Чăваш Енре пурăнма кирлĕ чи пĕчĕк виçене çирĕплетнĕ.
Малашне вăл кашни çын пуçне 9804 тенкĕпе танлашĕ. Ĕçлекенсемшĕн çак виçе 10414 тенкĕ, тивĕçлĕ канăва тухнисемшĕн 8500 тенке яхăн, ачасемшĕн 9983 тенкĕ пулĕ. Саккунпа çирĕплетсен çак виçепе çулталăк усă курĕç. Мĕншĕн тесен малашне пурăнмалли чи пĕчĕк виçене кашни кварталта мар, çулталăкра пĕрре йышăнма пуçлĕç. Çакăн пирки калакан саккун кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнче вăя кĕнĕ.
Мускава кулленех 3 рейс
Шупашкар аэропорчĕ çĕнĕ рейссем кĕртес, пассажирсен йышне ÿстерес ĕçе малалла тăсать.
«Победа» авиакомпани Шупашкартан Мускава кулленех вĕçекен 3-мĕш рейс уçма йышăннă. Вăл Шупашкартан 17 сехетсенче вĕçсе тухмалла. Ку рейса расписание çу уйăхĕнчен кĕртме палăртаççĕ. «Победа» авиакомпанин унчченхи икĕ рейсĕ Внуково аэропортне илсе çитернĕ пулсан ку – Шереметьево таран. Билетсене çитес вăхăтра сутма тытăнмалла.
Онкологи центрне – çĕнĕ хатĕр
Шупашкарти онкологи пулăшăвĕн центрне усал шыçăсене пуçламăш тапхăртах тупса палăртма май паракан хатĕр килсе çитмелле.
Гастроскопи, колоноскопи тата бронхоскопи тума 15 миллион тенкĕлĕх видеоэндоскоп туянма палăртнă.
Сăмах май, Чăваш Енре онкологи пулăшăвĕн центрĕсен тытăмĕ йĕркеленет. Тăваттăшĕнчен иккĕшне Канашра тата Шупашкарта уçнă. Кăçал çакăн пек центр Çĕнĕ Шупашкарти хула больницинче те ĕçлесе каймалла.
«Дача амнистине»
2026 çулхи мартăн 1-мĕшĕччен тăснă. Çак вăхăтчен сад участокĕсенчи дача çурчĕсене кăна мар, пурăнмалли уйрăм çуртсене те çăмăллатнă мелпе усă курса харпăрлăха куçарма пулать. Çурт айĕнчи çĕр лаптăкĕ уйрăм çурт-йĕр строительствине тума е хушма хуçалăх тытма ирĕк паракан çĕр çинче пулни пĕлтерĕшлĕ. Паллах, çав çĕр лаптăкĕ ял е хула территорийĕн чиккинчен тухса каймалла мар.
Çурт-йĕре çăмăллатнă мелпе регистрацилеме чи малтанах çĕр тĕлĕшĕнчи правăна кăтартса паракан документсем кирлĕ. Документсем çук пулсан вĕсене кадастр инженерĕсем тума пулăшĕç.
Куçман пурлăха «дача амнистийĕн» мелĕпе регистрацилеме патшалăх пошлини 350 тенкĕпе танлашать.
«Амнисти» вăхăтĕнче те Градостроительство кодексĕ пурри çинчен асра тытмалла. Дача çурчĕн тата уйрăм зданисен калăпăшĕ строительство нормисемпе килĕшсе тăмалла. Çурт виçĕ хутран ытла мар пулмалла, çÿллĕшĕ 20 метртан иртмелле мар.
Ростреестрăн Чăваш Республикинчи управленийĕ.