Район хаçатĕнчи «Тĕп редактор колонки» рубрикăпа пичетленекен материалсене питĕ интересленсе вулатăп. Акă хальхинче те юратнă хаçата алла илсенех хаçатăн тĕп редакторĕ Н.Малышкин «Мĕн вăл кăмака?» статйине вуласа тухсан шухăша кайрăм. Питĕ тĕрĕс те кирлĕ ыйтусене хускатать автор. Унăн «Музейсем хÿтлĕх «ыйтаççĕ», «Чун апачĕсĕр мĕнле?» тата ытти статйисем те чăваш халăх пуласлăхĕшĕн пăшăрханнине систереççĕ. Çакăншăн нумай кĕнекесен авторне, тарăн шухăшлă çыравçăна вулакансенчен тав сăмахĕ каласшăн.
Эпĕ хама район хаçачĕн патриочĕ тесе шутлатăп. 1970 çултан пуçласа паянхи кунчченех район хаçатне çырăнса илнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕп. Ытти хаçат-журналсенчен чи малтан «Елчĕк ене» тытса вулатăп, хамăр район ÿсĕмĕсемшĕн, талантпа та, ĕçпе те мала тухнă çынсемшĕн савăнатăп.
Кăштах хамăн шухăш-кăмăла çырса ярас терĕм. Мана район хаçачĕн тиражĕ çулсерен чакса пыни питĕ пăшăрхантарать. Чун апачĕсем, ман шутпа, кĕнеке тата хаçат, кашни çыннăн сĕтелĕ çинче çăкăрпа тăвар пекех кирлĕ. Мĕнле-ха унсăрăн чăваш çемйинче? Пытарма çуках, паян библиотекăсенче вулакансен шучĕ палăрмаллах чакрĕ. Çамрăксемпе ача-пăча библиотекăсене ăнсăртран кăна кĕрсе тухнине хамăр куçпа куратпăр. Пурнăç шав лайăхланса, çын ăслăланса пырать тетпĕр. Майсем чăннипех те сахал мар. Интернетран пуçласа цифрăллă технологи таранчченех. Чылай ĕçе электронлă майпа пурнăçлаççĕ. Нумай çул хушши вырăнти тăван тавралăх музейĕнче экскурси ирттернĕ май çынсем ĕлĕкхи экспонатсемпе питех интересленменни сисĕнетчĕ. Паллах, пурнăç хăвăрт улшăнса пынипе çыхăннă çакă. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра кĕнекепе хаçат вулама юратсах каймаççĕ çамрăксем. Вĕсен интересĕсем урăхланнă халĕ. Ялсенче иртекен тĕрлĕрен мероприятисем çиелтен çеç пулса пыни те «сиен» кÿрет тĕр.
Идеологи улшăннă хыççăн çĕнни йывăрпа çул хывать. Хальхи çамрăк ăру малашне «Мĕн тума кирлĕ хаçат, кĕнеке;» тесе каланине илтес кăна марччĕ.
Валерий ТЕЛЕЙ.
Лаш Таяпа ялĕ.